Çтерлĕри чăваш наципе культура автономийĕн председателĕ Оксана Федорова пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕпе чунтан саламларĕ. Аслă ăрăва тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, паха опычĕшĕн тав турĕ, ачисемпе мăнукĕсен юратăвĕпе тимлĕхне туйса пурăнма сунчĕ. ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсем Ольга Никитинапа Елизавета Денисова чăваш ташши парнелерĕç.
Малалла мероприяти ертÿçи вĕрентекенсене професси уявĕпе – Вĕрентекен кунĕпе – саламларĕ. Ăшă йĕркесем хыççăн сумлă хăнасем сăмах илчĕç. Çтерлĕ районĕнчи Красный Яр ялĕнчи шкулта кĕçĕн классен учителĕ пулса ĕçленĕ Людмила Маркина, ПР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Галина Умова биологи учителĕ, хулари нумай профильлĕ колледжра вăй хуракан Мария Воробьева мĕншĕн асăннă профессие суйласа илнине, ĕçри çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕç.
Залра ларакансен хушшинче ача сачĕсенче ĕçлекенсем те пурччĕ. Паллах, вĕсене те – Ольга Кузьмина воспитательпе Лидия Григорьева шеф-повара – Шкул çулчченхи учреждени ĕçченĕсен кунĕпе саламламасăр хăварма пултараймарăмăр. Сăмах май, Лидия Вениаминовна 10 çул ытла шăпăрлансене тутлă та техĕмлĕ апатпа сăйланă.
Мĕнле-ха вăл уяв юрă-кĕвĕсĕр. Çак мероприятие илемлетекенсем «Телей» ансамбльпе унăн ертÿçи Галина Смирнова пулчĕç. Галина Федоровна уйрăм юрăсем парнеленисĕр пуçне тĕрлĕ вăйăсем те йĕркелесе ирттерчĕ.
Валентина ЗОРИНА, 6№ вулавăш ертÿçи.
Çтерлĕ хули.