Мероприятие пухăннисем Культура керменĕн фойинче XX ĕмĕр пуçламăшĕнчен хальхи кунччен предприятин историне сăнлакан хăйне евĕрлĕ фотокуравпа (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕк) паллашма пултарчĕç.
«Афродита» литературăпа поэзи театрĕн кăтартуллă ушкăнĕ (ертÿçи - Валентина Пашина) хăнасене комбинат историйĕпе паллаштаракан экскурси ирттерчĕ. Ачасем ĕç мĕнрен пуçланнине, завода аталантарассишĕн тăрăшнă пултаруллă çынсем, йывăрлăхсем, çитĕнÿсем çинчен сăвăлла каласа пачĕç.
Паянхи кун республикăра «Башспирт» АОн Пелепейри филиалĕ спиртпа эрех тата алкогольсĕр продукци туса кăларассипе малта пыракан производство предприятийĕ шутланать.
Пысăк залра пухăннисен умне салам сăмахĕпе Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев тухрĕ. Вăл предприяти район тата республика апат-çимĕç промышленность аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăртрĕ.
- «Башспирт» АОн Пелепейри филиалĕ - çĕнĕ технологисемпе усă куракан, тăтăшах продукци ассортиментне анлăлатакан, хальхи вăхăта тивĕçтерекен производство. Унăн пахалăхлă продукцийĕпе республикăра çеç мар, ун тулашĕнче те анлă усă кураççĕ. Асăннă филиал – предприяти çеç мар, пирĕн хулапа район историйĕ те. Нумай çул хушши унăн ĕçченĕсем çÿллĕ шайри профессионализм, чунтан парăннине, аталану патне ăнтăлнине кăтартаççĕ, - терĕ Азат Альвертович.
Предприятие юбилей ячĕпе ПР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Ирик Сураков саламларĕ. Вăл «Башспирт» акционерлă пĕрлĕх республика флагманĕсенчен пĕри, ял хуçалăх продукцине тирпейлекен тĕп предприяти шутланнине пĕлтерчĕ.
Çак кун Пелепейри филиал ячĕпе салам тата тав сăмахĕсем ПР суту-илÿ министрĕн çумĕнчен Василий Тоболинран, ПР Паташлăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутатĕнчен Азат Мухаметзяновран, ПР Профсоюз федераци председателĕнчен Гузель Мирошниченкоран пулчĕç.
Предприятин ĕç ушкăнĕ пысăках мар, унта 259 çын тăрăшать. Вĕсенчен 25-шне тÿрĕ кăмăлтан, пысăк ăсталăхпа нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн предприяти тата район администрацийĕ ятĕнчен Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕç.
Пелепейри спиртпа эрех комбиначĕн историйĕнче ĕç династийĕсем (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре Ануфриевсем) уйрăм та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Кунта 32 ĕç династийĕ шутласа кăларнă. Ăруран ăрăва ĕçе парăнни тата тăван предприятие юратни куçса пырать.
Юбилей каçĕнче чаплă лару-тăрура комбинат аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ĕç династийĕн пайташĕсене, ятарлă çар операцине хутшăннисене тата вĕсен çемйисене чысларĕç.
Çак уяв кунĕнче асăннă предприяти ĕçченĕсем музыка саламĕсем йышăнчĕç. ПР тава тивĕçлĕ артистки Гузель Ахметова Пелепей çыннисене ăшшăн саламласа хăйĕн репертуарĕнчи юрăсене шăрантарчĕ, Ĕпхÿри «Мирас» ташăпа юрă ансамблĕ, ПР «Хазина» этно-проект ансамблĕ тата Пелепейри Тĕп культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ те хÿхĕм номерĕсемпе куракансене савăнтарчĕç.
– Мероприяти питĕ килĕшрĕ, кăмăла çĕклерĕ. Уяв совет саманинчи пек иртрĕ, ăна пĕтĕмпе ĕç çыннисене халалланăччĕ. «Башспирт» акционерлă пĕрлĕхĕн ертÿçисене чи ватă предприятин юбилейне çÿллĕ шайра ирттерме пултарнăшăн чун-чĕрен тав тăватăп, – юбилей каçне хак пачĕ хăй вăхăтĕнче асăннă комбинат ертÿçи пулнă Эльверт Абдразяков ĕç ветеранĕ.
Светлана ПРОКОФЬЕВА.
Пелепей хули.