

Евгения Петровна питĕ ĕçчен те пултаруллă, илемлĕ хĕрарăм пулнă. Вăл балалайка каланă, уçă сассипе юрăсем юрланă. Ялта ун пек хулăн çивĕт урăх никамăн та пулман. Кукамай питĕ ăста тĕрленĕ, хăйне илемлĕ тум çĕлесе тăхăннă. Евгения икĕ çул аслăрах пулнине пăхмасăр Иван Кленов илемлĕ хĕре тÿрех юратса пăрахнă, 18 çулта пысăк юратупа авланнă. Евгения ун чухне 21 çулта пулнă. Анчах кăшт вăхăтран Иван виçĕ çуллăха салтака кайнă, тепĕр çур çултан вĕсен Юлия хĕрĕ çуралнă.
1938 çулта Иван салтакран таврăннă, вăл колхоз председателĕ, Елена ĕне сăвакан пулса ĕçленĕ. Часах Галина тата Елена хĕрĕсем çут тĕнчене килнĕ. Çемье ашшĕпе амăшĕн çуртĕнче, Туймазă районĕнчи Дарвино ялĕн вĕçĕнче, вăрман хĕрринчи çуртра пурăннă. Юлийăна çемьере асли пулнăран йăмăкĕсене пăхма тÿр килнĕ. Кленовсем пысăк пÿрт хăпартма палăртнă. Иван ултă кĕтеслĕ çурт валли пура хатĕрленĕ, тăррине улăм витнĕ, анчах пÿртне туса пĕтереймен.
Часах яла хăрушă хыпар çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ун чухне Юлия 5 çул çурăра пулнă. Ашшĕне çара чĕнсе илнĕ. Хуçалăхри пур ĕç те амăшĕн хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Доярка пулса ĕçлекен Евгения Петровна фермăран тухман та темелле. Юлийăна мĕн пĕчĕкренех йывăр ĕç мĕн иккенне пĕлсе ÿсме тÿр килнĕ. Вăрçă пуçланнă хыççăн хăйĕн ачалăхĕ вĕçленнине вăл лайăх ăнланнă.
1941 çулта çар комиссариатĕнчен çыру килнĕ, унта ашшĕ Иван Николаевич Кленов салтак хыпарсăр çухални пирки пĕлтернĕ.
Юля ватă асламăшне хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнă. Шел пулин те, асламăшĕ 1945 çулта, Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илеймесĕрех, пурнăçран уйрăлса кайнă.
Вăрçă пиншер ачана хутла вĕренме май паман. Çавăнпа та Юля 9 çул тултарсан çеç Дарвинăри тăватă класлă шкул парти хушшине ларнă, 5-мĕш класа Тÿртÿллĕри шкула кайнă, унта 7 класс вĕренсе тухнă. Хĕр ачана пуринчен ытларах математика, рисовани тата пени урокĕсем кăмăла кайнă. Вăл вăхăтра тетрадьсем, ручка-кăранташсем пулман. Хут татăкĕсем, хаçат, кивĕ кĕнекесем çинче перопа тата чернилпа, хăрăмпа çырнă. Пĕтĕм класс валли пĕр учебник, вăл учительре пулнă. Шкула çÿреме Юля валли ятарласа çăпата явнă, пылчăклă çанталăкра ура ан варалантăр тесе тĕпне 10 см çÿллĕш шакмак çыпăçтарнă. Вĕренме çуран çÿренĕ, Тÿртÿллĕпе Дарвино ялĕсем хушши 6 çухрăмпа танлашнă. Юля пушă вăхăтра ÿкерме тата юрлама юратнă. Çав чун киленĕвĕ унра ĕмĕр тăршшĕпех упранса юлнă. Пурнăçĕ йывăр пулсан та хăй валли, ачисем валли тата уявсенче юрланă. Амăшĕ ăна çĕлеме, тĕрлеме, çыхма, пÿлĕмри чечексене ÿстерме вĕрентнĕ. Хĕрĕн гардеробĕнче амăшĕ тĕрлĕ сăлтавпа тăхăнма тесе çĕленĕ вунă ытла илемлĕ кĕпе пулнă. Пĕррехинче, Çимĕк кунĕ, ачасем урамра вылянă. Сасартăк темскер кĕмсĕртетни илтĕнсе кайнă. Çак самантра ăшă ан тухтăр тесе тĕрлĕ япаласемпе витнĕ пÿрт маччи ишĕлсе аннă. Тусан çĕкленнĕ. Çемье çурт-йĕрсĕр тăрса юлнă. Колхоз ашшĕ вăрçăчченех хăпартма пуçланă çурта туса пĕтерме пулăшнă.
Çичĕ класс хыççăн 17 çулхи Юля колхозра сысна пăхма пуçланă. Вăл хăйĕн амăшĕшĕн ĕçленĕ. Вун сакăр çул тултарсан çеç хăйшĕн ĕçлеме пуçланă. Ун чухне пурте ĕç кунĕшĕн çеç тăрăшнă. Кĕркунне вара кашни ĕç кунĕшĕн колхоз 200 грамм тырă панă. Уйăхне ултă килограмм пуçтарăннă. Каçсерен çамрăксем вăййа тухнă, юрăсем юрласа йăпаннă. Юлийăпа йăмăкĕсен ун пек çÿреме пушă вăхăчĕсем те, майĕ те пулман. Тантăшĕсен ашшĕсем килĕсене таврăннă, килти ĕçĕсене хăйсем пурнăçланă.
1959 çулхи январь уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Турă çуралнă кун, 23 çулхи Юлия кÿршĕ Паскай ялĕнчи Валерий Антипова качча тухнă. Çамрăксем икĕ çул хушши Паскай ялĕнче, Валерăн ашшĕпе амăшĕн, Николай Константинович Антиповпа Марфа Прокопьевна Прокопьеван, килĕнче пурăннă. Унта та хăйсен ялĕнчи пек фермăра, хирте мăкăнь тата пăрçа çумланă çĕрте ĕçленĕ, утă çулнă, çĕр улми чавнă. Çамрăксен ĕç укçине Валерăн ашшĕ илсе пынă.
1960 çулхи апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнче Юлия Ивановна мăшăрĕпе пĕрле хăйсен тăван ялне, Дарвинăна, таврăннă. Вĕсем пĕрле колхоз пăрăвĕсене кĕтнĕ. Кĕркунне Алевтина хĕрĕ çут тĕнчене килнĕ. Çавăн хыççăн хĕрарăм ултă уйăх утайман. Пÿртре çеç аран-аран ĕçлесе çÿренĕ. Çемье пÿрт хăпартма пуçланă. Ун валли ялăн тепĕр вĕçĕнче çĕр лаптăкĕ, шурлăхлă вырăнти хура тăпраллă вырăн, туяннă. Йывăçĕсене касса пуралăх пĕренесем тунă. Вырăнти Иван Савельев лесник ыйтнипе ял хĕрарăмĕсемпе пĕрле çурта хирĕç хыр лартнă. Мăшăрĕ хыр хунавĕсене пăхса, асăрхаса тăнă. 1962 çулхи февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче Анатолий ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ. Çав çулах ноябрь уйăхĕнче пилĕк стеналлă çĕнĕ пÿрте куçнă.
Çĕнĕ çуртра Александр ывăлĕ çуралнă. Юлийăпа Валерий ачасене çав тери юратнă, çавăнпа та тăватăмĕш ачана кун çути кăтартма ĕмĕтленнĕ. Çапла 1964 çулхи декабрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче кĕтнĕ ачи, Людмила хĕрĕ, çуралнă. Çав çул хĕлле питĕ сивĕ килнĕ. Çуртăн коридорĕ пулман. Хĕр ачи шăнса ÿпке шыççипе чирленĕ те 1965 çулхи январь уйăхĕнче вилнĕ. Валерий çав тери куляннă
1967 çулхи кĕркунне Галина, каярах Зоя (1972 ç.) тата Олег (1974 ç.) çуралнă. Ачисем çитĕнсен тĕпренчĕкĕсене, мăнукĕсене килсе çÿреме тесе пысăк та хăтлă çурт лартма шутланă. Мĕншĕн тесен çак вăхăт тĕлне аслă хĕрĕ Алевтина Чăваш Улкан ялĕнчи Валерий Никифорова качча тухнă, çемьере пĕрремĕш туй туса ирттернĕ. 1981 çулта мăнукĕ çуралнă. Вăл пĕр çултан пуçласа мĕн шкул пĕтериччен кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пурăннă. Часах ывăлĕсене пĕрин хыççăн теприне салтак атти тăхăнма вăхăт çитнĕ. Пĕри Иркутск облаçĕнче, тепри Эстонире хĕсметре тăнă. Амăшĕн чĕри ыратнă, вăл ачисем хăвăртрах таврăнасса кĕтнĕ.
Çав çулсенче Юлия Ивановнăна та, Валерий Николаевича та нумай ĕçлеме тÿр килнĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пилĕк çул хушшинче виçĕ туй туса ирттернĕ, çуртне туса пĕтерсе çĕнĕ пÿрте куçнă, Галина хĕрне аслă пĕлÿ илме пулăшнă.
Ĕç йывăр тата нумай пулнине пăхмасăр ялти çынсем туслă пурăннă, уявсенче савăнма та вăхăт тупнă. Юлийăпа Валерий питĕ илемлĕ юрланă – çемье уявĕсенче, сабантуйра, ĕçленĕ чух чуна кантармалла.
Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть, виçĕ ывăлĕ те Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене пурнăçласа килĕсене таврăннă. Ултă ачи те çемье çавăрнă, Туймазă хулипе Шаран салинче пурăнаççĕ.
Юлия Ивановнăпа Валерий Николаевич ачисемпе тата мăнукĕсемпе пĕрле ылтăн туйне паллă турĕç. Пĕрле 55 çул пурăннă хыççăн атте пĕр кĕтмен çĕртен чирлесе ÿкнĕ хыççăн пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Пирĕншĕн çакă пысăк çухату пулчĕ.
Анне пĕччен тăрса юлчĕ. Çывăх çыннине çухатма çав тери йывăр пулсан та вăл пуç усмарĕ. Мĕншĕн тесен ачисем, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем ун патне килсех çÿреççĕ. Уявсенче, канмалли кунсенче атте-аннен пысăк çуртĕнче пуçтарăнатпăр та калаçса ларатпăр, анне пĕçернĕ тутлă яшкана, кăпăшка кукăльсене çиетпĕр. Вăл питĕ тутлă хатĕрлет, пире пурне те чăтăмсăррăн кĕтет. Тĕл пулнă чухне пурне те ыталаса илсе чуп тăвать. Çывăх çыннăмăр çăкăра питĕ тутлă пĕçерет. Каçсерен эпир вăл шăрантаракан авалхи чăваш юррисене виçĕ чĕлхепе – чăвашла, вырăсла тата тутарла – итлетпĕр.
Халĕ Юлия Ивановнăна ултă ачи, 13 мăнукĕ, 26 кĕçĕн мăнукĕ тата 14 кинĕпе кĕрÿшĕ савăнтараççĕ. Вăрçă ачине, РФ Ĕç ветеранне «Ача амăш мухтавĕ» 1,2 степеньлĕ медальсемпе наградăланă, Хисеп хучĕсем те чылай.
Анне тĕлĕнмелле ăс-тăнĕпе уйрăлса тăрать, вăл халĕ те пурне те лайăх ас тăвать, куçĕ те çивĕч. 90 çулта пулсан та хăй шкулта вĕреннĕ чухнехи сăвăсене пуçра тытать. Вăл сывлăхпа йывăрлăхсем çине ÿпкелешмест. Йывăрлăхсем пирки каласан, вĕсем унăн пурнăçĕнче самаях пулнă. Мĕн ачаранах çитмен пурнăçпа пурăннă пулсан та ним çукшăнах кулянмасть, пуррине хаклама пĕлет, ачисене, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене юратать. Юратнă çыннăмăр пысăк та çутă, хăтлă пÿртре, Дарвино ялĕнче пурăнать. Çулла пысăк пахчапа пан улми садĕнче ĕçлет. Унта ырă шăршăллă улмуççисем, хăмла çырлисемпе хурлăхан тĕмĕсем хăйсен çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Кĕркунне анне варени вĕретет, хăяр тăварлать. Пахча çимĕçпе улми-çырли хăйне çеç мар, Туймазă хулинче хваттерсенче пурăнакан мăнукĕсемпе ачисем валли те çитет.
Пирĕн анне – Раççей Федерацийĕн хастар гражданинĕ. 2025 çулта пирĕнпе пĕрле «Ку пирĕн çемьери» («Это у нас семейное») конкурса хутшăнчĕ. Эпир унпа мăнаçланатпăр, унран тĕслĕх илетпĕр.
Хĕлле хаклă çыннăмăр манпа пĕрле Шаран салинче пурăнать. Эпĕ ăна ырă чĕришĕн, пире мĕн çуралнăранпах юратса пăхнăшăн чунтан тав тăватăп. Эпир унăн ăшшине, тимлĕхне яланах туйса тăратпăр. Аннене çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Пирĕн тăван килте нумай-нумай çул хушши тин кăмакаран кăларнă çăкăр, вĕтĕ кукăль шăрши килсе тăтăр, эпир çуралса ÿснĕ çуртра ăшă та хăтлă пултăр.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.
Ырă сунса та юратса Галина ШАВАЛЕЕВА хĕрĕ.
Туймазă районĕ, Дарвино ялĕ.