Çĕр ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн паллă тăвакан уява Пушкăртстанпа Мари Эл тата Тутарстан республикисенчи, Чулхупа Эрĕнпур, Самарпа Ульяновск облаçĕсенчи, Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем пухăннă. Шăпах вĕсем Хĕрлĕ лапамра (К.В. Иванов академи драма театрĕ умĕнче) ăруран ăрăва куçса пыракан чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене аса илнĕ. Акатуя хутшăнакансене, уява курма килнисене ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов тата Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова саламланă.
Чăваш çĕрĕ çине кайнă Пушкăртстан делегацийĕ шутĕнче Мияки районĕнчи Кекен ялĕнчи «Туслăх» фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Зоя Шуркова, аккомпаниаторĕ – Зоя Ефремова), Çĕнĕ Хурамалти Виталий Захаров шăпăрçă тата вырăнти шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Павлова пулнă. Пултарулăх ушкăнĕн пайташĕсем Акатуйăн тĕп сцени çинчен такмаксем юрланă, ташă ташланă. Вĕсен пултарулăхне куракансем, хуçасем пысăк хак панă. Акатуй йĕркелÿçисем «Туслăх» фольклор ансамбльне уява хастар хутшăннăшăн Диплом парса саламланă. Мероприяти умĕн ушкăн пайташĕсем Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ ертсе пыракан «Чăваш Ен» радио эфирне те тухма ĕлкĕрнĕ. Унта та вĕсем итлекенсене чăвашла юрăсемпе савăнтарнă. Чăваш наци конгресĕнче чăваш халăх артисчĕпе Елена Шуртупа тĕл пулнă самант та (сăн ÿкерчĕкре) миякисемшĕн чылайлăха асра юлĕ.
Çавăн пекех Галина Павлова та пысăк чыса тивĕç пулнă. Çĕнĕ Хурамал шкулĕн вĕрентекенне нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес, чăваш халăхĕн культура пуянлăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе тунă ĕçсемшĕн Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов Тав çырăвĕ парса чысланă.
Ентешĕмĕрсене республика ятне çÿллĕ шайра тытнăшăн тав тăватпăр, пысăк чыс-сума тивĕçнĕшĕн саламлатпăр, пултарулăх анинче çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Редакцирен. Чăваш Республикин кунне (автономи йĕркеленĕренпе 105 çул тултарнине) паллă тунă кунсенче Шупашкарта туристсен ушкăнĕсем те пулнă. Сăмахран, Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнчи «Чун уççи» ансамбль (ертÿçи – Елена Степанова) хастарĕсем, Çтерлĕпе Пелепей хулисенчи, Ермеккейпе Пишпÿлек районĕсенчи çулçÿревçĕсем инçе çула кĕскетме кăмăл тунă. Вĕсем чăвашсен шĕкĕр хулисĕр пуçне Хусанта, Йошкар-Олара, Свияжскра, Шупашкартан 28 çухрăмра вырнаçнă «Ясна» этнокомплексра пулнă. Чăваш Енĕн хăнисем тăван республикăна пурте тулли кăмăлпа та пысăк хавхалнупа тавраннă.
«Ясна» этнокомплексри «Авалхи чăвашсен асамлă уçланки» программăпа паллашнă май, эпир пирĕн мăн асатте-асаннесем мĕнле ăслă та çут çанталăкпа пĕлсе усă курнине, хамăр халăхăн йăли-йĕркине типтерлĕ тытса пынине курса савăнтăмăр. Киремет-юман çут çанталăк палăкĕ кăна мĕне тăрать, ун çинчен нумай каласа пама пулать. Эпир унта ÿтпе те, чунпа та кантăмăр, шалти тĕнче кăмăллă та паха туйăмсемпе тулчĕ…», – тесе çырать Светлана Матвеева Кармаскалă районĕнчи Суук Чишмари историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ.
Сăмах май, Пушкăртстан турисчĕсем çак çулçÿрев маршручĕсене йĕркеленĕшĕн Ĕпхÿри Юрий Михайлов тата Çтерлĕри Людмила Маркина чăваш хастарĕсене тав тăваççĕ, кану программи пуян та тухăçлă пулнине палăртаççĕ.