

Икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ, виççĕмĕш совет космонавчĕ Андриян Николаев 1929 ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чăваш Республикинчи Шуршăл ялĕнчи хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕ – районта йĕркеленнĕ 1-мĕш колхозра лаша кĕтӳçи, амăшĕ ĕне ферминче сĕт сăвакан пулса ĕçленĕ. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе тÿр килнĕрен, арçын ача ĕçпе пиçĕхсе, нимĕнле йывăрлăха парăнмалла маррине ăнланса çитĕннĕ.
Андриян ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсен фельдшер пулма ӗмӗтленнӗ, анчах асăннă профессие алла илме шăпа пÿрмен. 1944 ҫулта вăл аслӑ пиччӗшӗ пурӑнакан Сĕнтĕрвăрри хулине кайнӑ, вӑрман техникумне вӗренме кӗнӗ. Çапла Шуршăл каччи виçĕ çул хушши кашни кун 30 çухрăма яхăн çуран утнă. 1944 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче пулас космонавтăн ашшӗ вилнĕ. Çак хуйхă амăшне самантрах ватăлтарнă. Ачисем Анна Алексеевнӑна килти пур ĕçре те пулăшнă, анчах вӗренме пӑрахман.
1947 çулта техникумран вĕренсе тухнă Андрияна Ҫурçĕр Карелине «Южнокареллес» вăрман промышленность хуçалăхне янă, унта çамрăк каччă виçĕ çул ĕçленӗ. 1950 çултанпа вăл Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. 1954 çулта Фрунзери çар авиаци училищине пĕтерсен Мускав çар округĕн сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен чаçĕнче истребитель-летчик пулнă. 1960 çулта Ю.А. Гагаринпа, Г.С. Титовпа тата ыттисемпе пĕрле А.Г. Николаева космонавтсен ушкăнне илнĕ.
1962 çулхи август уйăхĕнче космоса парăнтарас енĕпе çĕнĕ тапхăра палăртакан паттăрла тата нумай вăхăта тăсăлакан вĕçеве ушкăнпа тухнă. «Восток-3» спутник-карапа чӑваш ҫынни Андриян Николаев тытса пынӑ. Летчик-космонавт 4 талӑкра ҫӗр чӑмӑрӗ тавра 64 хутчен ҫаврӑннӑ. Николаевпа пӗр вӑхӑтрах, тепĕр талăкран, «Восток-4» караппа Павел Попович вӗҫнӗ. Ҫакӑ ушкӑнлӑ пӗрремӗш вӗҫев шутланнӑ. Унсӑр пуҫне Андриян Николаев космосра чи нумай вӑхӑт пулассипе рекорд кӑтартнӑ тата вӑл пуçласа креслӑран вӗҫерӗнсе карапра хӑй тӗллӗн вӗҫнӗ.
1970 çулхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче Виталий Севастьянов космонавтпа пĕрле чăваш паттăрĕ иккĕмĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçсе хăпарнă. Вĕçев 18 талăка тăсăлнă. Иккĕмĕш вĕçев хыççăн вăл пысăк отчетсем çырнă, диссертаци хатĕрлесе техника наукисен кандидачĕ ăслăлăх степеньне тивĕçнĕ.
Андриян Николаев пурăннă чухнех легенда пулса тăнă. Карапсем, урамсем, икĕ шкул, Шупашкар хулинчи ача-пăча паркĕ, музейсем унăн ячĕпе хисепленсе тăраççĕ. Уйăх çинчи кратера (тарăнлатнă лакăм вырăн) та унăн ятне панă. Вăл – «Встретимся на орбите», «Космос – дорога без конца», «Притяжение земли» кĕнекесен авторĕ.
Андриян Григорьевичăн чĕри 2004 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта тапма чарăннă. «Чăваш улăпĕ» тăван ялĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Чăваш кăйкăрĕн вил тăприйĕ çине Андриян тата Наталия çветтуй хĕн асап куракансен ячĕсемпе хисепленекен часавай вырнаçтарнă. Унăн шалти стенисем çине А.Г. Николаевăн юлашки кĕнекинчи сăмахĕсене çырнă: «Мана час-часах тăван Шуршăлпа унăн çăлтăрĕсем тĕлĕке кĕреççĕ…».
Ырă ĕçĕсем ăна чăннипех те вилĕмсĕр тăваççĕ. Эпир Андриян Николаев космонавт чăваш пулнишĕн сăвăнатпăр, унăн ячĕпе мăнаçланатпăр.
Елизавета ФЕДОРОВА, 11 класс вĕренекенĕ.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.