Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вăрçă ачисем
19 Июнӗн , 10:40

Ĕçе хăнăхнă çыннăн алли ĕç патнех туртăнать

Авăркас районĕнчи Меселпуçĕнче пурăнакан Анастасия Александровнан пурнăçĕ – çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх.

Ĕçе хăнăхнă çыннăн алли  ĕç патнех туртăнать
Ĕçе хăнăхнă çыннăн алли ĕç патнех туртăнать

Вăрçă çулĕсенче çуралнисене ытла та йывăр шăпа пÿрнĕ. Выçлăхне те, терт-нушине те самаях курма тивнĕ вĕсен. Вăрçă ачисем кашни йывăрлăх витĕр чăтăмлăхпа, шанăçпа тухса паянхи кун та пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ.
Меселпуç ял хутлăх администрацийĕн социаллă сетĕнчи страницинче пĕлтернĕ тăрăх, июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче пурăнакан хисеплĕ ватăсенчен пĕри, Анастасия Александровна Алексеева, хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тунă. Анастасия Александровнăна илемлĕ датăпа ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ирина Александрова, «Мичурин» ООО ятĕнчен Людмила Александрова, ачисемпе мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем, тăванĕсемпе пĕр ял çыннисем саламланă.
Анастасия Александровна 1939 çулхи июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Меселпуç ялĕнче çуралнă. Хĕр ача икĕ çулта чухне ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă. Хăй ÿсĕмĕпе ялти шкула вĕренме кайнă. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Мичурин ячĕллĕ колхозра ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ çулсенче пахчаçă, фермăра ĕне сăвакан пулса тăрăшнă.
1960 çулта Василий Алексеева качча тухнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ тăватă ачана, пĕр хĕрпе виçĕ ывăла, пурнăç парса ура çине тăратнă. Паянхи кун юбилярăн пысăк çемье, ăна пилĕк мăнук тата тăхăр кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ.
Шел, йывăр чире пула Василий Иванович 1992 çулта пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă.
Анастасия Александровна – питĕ ырă кăмăллă та ĕçчен çын, вăл яланах пысăк хуçалăх тытса пынă. Халĕ те кинемей çулĕсене пăхмасăр паттăр та правур. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех ĕçлесе пурăннăскер пушă вăхăта ахаль ирттермест, алă ĕçĕ тăвать, чечексем ĕрчетет. Унăн пурнăçĕ çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.

Ĕçе хăнăхнă çыннăн алли  ĕç патнех туртăнать
Ĕçе хăнăхнă çыннăн алли  ĕç патнех туртăнать
Ĕçе хăнăхнă çыннăн алли  ĕç патнех туртăнать
Ĕçе хăнăхнă çыннăн алли ĕç патнех туртăнать
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: