Нурлан Ганиев, ПР Культура министерствин представителĕ (Ĕпхÿ хули).
– Пелепей çĕрĕ Пушкăртстанри чăвашсене кăна мар, ун тулашĕнче пурăнакансене те пухрĕ. Çанталăк çутă та илемлĕ. Тăван кĕтес, тăван тăрăх чĕнет… Уявра вырăнти хăйтытăмлăх тата республикăри ĕç тăвакан власть органĕсен представителĕсене курма кăмăллă.
Паян чăваш халăхĕ кăна мар, К.Ивановăн пултарулăхне, вилĕмсĕр «Нарспи» поэма тăрăх пулин те, пĕлекен çын та савăнать. Асăннă поэма паянхи кун та хăйĕн актуаллăхне çухатман. Хайлавра сăнланнă пулăмсем хальхи вăхăтшăн та çивĕч ыйтусем çĕклеççĕ: классен кĕрешĕвĕ, мĕнпур йывăрлăха çĕнтерекен юрату. К.Ивановăн пултарулăхĕнче вăл тăван халăхне ытарайми юратнине туйса илме пулать. Поэт мĕнпур хайлавĕнче те чăваш халăхне малти вырăна хурать. Çакна кура тăван халăхĕ те унăн ят-сумне çÿле çĕкленĕ. Çапла К.Иванов чăваш халăхĕн геройĕ пулса тăнă.
Асăннă мероприяти поэтăн пултарулăхне тимлĕх уйăрма, халăха ытларах вулама хавхалантарма, тăван чĕлхе пуянлăхĕпе илемне тепĕр хут туйса илме май парĕ. «Нарспи» çăлĕнче ачасем, уйрăмах пĕрремĕш классем, хавхаланса поэтăмăр сăввисене вуларĕç. Шăпах вĕсем культура эткерлĕхне упраса ăруран ăрăва парса хăваракансем пулса тăраççĕ. Паян пирĕнпе пĕрле Константин Иванов та, Ухсай Яккăвĕ те савăнасса шанатпăр.
Наталья Гималетдинова (Егорова) (Ямалпа Ненец автономи округĕ, Çĕнĕ Уренгой хули):
– Эпĕ Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çурçĕрте çемьепе пурăнатăп. Паян Слакпуç ялĕнче пысăк уяв иртесси пирки Алена Силпи юрăç пĕлтерчĕ. Çапла килсе курас терĕмĕр. Слакпуçĕнче юлашки хут 2002 çулта пулнăччĕ. Унтанпа ял сăн-сăпачĕ чылай улшăннă, вăл илемленнĕ.
Паянхи уяв савăнăç илсе килчĕ, кăмăла çĕклерĕ. Шăпа пÿрнипе аякра пурăнатăп, тăван чĕлхепе калаçнине сайра-хутра илтетĕп. Паян вара чăвашла калаçнине итлесе киленетĕп. Çакăншăн чун савăнать. Малашне те уявра кăна мар, кулленхи пурнăçра та чăваш чĕлхи янратăр.
Ольга Федорова, Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ (Шупашкар хули):
– Слакпуçĕнче пирвайхи хут пулса куратăп. Сумлă уява чăваш çыравçисен йышĕпе килтĕм. К.Иванова манманни, унăн ятне çÿллĕ шайра тытни кăмăла çĕклерĕ. Меллĕ самантпа усă курса вырăнти çыравçăсемпе те паллашрăм. Çакă та маншăн пысăк телей пулчĕ. Киле тулли кăмăлпа таврăнатăп.
Николай Дмитриев, «Шуратăл çăлкуçĕсем» ансамбль пайташĕ (Салават хули):
– «Шуратăл çăлкуçĕсем» ансамбль пайташĕ пулнă май, эпĕ К.Иванова халалланă мероприятие пĕрремĕш хут мар хутшăнатăп. Кăçалхи уяв калама çук чаплă, çÿллĕ шайра иртрĕ. Слакпуç ялне çав тери нумай çын пухăннă. Мероприятие йĕркелекенсене пысăк тав сăмахĕ калатăп: кашни сăмахĕ, кашни пулăмĕ вырăнлă пулчĕ.
