Пур хыпар та
Вăрçă ачисем
7 Майӑн 2019, 14:01

Эпир курнине ыттисем ан курччăр

Вăрçă... Çак тискер те çухатупа тулнă кунсене тÿссе ирттернĕ çынсемшĕн питĕ хăрушă сăмах. 1941 çулхи июнь уйăхне халĕ те астăватăп-ха. Ирхине ял çийĕн нумай-нумай самолет вĕçсе иртрĕ. Ман ăрури çынсем‚ 90 çула çитсе пыраканнисем‚ çак куна манман. Мĕншĕн тесен Пушкăртстан çийĕн самолетсем вĕçĕ-хĕррисĕр вĕçнине вĕсем курнах. Вăрçă пуçланни çинчен никам та, ним те илтмен. Çак хăрушă хыпара эпир Слакпуçĕнчен таврăннă çамрăксенчен пĕлтĕмĕр. Вĕсем Глуховскойпа Слакпуç хушшинче шоссе çулĕ тунă пулнă. Çав вăхăтра радиопа телефон пулман.

Çынсем сехĕрленсе ÿкрĕç‚ пурте макăраççĕ... Часах район военкоматĕнчен çар çыннисем килсе çитрĕç. Вĕсем арçынсене вăрçа илсе кайма килнĕ иккен. Пирĕн аслă пичче Федор 1940 çултах салтак аттине тăхăннăччĕ. Вăл 1942 çулта Ленинград фронтĕнче хыпарсăр çухалчĕ. Атте вара 1942 çулта вăрçа тухса кайрĕ‚ анчах тепĕр çултан Мускав çывăхĕнчи çапăçура пуçне хучĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлес тесе кашни кун арçынсем фронта тухса каятчĕç. Ялта ватă çынсемпе хĕрарăмсем çеç тăрса юлчĕç. Колхозпа ял Канашĕн председателĕсем, бригадирсем пурте хĕрарăмсемччĕ. Хирте те‚ фермăра та‚ лаша витинче те вĕсемех вăй хуратчĕç. Ачисем те амăшĕсенчен юлмастчĕç‚ ĕçе кÿленетчĕç. Ватăсем те алă усса ларман. Вĕсем ыттисем пекех вăй çитнĕ таран уй-хирте‚ йĕтем çинче ĕçлетчĕç: тĕш тырăсене çумлатчĕç‚ çĕр улми лартса пăхса ÿстеретчĕç.
Вăрçă ачисене пурнăç ачашласа ÿстермен. Йывăр вăхăт тĕлне килнĕ ачалăха пула ачасен тумĕсем питĕ начарччĕ. Пăхма та хăрушă. Пир кĕпесем‚ урасенче çăпатасем‚ хĕр ачасен пуçĕсенче çитсă тутăрсем. Çав çул шкулта занятисем вăхăтлă пуçланмарĕç‚ октябрь уйăхĕнче çеç шкул алăкĕ уçăлчĕ. Унччен ачасем аслисемпе пĕр тан пилĕк авнă. Арçын ачасем лашасемпе çĕр сухалатчĕç‚ йĕтем çине тырă турттаратчĕç. Кĕр кунĕсенче учительсем ачасемпе пĕрле пучахсем пухма тухатчĕç‚ кĕлтесем çыхатчĕç.
Шкулти сивĕ классене ăшăтма вутпа кăмака хутатчĕç. Çырма тетрадьсем пулманнипе кивĕ кĕнекесен страницисем çинче çыраттăмăр. Чернилне вара керосин лампин хутăшĕнчен е юман хуппинчен тунă. Пурте лайăх вĕренме тăрăшнă. Вĕрентекенсем кашни кун вăрçă хыпарĕсене пĕлтеретчĕç (вĕсем хаçат вуланă). Кашни ачан шкула çÿремелли хутаçĕнче вĕренмелли хатĕр-хĕтĕрсем хушшинче улма крахмалĕнчен пĕçернĕ пашалусем пурри асра. Аслисене ĕçре‚ кил-çуртра пулăшнисĕр пуçне эпир урамра выляма‚ вăрманта çырлапа кăмпа пуçтарма‚ мăйăр татма та вăхăт тупнă. Пирĕн Кайраклă ялĕ лайăх вырăнта вырнаçнă. Йĕри-тавра вăрмансем‚ сăртсем. Вăрçă çулĕсенчи хĕлсем питĕ сивĕ пулатчĕç. Çу кунĕсем вара тухăçпа савăнтаратчĕç. Çĕр улми лайăх ÿсетчĕ. Ял çыннисем пахча çимĕç çитĕнтеретчĕç‚ выльăх тытатчĕç. Çынсем палăртнă йĕрке тăрăх патшалăха сĕт-çу‚ çăм паратчĕç‚ фронт валли çĕр улми типĕтетчĕç (çĕр улмине салма пек касса типĕтнĕ - авт.). Халăх йывăр та нушаллă лару-тăрăва пăхмасăр питĕ туслăччĕ. Ĕç вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе вăрçăшса курман. Кашниех фронт пирки шухăшланă‚ калаçура та ун çинченех сăмах пынă. Час-часах кам та пулсан фронтра вилнине пӗлтерекен çырусем килетчĕç‚ ун чухне те хуйха пĕрле пухăнса пусарнă. Колхоз ĕçне кăна мар‚ килти ĕçе тунă чухне те пĕр-пĕрне пулăшнă. Ушкăнпа ĕçлеме те çăмăлрах пулнă.
Малалли хаçатăн 19№.
Галина АЛЕКСЕЕВА, тыл ĕçченĕ.
Элшей районĕ - Пелепей хули.
Читайте нас: