Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
25 Июнӗн , 13:01

Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне

Июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче Çимĕк уявĕ умĕн Мияки тăрăхĕнчи Тимеш ялĕнче эстрада юрăçин Алена Силпин концерчĕ иртнĕ. Концерт ял çыннисемшĕн чăн-чăн парне пулнă.

Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне

Мероприятие юрăçăн мăшăрĕ, çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав хулинче пурăнакан Олег Максимов йĕркеленĕ.

Куракансем Алена Силпин тата Тимеш ялĕнчи «Çăлкуç» халăх ансамблĕпе (ертÿçи – Владимир Павлов) «Рябинушка» вокал ушкăнĕ (Зоя Ефремова), Владимир Павловпа Лидия Петрова дуэтпа, Лариса Павловапа Валентина Отставнова уйрăм солистсем шăрантарнă юрăсене хапăл туса йышăннă.

Концерт вăхăтĕнче Олег Максимов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă, аллă çул иртсен тин тупăннă аслашшĕн шăпи пирки каласа панă. Олег Дмитриевич çак концерта ял çыннисене савăнтарас, парне тăвас тесе йĕркеленине пĕлтернĕ.

Маларах Тимеш тата юнашар ялсенче витререн тăкнă пек çумăр иртсе кайнине пăхмасăр халăх концерта питĕ йышлă пуçтарăннă. Пĕчĕк Сабантуй тейĕн. Вырăнта пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, ун пекки тахçанах пулман.

Концерта хатĕрленсе клуб умĕнче пысăках мар сцена хăпартса лартнă. Куракансене меллĕ пултăр тесе урама саксем вырнаçтарса тухнă. Çтерлĕ хулинчен сасă операторĕсене те чĕнсе илнĕ.

Концерт питĕ интереслĕ иртнĕ. Юрлакансем юрланă, ташлакансем ташланă.

Вырăнти вулавăш ертÿçи Вероника Леонтьева Тимеш ял историне çутатса паракан «Тимеш» (ПР Хисеплĕ краевечĕ М.Х. Сафин ертсе пынипе‚ «Нива» СПК председателĕ А.Ф. Петров пулăшнипе кун çути курнă кĕнеке. Ĕçлĕ ушкăн йышне Л.В. Андреева‚ Н.И. Семенова‚ В.С. Леонтьева кĕнĕ.), Николай Филиппов таврапĕлÿçĕн Валентин ывăлĕ кун çути кăтартнă «Тăван ял» тата «Ÿке хĕр» кĕнекесене, Тимеш ял сăнĕллĕ кружкăсем сутассине йĕркеленĕ. 

Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Концерт - Çимĕк умĕнхи чи лайăх парне
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: