Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
4 Июлӗн , 13:00

Кăмăл пулсан, Шупашкар та аякра мар

Июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республики кунне 104-мĕш хут паллă турĕç. Çак чаплă уява Пушкăртстан делегацийĕ те хутшăннă, çав шутра Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕнчи «Çеçпĕл» ансамбль те (ертÿçи – Людмила Григорьева).

Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан, Шупашкар та аякра мар

Пĕтĕмĕшле Ситек артисчĕсем çулĕсене пăхмасар инçе çула ăнăçлах кĕскетнĕ. Çакăн çинчен хăйĕн социаллă сетĕнчи страницинче Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов çырса пĕлтернĕ.
«Шупашкарта иртнĕ XII Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче Ситек ялĕнчи «Çеçпĕл» ансамбль лауреат пулса тăнă. Фестиваль пĕлтерĕшĕпе пысăк та анлă шайра иртет, çулсерен Раççейри тата çывăхри ют çĕршывсенчен вуншар хăйпултарулăх коллективĕсене пуçтарать. Çавăнпа та пирĕн ансамбль унта хутшăнни хăйне евĕр çитĕнÿ. Ушкăн хастарĕсене çак ятпа саламлатăп!
Çавăн пекех хамăрăн ентеше, Чăваш Республикин халăх артистне, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистне, Пишпÿлек районĕн хисеплĕ гражданинне Елена Хорькована тав тăватăп. Ситексем çирĕплетнĕ тăрăх, вăл пирĕн артистсене тарават кĕтсе илнине пула çулçÿрев тухăçлă та кăсăк иртнĕ», – тенĕ А.Зарипов хăйĕн страницинче.
«Çеçпĕл» ушкăншăн çак çулçÿрев чăн та ăнăçлă пулса тухнă. «Арча» музей çумĕнче йĕркеленĕ ансамбле тăватă çул çеç-ха, апла пулсан та ÿсĕмсем куç умĕнче. Шупашкарта та сакăр çынран тăракан коллектив Акатуйăн тĕп сцени çине тухса куракансене савăнтарнисĕр пуçне Чăваш наци теле-радиоэфирне тухнă. Вĕсенчен Светлана Азамат, Алексей Енейкин, Ольга Туркай паллă журналистсем самай вăрăм (пĕр радиокăларăмĕ 16 минута тăсăлать) интервью илнĕ.
Паллах, ситексем вăхăт тупса чăвашсен тĕп хулин паллă та илемлĕ вырăнĕсемпе те паллашнă. Çак ĕçре вĕсене хамăр ентеш Елена Хорькова пысăк пулăшу панине çÿлерех асăнса хăвартăмăр.
Юрий НИКОЛАЕВ. Шупашкар – Пишпÿлек.

Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан,  Шупашкар та аякра мар
Кăмăл пулсан, Шупашкар та аякра мар
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: