Асăннă уявра пан улми пухнă тата унран тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрленĕ. Ялта Пан улми сăпасĕччен пан улми ҫиесси килĕшÿсĕр тесе шутланă. Тасалăх тивлечĕ кÿнĕ ҫимĕҫсене тутанса пăхсан ҫеҫ вĕсене йывăҫ ҫинчен татса ҫиме юранă.
Сăпас кунĕнче пĕтĕм яла пан улми шăрши сарăлнă. Пан улмисене чиркĕве ҫыхăсемпе, карçинккасемпе йăтнă, пасарсенче лавсемпе сутнă.
Пан улми пуриншĕн те усăллă. Унта тĕрлĕ витамин нумай. А витамин инфекци чирĕсенчен сыхланма, куç çивĕчлĕхне ÿстерме пулăшать. Сайра-хутра тĕл пулакан G витамин вара апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатать, ÿсме пулăшать. С тата В ушкăнри витаминсемпе те пуян пан улми.
Унсăр пуçне пиçсе çитнĕ пан улмире йод шайĕ бананран 8 хут ытларах, апельсинран — 13 хут. Апла пĕсехе парĕн чирĕпе нушаланас мар тесен пан улми çимелле.
Пан улмире тимĕр нумаях мар, анчах унра организма ытти çимĕçри тимĕре лайăрах ирĕлтерме пулăшакан япаласем пур. Кальци вара çителĕклех.
Пектин пурри вар-хырăма йĕркеллĕ ĕçлеттерме май парать. Пан улми юн тымарĕсене çирĕплетет, ÿт тăртанса тăнине ирттерет.
Туртакансене сиенлĕ йăларан хăтăлма 3 кун пан улмипе тата симĕс чейпе кăна пурăнма сĕнеççĕ. Тăваттăмĕш кунне вара туртас кăмăл пĕтет.
Тăтăшах пан улмипе тата унăн сĕткенĕпе усă курни пуç мимин клеткисене арканасран упрать, астăвăма çирĕплетет.
Пан улмире инфарктран, инсультран, ракран хÿтĕлекен антиоксидантсем пур. Уйрăмах вăл çимĕçĕн хуппинче нумай.
Çав вăхăтрах пан улми çисе начарланма та пулать: углевод çăва куçманран çын майĕпен хăйне начар туйма та пултарать.
Пан улмие урăх çимĕçпе хутăш çиме юрамасть, газ пухăнса аптратма пултарать. Урăх çимĕçе çийиччен çур сехет те пулин вăхăт иртмелле.