

1941 çулта фашистсем пирĕн çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕни халăха калама çук тарăхтарнă. Тăнăç пурнăçпа пурăннă çынсем тăшмана хирĕç çĕкленнĕ, тылри çынсем хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Тăватă çула яхăн кĕрленĕ çак хаяр вăрçă. Тĕнче историйĕшĕн тăватă çул кĕске самант кăна, анчах та этемлĕх историйĕшĕн нихçан асран тухми вăхăт шутланать.
Фашистсем пирĕн çĕршыври чылай ял-хулана аркатнă, çунтара-çунтара янă. Вăрçă пирĕн Тăван çĕршывăмăрăн çирĕм çичĕ миллион ытла çын пурнăçне татнă, анчах пирĕн халăх йывăрлăхран хăрамасăр тăшмана çĕнтернĕ, нихçан манăçми паттăрлăх кăтартнă, пĕтĕм тĕнче халăхне чуралăхран хăтарса хăварнă.
Манăн ватă асатте те вăрçă хирĕнче çапăçнă. Акă, мĕн каласа пачĕ мана ватă асанне: «Вăрçă пуçланнă чух эпĕ вуннă тултарнăччĕ. Шăмат кун, июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Пишпÿлекре Акатуй иртрĕ. Кунĕпе Акатуйĕнче çÿренĕ халăх мунча кĕрсе тухнă хыççăн тарăн ыйха путрĕ. Тепĕр кун ирхине, июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче, нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăнни çинчен пĕлтерчĕç. Ялтан чылай арçынна фронта илсе кайрĕç.
Кĕркунне манăн тăваттăмĕш класа каймаллаччĕ, анчах кĕрхи ĕçсене пула шкула вăхăтлăха пăрахма тиврĕ. Мĕншĕн тесен кĕрхи тырă, çĕр улми пуçтарнă çĕрте ĕçлемеллеччĕ.
1942 çулта аттене вăрçа илсе кайрĕç. Вăл Сталинград патĕнчи çапăçăва лекрĕ. Кашни уйăхра тенĕ пекех атте киле çыру яратчĕ. Юлашки çырăвне ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче илтĕмĕр. Унта çапла çырса пĕлтернĕччĕ вăл:«Аван-и, сывă-и, юратнă мăшăрăм, ачамсем? Ман сире пурне те курса çупăрлас килет, анчах май çук...Канма тухмаллаччĕ, анчах кăлармарĕç...Салтаксем пĕтсе çитнĕ. Тăшман хирет çеç. Кашни атака пирĕншĕн юлашки пулма пултарать. Вăй та пĕтсе çитрĕ, ура çинче сулкаланса тăра пуçларăмăр...Эсир мана нихăçан та ан манăр! Килте стена çумĕнче ман пиçиххи çакăнса тăрать. Эп вилсен эсир ăна пуçтарса хурăр. Ÿссен, çав пиçиххи çине пăхсан сирĕн те аçăр пулни çинчен астăвăр...» Икĕ эрнерен тата тепĕр çыру килчĕ. Унта çапла çырнăччĕ: «Осипов Михаил Васильевич погиб смертью храбрых в бою за Сталинград. Похоронен в Братской могиле в селе Спартаковка». Çак хăрушă хыпара аннене хирте пĕлтернĕ. Киле ăна икĕ хĕрарăм çавăтса килчĕç. Çĕрĕпе куç хупмарĕ анне, çемйипе ĕсĕклесе макăрни те пулнă, çапах та эпир Çĕнтерÿ çитессе шаннă. Эпир хальхи çамрăксем пек алă усса ларман, ĕçленĕ, йывăр пулнă, чăтнă, ачам. Манăн аннене тăлăха юлнă пилĕк ачана тăрантма çăмăл пулман. Кашни килĕрех вăрçă темиçе çын пурнăçне татрĕ. Нихăçан та ан пултăрччĕ ун пек хаяр вăрçă!» - вĕçлерĕ ватă асанне хăйĕн сăмахне пичĕ çинчен куççульне шăлса.
Асанне каласа панă хыççăн ман куç умне вăрçă хаярлăхĕ тухса тăчĕ. Кирлĕ мар пире вăрçă! Ман ватă асанне пек аттесĕр юлас килмест.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăшмана аркатнăранпа 80 çул иртрĕ. Кашни çул эпир çак Çĕнтерÿ кунне пĕтĕм халăхăн чаплă уявĕ вырăнне хурса палăртатпăр. Вăрçăра тăшмансене хирĕç хăюллă çапăçнă паттăрсене, тылра хастар ĕçленĕ çынсене эпир чун-чĕререн тав туса асăнатпăр. Вĕсен паттăр ĕçĕсем пирĕн асра яланах упранĕç.
Ксения ИЛЬМУРЗИНА,
Пишпÿлекри 3№ шкулăн 7А класра вĕренекенĕ.