Урал сасси
+15 °С
Ясно
Вăрçă ачисем
9 Мая , 07:00

Турă çырнинчен иртейместĕн

Пирĕн ялти Елена Виноградован ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иртнĕ. Вăл 1939 çулта çуралнă. Акă, мĕн каласа пачĕ пире кинемей иртнине аса илсе.

Турă çырнинчен иртейместĕнТурă çырнинчен иртейместĕн
Турă çырнинчен иртейместĕн

– Эпĕ пĕчĕклех аттесĕр тăрса юлтăм. Вăрçă хирĕнчен киле таврăнаймарĕ вăл. Аннепе кашни кун кĕтеттĕмĕр ăна, кĕтсе илеймерĕмĕр.
1943 çулта, эпĕ тăваттăра чухне, Витали пичче вилчĕ. Хĕллехи пĕр хĕвеллĕ ăшă кун иккĕмĕш класс ачисем йĕлтĕрпе ярăнма тухнă. Çÿллĕ сăртран хăвăрт шуса аннине пула пичче çырана пуçĕпе питĕ хытă пырса тăрăннă. Малтан пуçĕ ыратса çÿренĕ, кайран ыратни хăлхи çине куçнă. Хытах аманнă пуль çав. Вăрçă вăхăчĕ. Больница таврашĕ те пулнă, те çук. Пулсассăн та, тен, анне вăхăт та çитереймен пуль аякри çула тухма. Эпĕ те пĕчĕккĕ вĕт ĕнтĕ. Тепĕр вун икĕ кунтан пичче вилчĕ. Хам астумастăп, анне каласа панине халь сире каласа паратăп.

Хăй вилес умĕн пичче тĕлĕк курнă.Тĕлĕкех пулнă-ши? Пÿрте шап-шурă тумланнă икĕ арçын килсе кĕнĕ те сĕтел хушшине ларса темĕн çырма пуçланă.
– Ну, Витали, хатĕрлен, эпир сан хыççăн килтĕмĕр. Ку çуртпа сыв пуллашма тÿр килет санăн, – тенĕ вĕсенчен пĕри.
– Эсир мана илсе кайсан анне кампа юлать, ăна кам пăхать? Кам хуçалăхра пулăшать? – ыйтнă пичче.
– Ак çак шăпăрланĕпе пурăнĕ, çак пĕчĕк хĕрккеç пăхĕ сан аннÿне, – хуравланă вĕсем ман çине кăтартса.

Çав самантра анне тултан пÿрте кĕнĕ. Пичче, алăк сассипе ыйхăран вăраннă май, икĕ шурă мĕлке мачча хушăкĕнчен вĕçсе тухса кайнине курса юлнă. Аташнăран куçне курăннă-ши?
Пичче вилсен анне витене тухса чылайччен макăрнă.

«Ĕне мăйĕнчен тытăнса йĕнине ас тăватăп, кайран тăна çухатнă», – тесе каласа паратчĕ вăл. Шăп çав кун, çав самантра хапха алăкĕнчен ыйткалакан хĕрарăм икĕ ачипе пирĕн пата килсе кĕмен пулсан, кам пĕлет, тен, йывăр хуйха тÿсеймесĕр анне те пичче хыççăн кайнă пулĕччĕ-и? Тур амăш аннемĕр хăй мана хăр тăлăха юласран сыхласа хăварчĕ пуль. Атте çумра çук пулсан та анне ăшшине туйса ÿсрĕм.
Çав ютран килнĕ хĕрарăм уйăх тăршшĕпе аннене пăхса пурăнчĕ, ăна ура çине тăратрĕ. Эпĕ те ас тăватăп-ха ăна. Çÿллĕ кевтеллĕ хĕрарăмччĕ вăл.

Эх, анне чĕри! Мĕнле чăтнă-ши манăн аннен чĕри? Сакăр ача çуратса çиччĕшĕнпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашма Турă çырнă вĕт-ха ăна. Пĕр эпĕ халĕ мĕнпур аппасемпе пиччесемшĕн пурăнатăп пуль ĕнтĕ çак çĕр çинче.
Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăл пулмарĕç. Уйрăмах хĕл каçма питĕ йывăрччĕ. Сивĕ каçсенче çунтарма вутă çитместчĕ. Палеçĕксем (вăрман хуралçисене çапла калатчĕç вăл вăхăтра) питĕ кăра кăмăллăччĕ. Хăрăк турат та пуçтарттармастчĕç. Вăрманта ăнсăртран вĕсене тĕл пулсан пуçтарнă вутта çуни-мĕнĕпе пуртăпа вакласа тăкатчĕç.
Картари тирĕс вăл вăхăтра пахчана тăкăнман. Хĕл тăршшĕпе пухăннăскере çуркунне çитнĕ-çитмен урапа çăрма пуçлаканччĕ. Пысăках мар тăваткалсем («калăп» тетчĕç вĕсене) туса хĕвел çинче типĕтекенччĕ. Хĕлле вутă вырăнне ытларах çав калăпсене çунтараттăмăр.

Йывăр пулнă, паллах. Ялта пурăнакансенчен чылайăшĕн вутти-шанки те, çимелли апачĕ те çителĕксĕрччĕ. Эпĕ халĕ аннен чăтăмлăхĕпе тÿсĕмлĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Çав тери йывăр пулсан та пĕртен-пĕр ĕнине пĕтермерĕ вăл. Сĕчĕ-турăхĕ хамăра та, кÿршĕ-аршăсене те çитетчĕ. Выçă ларман эпир аннепе, ыйткаласа та çÿремен.
Пурнăç малалла шăвать, чупать, вĕçет... Пĕри çуралать, тепри вилет. Эпĕ те акă 86 çул тултартăм. Мăшăрăмпа виçĕ хĕр те пĕр ывăл ÿстерсе ура çине тăратрăмăр. Шел, ывăлăн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. 57 çул та тултараймарĕ, пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Уншăн нумай макăрнипе пуль куçсем те лайăх курми пулчĕç. Нимĕн те тăваймастăн, Турă çырнинчен иртейместĕн.
Мĕн каласшăн-ха эпĕ сире, хальхи çамрăксене? Аçăр-аннĕр чысне упрăр, мĕншĕн тесен аттепе аннерен хакли никам та çук çак çĕр çинче. Çакна яланах асра тытăр, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Елюк аппа.

Виктория ГЛУХОВА, Треппел шкулĕн 9 класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас