Уяв кунĕнче пĕчĕк ялăн урамĕ автомашинăсемпе тата çынсемпе тулса ларчĕ. Ахăртнех, Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă, çак ялта çуралса ÿссе çаран тăрăх чупнă ентешсем чылайăшĕ тăван кĕтесе васканă-тĕр. Кунта вĕсен çунатлă çамрăклăхĕ иртнĕ, пĕрремĕш ĕмĕчĕсем çуралнă-çке.
Мероприяти программи анлă та пуян пулчĕ. Кунĕпех юрă-кĕвĕ янрарĕ, çамрăксем ташă картине тăрса ташларĕç. Аслă ăру тĕлпулушăн савăнса ытларах калаçса чунĕсене лăплантарчĕ, иртнине аса илчĕ.
Тайма пуç Шланлă ялĕн клуб ĕçченĕсене Петр Тимофеевпа Лариса Петрована. Илемлĕ те кăмăла çĕклекен концерт программине те, ытти мероприятисене те вĕсем ертсе пычĕç. Пухăннă халăха «Тăван кĕвĕсем» («Родные напевы») ансамбльти хăйпултарулăх артисчĕсем чĕрене çывăх чăваш тата вырăс юррисем парнелерĕç. Уйрăмах пире Альбина, Лариса, Зинаида, Алевтина Петровасем, Петрпа Антонина Федоровсем, Евгений Еремеевпа Ананий Алексеев юрланисем кăмăла кайрĕç.
Ял юбилейне илем кÿме Çтерлĕри «Телей» ушкăн та килсе çитнĕ. Ансамбль хастарĕсен кашни номерне халăх тăвăллăн алă çупса хак пачĕ. Евгений Дмитриев юрра тăсса ярсан çамрăксем ташша çĕкленчĕç. Çтерлĕ районĕнчи Чуртан ялĕнчен килнĕ Тазгима Давлетова тăван яла халалланă юрă йĕркисем халĕ те хăлхаран тухмаççĕ.
Мероприятие йĕркелекенсем иртнĕ кунсене манăçа кăлармарĕç. Концерт пуçланиччен Юлия Артемьева ял историйĕ çинчен чылай пысăк доклад турĕ. Чăнлăхпа тÿр килекен пулăмсене çутатса пама ăна мĕн чухлĕ тăрăшма тивнĕ-тĕр. Çак ĕçре тĕпчевçе Елена Иванова кинемей каласа пани нумай пулăшнă. Уявăн программине йĕркелес яваплă ĕçе Елена аппан хĕрĕпе кĕрÿшĕ Людмила Людвиговнапа Иван Демьянович Федоровсем хăйсем çине илнĕ. Спонсор пулса укçа-тенкĕ тăкакĕсене саплаштараканни унăн ывăлĕ Александр Иванов пулнă. Тепĕр хĕрĕ Любовь Людвиговна Граня тата Венера Федоровасемпе пĕрле уяв сĕтелĕ хатĕрлеме пысăк тÿпе хывнă. Çакăн пек хисепе тивĕçлĕ ĕçчен ачасем çитĕнтернĕшĕн Елена Иванована чыс та мухтав. Ăна ултă ача çуратса вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларма тем тесен те çăмăлах пулман. Малашнехи пурнăçра нумай ача амăшне Турă пулăшса пытăр, пархатарне кăтарттăр.
Уява пухăннă халăх Березовка ялĕнче пурăннă çынсене халалласа йĕркеленĕ сăн ÿкерчĕксен стенчĕ умĕнче чылайччен чарăнса тăчĕ. Пĕчченшерĕн те, йышпа та. Кунта Ольга Васильевана тав сăмахĕ каламалла. Ольга Евгеньевна 100 çулхи юбилей тĕлне тĕрлĕ çулсенчи самантсене сăнласа паракан сăн ÿкерчĕксене пухса хăйне евĕр чăнлăх альбомĕ хатĕрленĕ. Пуçтарăннă хăнасене стенд çинче хăйсене, тус-тăванĕсене курма питĕ кăмăллă пулчĕ.
Çтерлĕре пурăнакан Николай Антонов та пысăк пулăшу панине палăртса хăвармалла. Березовка ялне пырса кĕрсенех шурă хурăнсем айĕнче пысăк хурансем лартса какай шÿрпи, плов хатĕрлессине, хăнасене техĕмлĕ чей ĕçтерессине Николай Леонидович хăй çине илнĕ. Кĕрлесе ларакан сăмаварсем, тем тăршшĕ тăсăлнă апат-çимĕçпе тулли сĕтелсем уява илем кÿчĕç çеç мар, кăмăла çĕклерĕç, кунта пухăннă кашни çынна çывăхлатрĕç.
Шланлă шкул директорĕ Андрей Алексеев та йĕркелÿ ĕçĕнче нумай пулăшу пачĕ. Пушкăрт телевиденинче диктор пулса ĕçлекен Евгений Романов пулăшнипе пирĕн юбилей мероприятине БСТ телеканалпа кăтартрĕç. Уншăн вĕсене пысăк тав.
Юбилее килнĕ кашни çын уявран парнепе таврăнчĕ. Кашнинех йĕркелÿçĕсем ăшă сăмах тупса саламларĕç. Пысăка вĕреннисене ялăн чыс-сумĕ пулнăшăн, мăшăрланса чылай çул пĕрле килĕшÿпе пурăнакансене (30-50 çул), нумай ача çуратса çитĕнтернисене, «Заря» колхозра тăрăшса ĕçленисене, хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса ял чысне çĕкленĕ спортсменсене тата ыттисене чысларĕç.
Уяв пĕтĕмĕшле Венера Федорова хуçалăхĕн территоринче иртрĕ. Çавăнпа та ăна та пысăк тав сăмахĕ каламалла.
Хальхи вăхăтра пысăк ялсенче те халăх йышĕ чакса пырать, пĕчĕк ялсем пирки мĕн калăн. Çак шăпа пирĕн савнă Березовкăна та пырса тивнĕ. Асăннă пулăм кăмăла пăсать пулсан та вырăнти халăха малашлăх çинчен шухăшлама хистет. Юбилей уявĕ вара сÿрĕк туйăмсене сирсе яма пулăшать, вăй-хăват парать, халăха пĕр чăмăра пĕрлештерет. Мĕн тăвăн – самани çапла.
Хамăн калас сăмаха вĕçленĕ май, пысăк уява хатĕрлесе ирттернĕ çынсене хăнасен ятĕнчен çĕре çити пуç таятпăр. Вĕсене пурнăçра Турă пулăшса пытăр, мулĕсене перекет пултăр, пуçĕсене – сывлăх.
Антонида АНДРЕЕВА, Березовкăра çуралса ÿснĕ,
халĕ Эмçе ялĕнче пурăнакан.
Авăркас районĕ.