Пур хыпар та
Уяв ахрăмĕ
19 Июнӗн 2025, 11:00

Слакпуçĕнчи музей комплексне Ульяновскри чăвашсенчен – парнесем

Ульяновск облаçĕнчи «Канаш» чăваш хаçачĕн тĕп редакторĕ Елена Мустаева К.В. Ивановăн 135 çулхи юбилей мероприятийĕнче пулнă май, Слакпуç ялĕнчи музей комплексне Ульяновск облаçĕнчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш обществи К.В. Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле кăларнă юбилей значокĕсене (вĕсене П.П. Ургалкин художник эскизĕпе хатĕрленĕ) тата юбилей саламне çитерчĕ.

Слакпуçĕнчи музей комплексне Ульяновскри чăвашсенчен – парнесем
Слакпуçĕнчи музей комплексне Ульяновскри чăвашсенчен – парнесем

К.Ивановăн значокĕсене кăларма 1990 çулта общество правленийĕн ларăвĕнче правлени пайташĕсем И.С. Кирюшкин, П.П. Ургалкин, Н.А. Казаков, В.Г. Елагин, А.К. Падияров тата ыттисем йышăннăччĕ. Значока – 35 çул.
Унсăр пуçне музея çак йĕркесен авторĕн, Николай Казаков çыравçăн тата общество хастарĕн, темиçе кĕнекине парнеленĕ. Кĕнеке урлă вулакансем Н.А. Казаков таврапĕлÿçĕн хастар пурнăçĕпе, унăн çынсем тата вăрман çинчен çырнă калавĕсемпе паллашма пултарĕç. Автор вăрман илемне, унта пурăнакансен пурнăçне, кайăксен, чĕр чунсен хăтланкаларăшĕсене юратса çырса кăтартать. Асăннă кĕнеке шкул ачисене вуласа пама, литература, таврапĕлÿ урокĕсем ирттернĕ чух питĕ усăллă пулмалла.
Ульяновск хулипе облаçĕнчи И.А. Гончаров ячĕллĕ таврапĕлÿ музейĕ кăларакан «Таврапĕлÿ запискисем» альманахра Н.Казаковăн «Павел Мироновăн автобиографийĕ патне таврăнса» статйи пичетленнĕ. Унăн кун-çулĕпе ĕç-хĕлне тĕпчес енĕпе Пушкăртстанăн паллă ывăлĕсем И.Г. Тарасовпа А.А. Кондратьев пысăк ĕç тунă. Эпĕ Иван Григорьевичпа та, Алексей Александровичпа та çыхăну тытаттăмччĕ, вĕсен таврапĕлÿ статйисемпе паллашса тăраттăмччĕ. Вĕсем тăрăшнипе çынсем XIX ĕмĕрти тĕнчипе паллă математик П.М. Миронов çинчен пĕлчĕç. Иван Григорьевича пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Ульяновскри филиалĕ ятĕнчен «Чăваш культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ» хисеплĕ ята панă.
Парне туса панă тепĕр кĕнекере Павел Мироновичăн йăх-несĕл йывăççипе паллаштарни интереслĕ. Хăш-пĕр вырăнсене илсе кăтартма та пулать.
«Казаковсен ăрăвĕ Алексейрен (хушамачĕ паллă мар) пуçланать. Вăл 1772 çулта çуралнă тесе шутлаççĕ. Унăн тăватă ывăл пулнă: Василий (1790 çул), Кондратий (1793 çул), Андрей (1798 çул) тата Сергей (1808 çул). Хушамачĕ вĕсен Алексеев пулнă. Алексей Наполеона хирĕç кĕрешнĕ. Андрей пурнăçран ир уйрăлса кайнă. 1850 çулхи Çыравра ун пирки «1850 çулхи çыравччен вилнĕ, Авдотья Васильевна мăшăрĕ тăлăха юлнă, вăл 63-ре» тесе çырни пур. Андрейăн виçĕ ывăл, Мартин, Мирон (Немионь), Михайло, çуралнă. Михайлон ывăлĕ Александр Самара кĕпĕрнинчи Кивĕ Ганькино ялĕнче пурăннă. Вăл священник пулнă, репрессие лекнĕ, В.Ленинпа тĕл пулнă. Ашшĕн хушамачĕпе, Андреевпа, çÿренĕ».
Мирон Андреевăн виçĕ ывăл – Осип, Павел тата Андрей – çуралнă. Пулас математик Павел ача чухнех ашшĕсĕр тăрса юлнă, амăшĕпе пурăннă. Ĕпхÿ хулинче никĕсленсен амăшне те хăй патне куçарса килнĕ. Паллă математикпа амăшне Ĕпхÿ хулинчи масарсенчен пĕринче пытарнă. Чи кĕçĕнни Андрей ятлă пулнă.
«... Эсĕ манран хамăр хушамат мĕнле пуçланса кайни пирки ыйтатăн. Ку XVII-XVIII ĕмĕрсенчех пулнă. Виçĕ пĕртăван пурăннă. Иккĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен пĕри – Константин. Чиркÿ ĕçĕпе вăл Кургана çитнĕ. Унта архиерей пулса ĕçленĕ. Иккĕмĕш пиччĕшĕ математик, Ĕпхÿ хулинчи халăх училищисен инспекторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. Виççĕмĕшĕ Семен патша çарĕнче служба иртнĕ. Крымри çапăçусенчен пĕринче Семен казаксем патне лекнĕ. Георгий хĕресĕ илме тивĕçнĕ. Килне çар тумĕпе тата лашапа таврăннă. Çĕр ĕçĕпе пурăннă. Анчах та çартан таврăннă лашине йывăр ĕç ĕçлеттермен, унпа ларса çеç çÿренĕ. Çавăнпа ăна ялта казак тесе чĕнме пуçланă. Унăн ывăлсем çуралнă. Вăл вĕсене Казаков хушамат панă. Пурте питĕ туслă пурăннă».
Çавăн пекех музея килсе çÿрекенсемшĕн Ульяновск облаçĕнчи чăваш таврапĕлÿçисен 2007 çулта тухнă «Таврапĕлÿ запискисем» журналта пичетленнĕ «Пирĕн пĕрлĕхĕн ĕçĕсемпе тĕллевĕсем» статья та интереслĕ пулмалла.
Николай КАЗАКОВ таврапĕлÿçĕ.
Ульяновск хули.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас