Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вăрçă ачисем
27 Кӑрлач , 10:00

Ленинград блокадине аркатнăранпа – 80 çул

Паян, январь уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Ленинград хулине вутлă ункăран хăтарнăранпа 80 çул çитрĕ. Выçлăх, нуша, чир-чĕр серепи, тискер тăшман чунсăрлăхĕ… Юнлă вăрçă никама та шеллемен. Пин-пин çын пурнăçĕ татăлнă. Пин-пин ача хаваслă ачалăхсăр тăрса юлнă…

Ленинград блокадине аркатнăранпа – 80 çул
Ленинград блокадине аркатнăранпа – 80 çул

2023 çулăн кăтартăвĕсене шута илсен, паянхи кун Раççейре тата унăн тулашĕнче 61 пин блокадник пурăнать. Чи çамрăккисем 79 çулта пулсан, чи асли – 109 çулта.

Ленинград блокадине лекнĕ 58 пин те 734 çынран 80% хĕрарăмсем. Раççей Федерацийĕн тулашĕнче вара 1 пин те 83 çын тымар янă. «Блокадăллă Ленинград çынни» хисеплĕ палла тивĕçнисемсĕр пуçне 2023 çул тĕлне 1 пин те 423 çынна «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă. Вĕсем пурте Ленинград хулине хÿтĕленĕ.

Блокадниксем çĕршывăн 83 регионĕнче пурăнаççĕ. Ытларах пайĕ Санкт-Петербург хулинче (50 пин те 64 çын), Мускавра (1 пин 615), Ленинградпа Мускав облаçĕсенче (850 тата 664). Чикĕ леш енче тымар янисене шута илсен, Германире – 398 çын, Израильте – 236, Эстонире – 161 тата Латвинче – 128.

Ленинград блокадине лекнисенчен 20 пинĕшĕ –  79-84 çулсенче, 30 пинĕшĕ – 85-90 çулсенче, 8,5 пинĕшĕ – 91-95 çулсенче. Тăхăр вун пилĕк çултан вара 1 пин те 577 çын иртнĕ.

Паллах, çулталăк хушшинче çак кăтартусем сисĕнмелле улшăннă, вутлă ункăра пурăннисен шучĕ самаях чакнă.       

Ленинград блокадине аркатнăранпа – 80 çул
Ленинград блокадине аркатнăранпа – 80 çул
Ленинград блокадине аркатнăранпа – 80 çул
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: