Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
9 Июлӗн , 11:25

Чăваш халăхĕ чăннипех те пултаруллă

2024 çулхи июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи И.Якутов ячĕллĕ паркра республика шайĕнчи «Салам» чăваш искусствин фестивалĕ иртрĕ.

Чăваш халăхĕ чăннипех те пултаруллă
Чăваш халăхĕ чăннипех те пултаруллă

Унта Пушкăртстан Республикин 22 хулипе районĕнчен 320 çын хутшăнчĕ. Уява хутшăннисем наци костюмĕсемпе вăйă картине тăчĕç. Фестивалĕн географийĕ анлă пулчĕ, Мелеузпа Кумертау, Шаранпа Чекмагуш тата Иглинпа Туймазă районĕсем таран. Мероприятие йĕркелеме ытларах районсемпе хуласен администрацийĕсем пулăшрĕç. Уйрăм çынсем çинчен те каласа хăварас килет. Тăхăр вун пĕр çулхи Николай Семенович Васильев Авăркас районĕнчи Шланлă, Меселпуç, Пишкайăн тата Юламан ялĕсенчен çынсене илсе килме автобуса тара тытма 12 пин уйăрчĕ.
Чăваш халăхĕ чăннипех те пултаруллă. Бюджетран укçа-тенкĕ уйăрмасăрах фестивале ирттерме пултартăмăр. «Асăннă мероприятие кашни çул республикăн тĕп хулинче кирек мĕнле лару-тăрура та йĕркелеме тăрăшăпăр. Чăвашсене пĕчĕк хулана хăваласа янă тесе ан шутлаччăр», – терĕ Ĕпхÿ хулинчи Чăваш автономин ертÿçи В.Ф. Иванов. Ку чух Петр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» каланă сăмахĕсем питĕ вырăнлă пулчĕç. Чăвашсен обществăлла организацийĕсем, чăваш автономийĕсем, республикăри чăваш культура пĕрлĕхĕсем мероприятие ирттерме пулăшрĕç. Çак уява вырăнти икĕ вырсарни шкулĕ те хутшăнчĕ. Фестивале Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ П.В. Демченко уçрĕ, Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн директорĕ Н.Н. Никитина жюри председателĕ пулчĕ.
Обществăлла ĕçре сиксе тухакан ыйтусене татса пама, йывăрлăхсене çĕнтерме пĕрлешÿре ĕçлесен çеç май пур. Пĕрлешÿ тени вăл пĕр-пĕрне пăхăннине пĕлтермест. Мероприятие кам йĕркелесен те хутшăнмалла, çак ĕç чăваш халăх интересĕсене мала хуни шутланать! Паян эпир йĕркелетпĕр, ыран - эсир. Асăннă мероприятирен Пишпÿлекпе Федоровка районĕсем айккинче юлни кулянтарать, ку чух фестивале темиçе çынран тăракан представительсем янă пулсан та вырăнлă пулĕччĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, фестиваль çĕнтерÿçисене пĕлтеретпĕр.
«Чăваш ташшине ушкăнпа ташлани» номинацире Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевка ялĕнчи культура çурчĕн «Звездочки» ташă ушкăнĕ мала тухрĕ.
«Чăваш эстрада юррине пĕччен юрлани» номинацире Константин Петров Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк факультечĕн студенчĕ (художество ертÿçи – Л.В. Коротаева, музыка ертÿçи – О. А. Иванова) çĕнтерчĕ.
«Чăваш фольклор юррине ушкăнпа юрлани» номинацире Чекмагуш районĕн Юмашри нумай функциллĕ культура центрĕн «Çеçпĕл» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – В.И. Фомина) палăрчĕ.
«Чăваш эстрада юррине ушкăнпа юрлани» номинацире Çтерлĕпуç районĕн Тетĕрпуç ял клубĕн «Çеçпĕл» вокал ансамблĕ (ертÿçи – И.П. Петрова).
«Чăваш фольклор юррине пĕччен юрлани» номинацире Салават хулинчи «Шуратăл çăлкуçĕсем» («Родники Агиделя», ертÿçи – С.Антонова) халăх ансамблĕн солистки Ирина Степанова çĕнтерчĕ.
Çитес çул «Салам» фестивале регионсем хушшинчи шайра май уйăхĕ варринче, е ункайлă пултăр тесе, сабантуйсем пуçланас умĕн ирттерме палăртатпăр. Пултарулăх ушкăнĕсене Чăваш Ен тата ытти регионсенчен те чĕнесшĕн.
Юрий МИХАЙЛОВ, ПР Чăваш
культура пĕрлĕхĕн председателĕ.

Чăваш халăхĕ чăннипех те пултаруллă
Чăваш халăхĕ чăннипех те пултаруллă
Чăваш халăхĕ чăннипех те пултаруллă
Чăваш халăхĕ чăннипех те пултаруллă
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: