

Пĕтĕм тĕнчери кÿршĕсен кунне халалласа май уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Сименкке ял хутлăхĕнче илемлĕ, пуян программăллă мероприяти иртрĕ. Сименккери канупа культура паркĕнче Çимĕк умĕн йĕркеленĕ тĕлпулăва Сименкке ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Никитин салам сăмахĕпе уçрĕ. Анатолий Маркелович пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери кÿршĕсен уявĕн историйĕпе паллаштарчĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансене çĕнтерÿпе ырă-сывă таврăнма сунчĕ. Çавăн пекех вăл Раççейшĕн паянхи лару-тăру пĕрре те çăмăл мар, анчах та пирĕн халăх нихăçан та йывăрлăхсем умĕнче пуçа усманнине, Тăван çĕршывшăн яланах кар тăрса вăй хуракансем пуррине палăртрĕ. Çак самантра сцена çине 2022 çултанпа тулли мар мобилизаци йĕркипе Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен Алексей Федоров хăпарчĕ. Алексей Васильевич чăннипех те хастар, ырă кăмăллă та маттур вырăнти волонтерсене чунтан тав турĕ. Кĕске вăхăта отпуска таврăннă Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи тĕлпулăва пушă алăпа килмен, хăй хĕсметре тăракан мотострелоксен батальонĕнчен медальпе Тав çырăвĕсем илсе килнĕ. А.В. Федоровпа А.М. Никитин Борис Саврина «СВОна пулăшу панăшăн» медаль, Гера Федоровапа Зинаида Герасимована, Марина Егоровапа Алевтина Петрована, Валентина Садовниковапа Татьяна Федорована, Луиза Савринана тата Петр Николаева Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.
«Кÿршĕ» анлă пĕлтерĕшлĕ сăмах. Çывăхри ялсенче пурăнакансем те кÿршĕ пулма пултараççĕ. Сименкке çĕрĕ çинче иртекен уява Буздяк районĕнчи Канлы-Туркеево ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Гали Шагалиев, «Чермосанские беркуты» арçынсен вокал ушкăнĕ (ертÿçи – ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Марат Каримов), Гусаркино ялĕнчен килнĕ Еленăпа Валентина, Екатеринăпа Зинаида Никитина пĕртăвансем (хĕр чухнехи хушамачĕсем), Çĕнĕ Сименккери Зоя тата Мария Егорова йăмăкĕпе аппăшĕ, Ирина Егорова илем кÿчĕç. Çĕнĕ Сименккере пурăнакан Валериан Борисов пухăннисене «Краткая историческая справка о деревне «Курган» - Старосеменкино Белебеевского района» тĕпчев ĕçĕпе, тăван ялĕн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Çак кун сцена çинчен чăваш тата тутар юрри-кĕввисем янăрарĕç, ташшисем кăмăла çĕклерĕç. Лăпкă та тÿлек çанталăк та халăхпа пĕрле савăнчĕ.
Йĕркелÿçĕсем - Кивĕ тата Çĕнĕ Сименкке ялĕсенчи культурăпа вулавăш, ял Канаш администраци ĕçченĕсем - Сименккери канупа культура паркĕнче чăваш «картишĕсем» те хатĕрленĕ. Вĕсенче ватти те, вĕтти те ал ĕçĕсемпе паллашма, наци апатне тутанса пăхма пултарчĕ. Уяв программине хăнасен ÿсĕмне шута илсе йĕркелени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă аслă ăру сăмах çăмхине сÿтнĕ май, ачасем хаваслă вăйăсем выляса киленчĕç. Ял çыннисемшĕн чăннипех те пысăк уяв пулса тăнă тĕлпулу апат-çимĕçпе, ĕçме-çимепе авăнса тăракан сĕтел хушшине пуçтарăннипе, пурте пĕрле юрă шăрантарнипе вĕçленчĕ.
Пелепей районĕ, Кивĕ Сименкке ялĕ.