Вырăнти клубăн фойинче ал ĕç ăстисен тата чăваш халăх наци апачĕсен куравне йĕркеленĕччĕ. Кунта Любовь Семенован (Г.Трофимов ячĕллĕ Суккул ял клубĕ), Вера Степанован (Алексеевка ялĕ), Валентина Зоринан (Çтерлĕ хули), Кекенти клуб ăстисен, Лидия Анисимовапа Галина Павлован, «Кил хуçи арăмĕсем» («Хозяюшки») кружока çÿрекен ăстасен (Хурамал ялĕ), Людмила Макарован (Еспуç ял клубĕ) ĕçĕсене курма пулчĕ. Кашни ĕçре тăван халăх эреш-тĕрри, ăстасен фантазийĕ, çыпăçулăхĕ палăрчĕ. Суккул, Çĕнĕ Хурамал ял клуб ĕçченĕсемпе унта çÿрекенсен, Çтерлĕрен килнĕ Оксана Федорова хатĕрленĕ чăваш халăх наци апачĕсен куравĕ хăйсен пахалăхĕпе, тутлă шăршипе илĕртрĕ.
Фестивале килнĕ сумлă хăнасем хушшинче районти тĕп культура çурчĕн директорĕн илемлĕх енĕпе ĕçлекен çумĕ Зинира Урманшина, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Оксана Федорова, Çтерлĕ хулинчи чăваш культура обществин председателĕ, «Тавах» халăх ансамбль ертÿçи Ольга Иванова, РФ чăваш наципе культура автономи Канашĕн пайташĕ, Пелепей районĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Яковлев, ветерансен Канашĕн председателĕ Галина Павлова, «Нива» СПК председателĕ Александр Петров, Крупская ячĕллĕ СПК председателĕ Геннадий Семенов, Тимеш тата Пысăк Каркалă ял хутлăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем Рамзия Никитинапа Рузина Тимербулатова пулчĕç.
Сумлă хăнасем уяв ячĕпе салам сăмахĕсем каланă май, чăвашлăха аталантарас, упрас ĕçре тăрăшакансене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç.
Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Иван Павлов фестивале пухăннă çынсене саламланă май тава тивĕçлĕ артиста Филюс Шарипова тата ташă-юрă кружок ертÿçине Любовь Осипована чăвашсен Канашĕ ятĕнчен Хисеп хучĕпе наградăларĕ.
Зинира Туляковна Çĕнĕ Хурамал клуб ертÿçине Неля Тимофеевана, чăваш чĕлхи вĕрентекенне Марина Павлована, Çтерлĕ хулинчен килнĕ Оксана Федоровапа Ольга Иванована Мияки районĕнчи культура уйрăмĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
Фестивале хутшăннисене номинацисем тăрăх уйăрчĕç. «Илемлĕ сăмах» номинацире Александр Леонтьев Юхма Мишшин «Кĕтÿç юрри» сăвва чăн чăвашла, Илья Сергеевпа Фидалия Баталова, Дарья Семеновапа Никита Горичев (Кекен шкулĕ, ертÿçи – Татьяна Никифорова) Константин Ивановăн «Нарспи» сыпăкне тăватă чĕлхепе вуланисене итлеме кăмăллă пулчĕ. Милена Антонова Мĕтри Мишшин «Çынсем, юратăр пĕр-пĕрне», Ангелина Михайлова (Еспуç шкулĕ, Зоя Иванова) Зинаида Сурпанăн «Каçарăр, эпĕ вăрçăра пулман», Анастасия Семенова «Палăк умĕнче» (Суккул клубĕ, Лилия Архипова), Ксения Кириллова «Атя-ха, чунăм, калаçар!» (Суккул клубĕ, Любовь Семенова), Василиса Данилова Мĕтри Мишшин «Тавтапуç» (Çĕнĕ Хурамал шкулĕ, Марина Павлова), Артем Леонтьев Василий Антоновăн «Çĕнтерÿ» (Çĕнĕ Хурамал клубĕ, Неля Тимофеева), Мария Никитина Мария Волкован «Тăван çĕршывра» (Тимеш ял клубĕ, Владимир Павлов) сăввисене палăртуллă вуларĕç.
Кекен ялĕнче пурăнакан Мелания Никифоровапа Çтерлĕ хулинче пурăнакан Галина Иванова-Савельева сăвă ăстисем хăйсем çырнă хайлавĕсемпе куракансене паллаштарчĕç.
«Халăх юррисем» номинацире «Сувар» «Ан авăн, шĕшкĕ» (Çĕнĕ Хурамал, Марина Павлова), «Шур чечек» ача-пăча вокал ушкăнĕ «Чун-чĕререн савăнар» (Çĕнĕ Хурамал, Неля Тимофеева), Любовь Семенова «Эй, тăванăм, тăван» (Суккул клубĕ), «Туслăх» фольклор ушкăнĕ «Савăнса пурăнмалла» (Кекен, ертÿçи – Зоя Шуркова, аккомпаниаторĕ – Зоя Ефремова), «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ «Атя тăван, юрă пуçлар», «Шип шиплетсе», Лидия Петровапа Владимир Павлов «Çурхи кайăк» (Тимеш, Владимир Павлов), Валентина Отставнова «Тăван яла» (Тимеш, Зоя Ефремова), «Еспуç çăл куçĕсем» фольклор ушкăн «Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç», «Тăванăм ту айккинче ут çулать» (Еспуç, Елена Никитина) пирĕн мăн асатте-асаннесем юрланă юрăсене аса илме май пачĕç.
Çтерлĕ хулинчен килнĕ «Тавах» ансамбль (Ольга Иванова) «Кĕр сăри» йăла-йĕрке композицийĕпе, юррă-ташшăпа фестивале илем кĕртрĕ.
«Халăх ташши» номинацире «Çăлкуç» фольклор ансамбль «Савăнăç ташши» (Тимеш, Владимир Павлов), «Энергия» ташă ушкăнĕ «Хĕрарăмсен ташши» (Çĕнĕ Хурамал, Любовь Осипова), «Туслăх» фольклор ушкăнĕ «Ан васка ытла, тăванăм» (Кекен, Зоя Шуркова) хăйсен хÿхĕм ташшисемпе залри çынсене хавхалантарчĕç. Чи пĕчĕк артистсем Çĕнĕ Хурамал ача сачĕн шăпăрланĕсем (ертÿçисем – Альфия Золотова, Светлана Асабина) тата «Сывлăм» (Çĕнĕ Хурамал, Любовь Осипова) ачасен ташă ушкăнĕ чылайăшĕн чунĕнче йăвашлăхпа ачашлăх туйăмĕсем çуратрĕç.
Фестивальте чăваш халăх кĕвĕ инструменчĕсен ăсти Виталий Захаров хăй аллипе тунă шăпăрпа, сĕрме купăспа, флейтăпа кĕвĕсем каларĕ. Вăл Галина мăшăрĕпе пĕрле сцена çинче юрă та шăрантарчĕ.
Уяв вĕçленеспе хутшăнакансене пурне те хăйсен номинацинче Дипломсем парса чысларĕç.
Фестивале ертсе пыракансене, йĕркелеме пулăшакансене, мероприятие хутшăнакансене, артистсене, укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама пулăшакансене илемлĕ те кăмăла çĕклекен, çынсенче чăвашлăх туйăмне вăратакан çÿллĕ шайри уяв ирттернĕшĕн йĕркелÿ комитечĕ тав тăвать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.