Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
21 Майӑн , 10:25

«Туслăх кĕперĕн» тĕревĕ çирĕп пултăр

Ачасене тăван чĕлхене юратса вĕренме хавхалантарас, халăх йăли-йĕркисене упрама, чĕлхе илемĕпе пуянлăхне туйма, вĕсен пĕлĕвне ÿстерме пулăшас тĕллевпе йĕркеленĕ «Туслăх кĕперĕ» фестиваль Кармаскалă районĕнче кăçал 30-мĕш хут иртнĕ.

«Туслăх кĕперĕн» тĕревĕ çирĕп пултăр
«Туслăх кĕперĕн» тĕревĕ çирĕп пултăр

Эстафета мелĕпе йĕркелекен мероприятие хутшăнакансем Йăмран шкулĕнче пухăннă. Хуçасем, вырăнти шкул ачисем, таврари чăваш шкулĕсенчен килнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илнĕ. Çакăн хыççăн пухăннисене педагогика ĕçĕн ветеранĕ, чăваш наци ăслăхпа ÿнер академикĕ Вера Никонорова таврапĕлÿçĕ саламланă. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: асăннă мероприятие 30 çул каялла Вера Никоноровапа Галина Петрова пуçарса янă. Чăваш ачисен уявне Чăваш çырулăхĕн кунне халалланă пулнă. Ăна Йăмран ялĕнче 1993 çултах ирттерме палăртнă, анчах кирлĕ пек хатĕрленсе ĕлкĕреймен. Çулталăкран, 1994 çулта, районти чăваш шкулĕсен – Сихунпа Тинĕскÿл тата Суук-Чишма – ачисене фестивале хутшăнма йыхравланă. Тĕрлĕ сăлтава пула Сихун шкулĕн вĕренекенĕсем килсе çитеймен.
Йăмран шкулĕн ачисем ун чухне те сумлă хăнасене тивĕçлипе кĕтсе илнĕ: юрă-кĕвĕпе, çăкăр-тăварпа. Унтан хуçасем вĕсене столовăйне иртме сĕннĕ. Çакăн хыççăн вара спорт залĕнче «Туслăх» ялавне хăпартнă. Фестиваль эстафетине Суук-Чишма шкулне панă. Ялава икĕ шкулăн чи лайăх вĕренекенĕсем – Светлана Городничева (Йăмран), Олеся Макарова (Суук-Чишма) – çĕкленĕ. Çак вăхăтра залра чăваш çамрăкĕсен гимнĕ янранă.
Фестивалĕн иккĕмĕш пайĕнче кашни шкул концерт номерĕсем кăтартнă. Йăмран шкулĕн ачисем чи пултаруллисем пулнине палăртса хăвармалла. Тинĕскÿл шкулĕн кĕçĕн класс вĕренекенĕсем пухăннисене хăйсен номерĕсемпе тыткăна илнĕ, суук-чишмасем юррисемпе тĕлĕнтернĕ. Мероприятийĕн виççĕмĕш пайĕнче ярмăркка йĕркеленĕ. Суту-илĕве мĕн кăна тăратман-ши! Уйрăмах 5-6 класс ачисен таварĕсем лайăх сутăннă. Вĕсем тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерсе илсе килнĕ пулнă. Ярмăркка пурин кăмăлне те кайнă, ачасен шăв-шавĕ, хаваслă кулли таçтанах илтĕннĕ. Фестиваль туслăх ялавне антарнипе, хăнасене ăсатнипе вĕçленнĕ.
Кăçалхи юбилейлă фестиваль те йăлана кĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн иртнĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă ачасем ăс-тăн вăййисене, викторинăсемпе конкурссене хутшăннă. Унсăр пуçне Йăмран шкулне килнĕ хăнасем алĕç ăстисен куравĕсемпе паллашнă. Вера Герасимовапа Любовь Иванова (Йăмран), Светлана Матвеева (Суук-Чишма) ачасене алă ĕçĕ тимлĕ те çивĕч туйăмлă пулма, сăнама, илеме хаклама, шухăшлава аталантарма пулăшни çинчен каласа панă. Вĕсем ăсталанă япаласем пурне те тыткăнланă, мероприятие илем кÿнĕ.
Кармаскалă районĕнчи чăваш шкулĕсенче ăс пухакан ачасен хушшинчи туслăх кĕперĕ 30 çул каяллă хывăннă. Малашне те çак кĕпере тытса тăракан тĕрев çирĕп пултăр.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

«Туслăх кĕперĕн» тĕревĕ çирĕп пултăр
«Туслăх кĕперĕн» тĕревĕ çирĕп пултăр
«Туслăх кĕперĕн» тĕревĕ çирĕп пултăр
«Туслăх кĕперĕн» тĕревĕ çирĕп пултăр
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: