

Унта Çтерлĕ хулинчи А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ Хĕç-пăшаллă вăйсен, тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсен ветеранĕсен Канашĕн пайташĕсем, ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсен амăшĕсем, шкул ачисем хутшăннă. Мероприяти хăнисене вырăнти «Шăпчăксем» эстрадăпа фольклор ансамблĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ.
Сăмах тухса калакан ветерансем Совет тата Раççей космонавтикин çитĕнĕвĕсем, пĕрремĕш космонавтсем çинче чарăнса тăнă. Уйрăмах вĕсем чăваш халăхĕн наци геройĕпе А.Г. Николаев летчик-космонавтпа тĕл пулни тарăн йĕр хăварнине палăртнă. Андриян Николаев тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ Раççейĕн виççĕмĕш космонавчĕ шутланать.
Тĕлпулăва А.Г. Николаев ентешĕ, десант çарĕсен запасри аслă лейтенанчĕ, тухтăр, Çтерлĕ хулинчи медицина колледжĕн преподавателĕ Виктор Васильев та хутшăннă. Виктор Васильевич Андриян Григорьевич пирки нумай çĕннине, кăсăккине каласа панă. Çавăн пекех пекех мероприятире ятарлă çар операци паттăрĕн – ветерансен Канашĕн пайташĕн амăшĕ, Маньел ялĕнче пурăнакан Галина Григорьева пулнă. Паянхи кун унăн çемйин виçĕ пайташĕ Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Тепĕр анне – Чăваш Хурамалĕнчи Антонида Михайлова. Вĕсем иккĕшĕ те «СВО участникĕсен амăшĕсем» медальсене илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен Канашĕн председателĕ Виталий Михайлов «Шăпчăксем» ансамбле тата унăн ертÿçине Олеся Ефимована Раççейри халăхсен Ассамблейи ятĕнчен Раççей Геройĕ А.В. Даркович алă пуснă Тав çырăвĕсем парса чысланă.
Сумлă хăнасен йышĕнчен пухăннисен умне биологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Валентина Михайлова доцент, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Лира Афанасьева та тухса сăмах каланă. Культура çурчĕн фойинче О.Иванова библиотекарь кĕнекесен куравне тата фотозона йĕркеленĕ.
Пĕтĕмĕшле тĕлпулу ăшă та лăпкă лару-тăрура иртнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.