Валентина Смирнова, РФ тава тивĕçлĕ тата ЧР халăх артисчĕ:
– Чăваш поэзийĕн классикĕ çуралнă тăрăха пĕрре мар килетĕп. Паянхи мероприяти – пĕлтерĕшлĕ те хумхануллă…Çав вăхăтрах вăл чунра савăк туйăмсем çуратать. Эпĕ «Нарспи» поэма тăрăх çырнă оперăра Нарспи сăнарне темиçе çул хушши вылярăм, халĕ вара Сетнер амăшне калăплатăп. Нарспи рольне выляма сĕннĕ хыççăн эпир Слакпуçне килнĕччĕ. Шăпах кунта, К.Ивановăн çурт-музейĕпе паллашнă вăхăтра, çурт хуçинчен пулăшу ыйтрăм. Экскурси вĕçленсен, пурте çуртран тухсан эпĕ Константин Иванов выртса çывăрнă кравать çине выртрăм. Мана хирĕçле стена çинче унăн сăн ÿкерчĕкĕ çакăнса тăратчĕ. Çак самантра эпĕ поэтăмăртан Нарспи сăнарне тивĕçлĕ выляма вăй-хал ыйтрăм. Вăл эпĕ тархасласа ыйтнине илтрĕ-тĕр… Паянхи кун та «Нарспи» поэмăри сăнарсене сцена çинче калăплатăп.
Геннадий Иванов, Челябинск облаçĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ:
– Эпĕ – Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш. Халĕ вара Челябинск облаçĕнчи Юрюзань хулинче пурăнатăп. Уяв мероприятийĕсене кашни çулах хутшăнма тăрăшатăп. Кăçалхи уйрăмах калама çук чаплă, çÿллĕ шайра иртрĕ. Пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем сцена çине тухса юрланине, пухăннисен ытларах пайĕ чăвашла калаçнине итлеме кăмăллă пулчĕ. Çакă мар-и чи пысăк телей?
Раиса Сарпи, чăваш халăх поэчĕ (Шупашкар хули):
– Пуринчен ытларах Пушкăртстана, Слакпуç ялне килсе çÿрес килет. Кунта 5-6 хутчен кăна мар, ытларах та пулнă. Слакпуç ялĕ маншăн та тăван ял пекех туйăнса тăрать. К.Иванов тата унăн сăн-сăпачĕ, поэзийĕ, пурнăçĕ те ман йăхри çынсенни сăнлах. Эпĕ ытларах паркра çÿреме юрататăп, музейра вăхăт ирттерме кăмăллатăп. Пуринчен ытла вара К.Иванов шыв пархатарĕпе хăйĕн хăватне çĕкленĕ çăлкуç илĕртет. Унти тăрă та сиплĕ шывне ĕçсе тăранмалла мар. К.Ивановăн пурнăçĕ асаплă пулнă, анчах чунĕ ĕмĕр таса. Халĕ вăл Прометей, Данко пек ялкăшса тăракан чун хăвачĕпе пире, çыравçăсене, пархатарлă пулма хавхалантарать.
Людмила Иванова, Чăваш Енри Канаш округĕнчи Пайкилт шкулĕн вĕрентекенĕ:
– К.Ивановăн мăн аслашшĕ (Кашкăр) пирĕн ялтан тухнă. Çавăнпа та паян ăна чыслама Пушкăртстана килсе çитрĕмĕр. Уява вăйлă хатĕрленнни пĕр иккĕленÿ те çуратмасть. Кăмăл-туйăма палăртма сăмах çитмессĕн туйăнать. Мĕн пуçласа вĕçне çитичченех мероприяти пире хăйĕн авăрĕнче тытрĕ. Курса тĕлĕнмелли, савăнмалли, мухтанмалли чылай пулчĕ. Артистсен çи-пуçĕ çав тери пуян та капăр. Çанталăк та пирĕнпе пĕрле савăнать. Музейри япаласене курма, тытса пăхма уйрăмах хавас пулчĕ. Мĕншĕн тесен эпир те Пайкилт шкулĕнче К.Иванова халалласа музей йĕркелесшĕн. Унти экспонатсен йышне пуянлатма К.Ивановăн çурт-музейĕн чулне тата картишĕнче ÿсекен тирекĕн хуппине хамăрпа илетпĕр.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.