Пур хыпар та
Уяв
30 Ноябрӗн 2025, 15:00

Пур çĕре те ĕлкĕрекен анне

Ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Анне кунне уявлаççĕ. Çак кун хамăра кун-çул парнеленĕ çынсем ячĕпе ăшă сăмахсем калаççĕ, тав тăваççĕ, тимлĕх уйăраççĕ. Паян сире ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн 1 курсра вĕренекен Алексей Маркин студентăн амăшне юратса та хисеплесе çырнă ĕçĕпе паллаштарасшăн.

Пур çĕре те ĕлкĕрекен анне
Пур çĕре те ĕлкĕрекен анне

Анне – пурнӑҫра чи хаклӑ сӑмах! Анне – чи пысӑк юрату, ӑнланупа килӗшӳ, кил ӑшши.Аннесӗр килте кичем, сивĕ.

Манӑн аннене Людмила тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл Авăркас районӗнчи Шланлӑ ялӗнче нумай ачаллӑ ял ӗҫченӗсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. Вырăнти шкулта сакӑр класс пĕтернĕ хыҫҫӑн Салават хулинчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. 1985 ҫулта ачасене вӗрентме пуҫланӑ. Суйласа илнӗ специальноçпах Ҫтерлӗ хулинчи аслӑ вӗренӳ заведенийĕнче пĕлÿ илнĕ.

Паянхи кун та вӑл шкулта пуҫламӑш класс учителӗ пулса ĕçлет, унăн педагогика стажĕ 37 ҫулпа танлашать. Чунне парса тӑрӑшать вăл, ачасене юратать. Вӗсене тӗрлӗ уявсенче юрӑ-ташӑ, сăвăсем вĕрентет. Ачасемпе пĕрле тӗрлӗрен ал ĕçĕсем тăвать. Анне каланă тăрăх, вӗрентекен ӗҫӗ кашни кун тӗрлӗ, пӗр пек кунсем пулмаҫҫӗ. Ăна ачасен ашшӗ-амӑшӗсем те хисеплеҫҫӗ.

Хаклă çыннăмăр аппапа иксӗмӗре те яланах уроксем тума пулӑшатчӗ, кирлине ӑнлантарса паратчӗ. Вăл хытӑрах та калама пултарать, апла пулсан та аннене ҫилленсе пулмасть. Шӳтлет, кулать, вылять пирӗнпе. Çавăн пекех манăн анне тимлĕ кукамай та – мӑнукӗпе пĕр-пĕрне питӗ килӗштереҫҫӗ вӗсем.

Тĕп ĕҫĕсӗр пуҫне çывăх çыннăмăр общество ӗҫне те нумай хутшăнать. Вăл – Ҫтерлӗ хулинчи чӑваш наципе культура автономи председателĕн ҫумӗ, тӗрлӗ ыйтусемпе ӗҫлет, мероприятисем те унсӑр иртмеҫҫӗ. Ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлекенскере такам та пӗлет, паллать. Çавăн пекех анне 2004 ҫултанпа республикӑра тухса тӑракан пӗртен-пӗр «Урал сасси» чӑваш хаҫачӗн штатра тӑман корреспонденчӗ те. Хулари, ҫывӑх ялсенчи паллӑ ҫынсем, пулӑмсем ҫинчен пӗлтерсех тӑрать. Пӗрре мар тĕрлĕ шайри Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.

Юратнă çыннăмăр çуллахи вӑхӑтра, отпускра пӗрре те килте лармасть. Аннен хобби темелле-ши? Ҫул ҫӳреве юратать, хӑйпе пӗрле ҫынсем пуҫтарса илсе каять. Ирпе кайса каҫпа килмелли турсем, икӗ каç выртмаллисем. Çуллахи вӑхӑтра Чӑваш Ене, шурӑ Шупашкара, туристсемпе темиҫе те кайса килеҫҫӗ. Эпӗ шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех аннепе Шуратӑл тӑрӑх та ишнӗ, тӗрлӗ турсене ҫӳреттӗмччӗ. Кӑҫал та октябрь уйӑхӗнче Йошкар-Ола – Кĕçĕн Сундырь – Шупашкар – Свияжск маршрутпа кайса килтӗмӗр. Питӗ кӑмӑллӑ, савӑнӑҫлӑ туристсем пуҫтарӑнчӗҫ, ҫул тӑршшӗпе юрласа, шӳтлесе кайса, ҫул вӑрӑмми те сисӗнмерӗ.

Манӑн анне апата çав тери тутлă пĕçерет. Канмалли кунсенче эпӗ те ăна апат хатӗрлеме пулăшатăп. Аппан ҫемйипе тӗл пулса, тутлӑ апатпа сӑйланса ӑшшӑн калаҫса ларасси пирĕн йăлана кĕнĕ.

Эпӗ аннене питĕ юрататӑп, вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп. Вӑл аппапа маншӑн лайӑх анне, мӑнукӗшӗн вашават кукамай, аппӑшӗ, шӑллӗпе йӑмӑкӗсемшӗн лайӑх пӗртӑван, тӑванӗсемпе пӗр чӗлхеллӗ пулнишӗн савӑнатӑп. Манӑн та анне пекех тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулас килет.


Алексей МАРКИН, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн 1 курс студенчĕ.
Çтерлĕ хули.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас