Нумаях пулмасть Октябрьски хулинчи «Илемпи» халăх вокал ансамблĕ Чăваш чĕлхи кунне халалланă уявра пултăм. 2006 çулта йĕркеленнĕ ушкăн (ăна хальхи вăхăтра Наталья Ахмадеева ертсе пырать) çитес çул хăйĕн черетлĕ юбилейне паллă тума хатĕрленет. Вăл пуçласа 2016 çулхи март уйăхĕн 10-мĕшĕнче, ушкăна Анатолий Сафонкин ертсе пынă чухне, «Халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ, паянхи кун та çак сумлă ята çухатман. Ансамбль вун пĕр çынран тăрать, вĕсем тĕрлĕ ÿсĕмрисем (ытларах тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем) тата тĕрлĕ районсенче (Шаран, Туймазă, Ермеккей, Пелепей) çуралса ÿснĕскерсем пулин те коллективра ăнланупа килĕшÿ, пĕр-пĕрне пулăшасси малти вырăнта тăрать. Çакă юрă-ташă ăстисене хула, республика шайĕнчи конкурс-фестивальсенче çитĕнÿсем тума пулăшать. Хулари Халăхсен туслăх çуртĕнче илемписене уйăрса панă пÿлĕмре артистсен пултарулăхне хак панă Дипломсемпе Хисеп хучĕсене 30 ытла курма тÿр килчĕ. Вĕсене тирпейлĕн çÿлĕксем çине лартса тухнă, кашнинех алла тытса пăхас килет.
Халăх ансамбльне чун кĕртекенни вăл – коллективри пĕртен-пĕр арçын, 80 çула çитсе пыракан Виталий Кузнецов. Виталий Филиппович юрра ăста пулнипе çеç мар, тĕрлĕ кĕвĕ инструменчĕсемпе калама пултарнипе те палăрса тăрать.
– Манăн ачалăх Шаран районĕнчи Юность ялĕнче иртнĕ. Алла хут купăс тытасси мĕн пĕчĕкрен пырать. Эпĕ – профессипе юрист, анчах та юрă-кĕвĕ мана яланах хавхалантарнă. Алла купăс тытсан сывлама та çăмăлрах пек туйăнать. Гитарăпа та выляма пултаратăп, – кĕскен паллаштарать хăйĕнпе ансамблĕн шур сухалĕ.
Сăмах май, Виталий Филиппович кирек хăш уявра та йышпа юрланисĕр пуçне уйрăммăн та юрă шăрантарать, алла купăс илсе ташă çаврăмне йĕркелет. Ку вăл кураканăн, кану каçне килнĕ çыннăн кăмăлне çĕклемелли мелсенчен пĕри пулса тăрать.
Чăваш чĕлхи кунне халалланă уяв илемписен отчетлă концерчĕпе тÿр килчĕ. Ăна Туслăх çурчĕн администрацийĕ пулăшнипе тата чăваш коллективĕн хастарĕсем тăрăшнипе çÿллĕ шайра йĕркелерĕç. Пысăк залри сцена çинчен çак кун хăйпултарулăх артисчĕсем тăван чĕлхепе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç, сăвă вуларĕç, хăнасем чăваш, мари, удмурт ташшисене ташларĕç. Ансамблĕн хастарĕсене саламлама Пелепей хулинчен ятарласа «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов килсе çитрĕ.
– Пире тăван чĕлхе, йăла-йĕрке, истори пĕрлештерет. Çаксене упраканнисем вара эсир. Хăвăрăн юррăр-ташшăрпа, çири наци тумĕпе тата ăсталăхăрпа халăха хавхалантаратăр, çĕр чăмăрĕ çинче тăрăшуллă чăваш халăхĕ пуррине çирĕплететĕр. Сире уншăн пысăк тав. Малашне чăваш тĕнчи çапла кĕрлетĕр, аталантăр, – терĕ Юрий Николаевич ушкăна редакцин Хисеп хутне парса чысланă май.
Паллах, çак кун Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Гульназ Сахабутдинова та хуçасен ятĕнчен сăмах илчĕ.
– «Илемпи» чăваш халăх ансамблĕ пирĕн наци культурисен центрĕнчи 12 ушкăн хушшинче пултаруллисенчен пĕри шутланать. Вĕсем яланах хулара иртекен мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, республикăри тата унăн тулашĕнчи уявсене çитме ÿркенсе тăмаççĕ, вăрăм çула кĕскетме вăй-хăват çитереççĕ. Çав хавхалану сирте малашне те ан сÿнтĕр, ăнăçу сунатăп, – тесе хак пачĕ Гульназ Загитовна илемписен пултарулăхне. Çавăн пекех вăл ансамбле уяв парнипе чысларĕ.
Кану каçĕ вĕçленнĕ май, зала пухăннă куракансен ятĕнчен хăйпултарулăх артисчĕсене Ирина Гаврилова чăваш хастарĕ тухса тав турĕ. Вăл та артистсене кучченеçсĕр хăвармарĕ.
Пĕтĕмлетÿ: паянхи кун Октябрьски хулинче 3 пин ытла чăваш пурăнать. «Илемпи» халăх ансамблĕ çак йышăн культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине вырăнта упрама пулăшакан пĕртен-пĕр пĕрлĕх шутланать. Унта нимĕнле чăваш автономийĕ те, Канашĕ те, обществи те çук. Çавăнпа та асăннă ушкăн, юрă-кĕвĕ шайĕнче пулсан та, тăван халăхшăн пĕчĕк йышпа пысăк та пархатарлă ĕç туни куç умĕнче.
Юрий СНЕГОПАД.
Октябрьски хули.