Урал сасси
+19 °С
Дождь
Уяв ахрăмĕ
8 Июня , 06:30

Миякинчи Сабантуйра чăваш «картишĕ» чи илемлисенчен пĕри пулчĕ

Июнь уйăхĕн 6-мĕшĕнче республикăри 20 районта сабантуйсем иртрĕç. Çав шутра Мияки районĕнче те. Яланхи пекех хаваслă уяв çынсене савăк кăмăл парнелерĕ. Сабантуй лаптăкĕн тăршшĕпех тĕрлĕ наци «картишĕсем» йĕркеленĕччĕ, ал ĕç ăстисен курав-ярмăрккисем ĕçлерĕç. Çавăн пекех ака-суха ĕçĕсем вĕçленнине халалланă меропряти ĕмĕрхи йăласемсĕр – кĕрешÿпе ăмăртусемсĕр – иртмерĕ.

Миякинчи Сабантуйра чăваш «картишĕ» чи илемлисенчен пĕри пулчĕМиякинчи Сабантуйра чăваш «картишĕ» чи илемлисенчен пĕри пулчĕ
Миякинчи Сабантуйра чăваш «картишĕ» чи илемлисенчен пĕри пулчĕ

Кăçал чăваш «картишне» лартассишĕн Тимеш ял хутлăх администрацийĕ яваплăччĕ. Ялсен хастар çыннисен тăрăшулăхĕпе ума лартнă тĕллеве çÿллĕ шайра пурнăçларăмăр. Чăваш «картишĕ» - чи илемлисенчен, чи пуяннисенчен пĕриччĕ. Çакăншăн пысăк хастарлăх кăтартнă çынсене чунтан тав тумалла. Тимеш ял Канаш администрацийĕн водителĕ Александр Капитонов, Эдуард Ефремов депутат тата Виктор Ефремов юртăна уяв лапамне илсе çитерчĕç. Ăна илем кĕртес тесе Валентина Отставнова, Вероника Леонтьева, Зоя Ефремова, Альбина Тимофеева тата Неля Михайлова сахал мар тăрăшрĕç. Уяв хăнисене  Кекенти «Туслăх» фольклор ушкăнĕ, Тимешри «Çăлкуç» чăваш халăх фольклор ансамблĕ тата Георгий Петровăн çемйи çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе ăшшăн кĕтсе илчĕç. Сăмах май, кăçал Петровсем «Пысăк та туслă çемье» конкурса хутшăнса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Курав йĕркелени те уява хăйне майлă сĕм парнелерĕ. Техника выставкинче ятарлă çар операцине хутшăнакан Николай Ухаткинăн, Руслан Даниловăн хăйсен аллисемпе ăсталанă тракторĕсене курма май пулчĕ. Хурçă утсене куракансен умне тăратассишĕн Руслан Даниловпа Тоджеддин Саитахмадов яваплăччĕ.

Чăваш «картишĕ» наци апачĕ енчен те пуян пулчĕ. Анвар Султонбеков кирлĕ апат-çимĕçе туянчĕ. Роза Черновапа Есения Михайлова, Алевтина Андреевапа Рустам Хазраткулов поварсем техĕмлĕ апат пĕçерчĕç. Владимир Елизаров кухньăра кирлĕ хатĕрсене турттарса тăчĕ. Çавăн пекех сĕтел çи валли хатĕрлес ĕçе Екатерина Гизатуллинапа Гуля Батырова, Татьяна Васильевапа Вероника Леонтьева хутшăнчĕç. Елена Сергеевапа Елена Никитина кăпăклă сăрапа тивĕçтерчĕç, чăваш ĕçмине вĕретес ĕнĕпе матер-класс йĕркелерĕç.

Паллах, кирек мĕнле уява та спонсорсемсĕр ирттерме май çук. Пире яланхи пекех «Нива» СПК ертÿçи Александр Петров тата Анвар Султонбеков агроном укçа-тенкĕ енчен пысăк пулăшу пачĕç.  

Пĕрлехи вăйпа, пысăк ăнланулăхпа ĕçлесе пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттертĕмĕр. Пурне те пысăкран та пысăк тав!   

Рамзия НИКИТИНА, Тимеш ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.

Мияки районĕ.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас