Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
18 Сентябрӗн 2019, 14:00

Çĕнĕ вĕренÿ пособийĕсем пичетленсе тухрĕç

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем кун çути курчĕç. Е.В. Енькка пĕлтĕр 2-мĕш тата 3-мĕш классенче вĕренекенсем валли тăван ен историне тата культурине тарăнрах пĕлме пулăшакан «Тăван ен» (“Родной край”) вĕренÿ пособийĕсем хатĕрленĕччĕ. Халĕ 1 класс валли çырнă вĕренÿ кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ăна Чăваш Республикин тата чăваш диаспорин пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче усă курма сĕннĕ. Пĕрремĕш хут шкула каякансем ку пособи пулăшнипе паянхи Чăваш Республикипе, чăваш халăхĕпе, чăвашсен авалхи пурнăçĕпе, ăс-хакăл еткерĕпе паллашĕç.

– Эпĕ хатĕрленĕ пособисенче «метопредмет» текен ăнлав тĕпре тăрать, – ăнлантарса парать çĕнĕ кăларăм авторĕ Елена Енькка. – Урăхла каласан, тăван ен культурине лайăх ăнланас тесен ытти предметсене тарăн вĕренмелле. Сăмахран, историе, математикăна, тăван чĕлхене тата литературăна та пĕлмелле. Кашни класра ачасем маларах шĕкĕлченĕ темăна тарăнрах та анлăрах тишкереççĕ. Темăсем хыççăн вĕренекенсем пĕлÿпе тĕрĕс усă курма пултарнине тĕрĕслеме тĕрлĕ ĕçсем пур.
Малтан шкулсенче тăван ен предмета тăваттăмĕш класран вĕренме пуçланă пулсан кăçалтан вара – пĕрремĕш класранах. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли «Тăван ен» вĕренÿ пособийĕсем хатĕр. Пурнăç улшăннине кура автор çĕнĕлĕхсене кĕртсех пырать.
- Хальхи вăхăтра эпĕ тăваттăмĕш класс валли хатĕрленĕ «Тăван ен» вĕренÿ пособине улшăнусем кĕртетĕп – вăл пичетленнĕренпе пурнăç самай аталаннă, – пĕлтерчĕ Елена Викторовна.
Унсăр пуçне чăваш шкулĕсем валли Н.Г. Иванова пухса хатĕрленĕ «Тăван литература. 5 класс» пичетленсе тухрĕ. Пĕтĕмпе унта вунă тема. «Тăван литература пуян та нумай енлĕ. Кĕнеке валли чăваш çыравçисен темăпа килĕшÿллĕ, чуна тыткăнлакан, сюжечĕпе кăсăк, илемлĕ чĕлхепе çырнă, алăран ямасăр вулас килекен хайлавсене суйласа илнĕ» тесе палăртать Надежда Григорьевна умсăмахра. Кашни темăн хăйĕн авторĕ. Пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем тăван халăх сăмахлăхне ăша хывĕç. Константин Иванов, Трубина Мархви, Юрий Скворцов, Геннадий Волков, Любовь Мартьянова тата ытти автор хайлавĕсемпе, вĕсен биографийĕсемпе паллашĕç. Унсăр пуçне вĕрентÿ кĕнекине тăван чĕлхене куçарнă Польша поэчĕсен хайлавĕсене кĕртнĕ. «Тăван литературăна тĕнче шайне малтанхи хут кăларакансем хушшинче Алексей Талвирпа Петĕр Хусанкая асăнма пулать... Талвирпа Хусанкай ĕçĕсене малалла тăсаканĕ – Геннадий Айхи. Хăйĕн сассине нумай çĕршыва илсе çитернĕ, ĕçĕсем тĕнчене сарăлнă» тесе çырать кăларăмра автор. Çавăн пекех «Тăван литература» тĕрĕк – пушкăрт, туркмен тата якут – халăхĕсен литература пуянлăхне тимлĕх уйăрнă.
Хайлава вуласа тухнă хыççăн ачасен тĕрлĕ ыйтусене хуравламалла. Пĕр ушкăнрисем хайлав содержанине тĕплĕнрех астуса юлма пулăшĕç, тепĕр ушкăнрисем автор мĕнле илемлĕх мелĕсемпе усă курнине курма вĕрентĕç, виççĕмĕш ушкăнрисем сăмахăн тĕрлĕ пĕлтерĕшĕсене уйăрса илме (ытарлă калани, сăнар пуплевĕ) хăнăхтарĕç. Кашни ĕç умĕнче ятарлă паллă ÿкернĕ: «интернетпа усă курса ĕçлетпĕр», «художника пулăшатпăр», «культурăсене тĕпе хурса тишкеретпĕр», «картина репродукцийĕсемпе ĕçлетпĕр». Ку ĕç валли картинăсен репродукцийĕсене те кĕртнĕ.
Кĕçех 7-мĕш класра вĕренекенсем валли «Тăван литература» пичетленсе тухĕ. Авторĕсем – Н.И. Степанова, З.С. Антонова тата П.Н. Метин. Тата 8-мĕш классем валли «Тăван литература» çĕнĕ вĕренÿ пособийĕ пулĕ. Авторĕсем – В.П. Никитин (Станьял), Е.А. Майков, О.А. Вишнева.
Вĕренÿ пособийĕсене пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче Федерацин патшалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. «Тăван литература» вĕренÿ пособийĕсем «Тăван литература. Тĕслĕх программа: 5-9-мĕш классем валли» программăпа килĕшсе тăраççĕ.
Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.
Читайте нас: