Слет «Пушкăртстан Республикинчи патшалăх тата ытти чĕлхесене упраса хăварассипе аталантарасси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – ПР тăван чĕлхесене вĕрентессине йĕркеленĕ хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенче инновациллĕ ĕç-хĕле аталантарасси, нацисен хушшинчи туслă çыхăнăва йĕркелесси.
Слетăн пĕрремĕш, куçăн мар тапхăрĕнче наци вырсарни шкулĕсем эксперт комиссине хăйсен ĕç-хĕлне кăтартса паракан видеороликсемпе партфолиосем ярса панă. Иккĕмĕш тапхăрĕнче педагогсем мастер-классем кăтартнă, тăван чĕлхене вĕрентес ĕç опычĕпе паллаштарнă.
Çавра сĕтел ĕçне ПР Пуçлăхĕн администрацин обществăпа политика аталану управленийĕн ертÿçин çумĕ Ильшат Сабитов, ПР вĕрентÿ тата наука министрĕн çумĕ Альфия Галиева, ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин наци вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Булат Зиннуров, Ĕпхÿ хула округĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ринат Мигранов, наци вĕрентÿ шкулĕсен директорĕсем, эксперт комиссийĕсен членĕсем хутшăнчĕç.
Ильшат Хажгалиевич хăй сăмахĕнче наци вырсарни шкулĕсем хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсем пек, эрнере ултă кун, ĕçленине палăртрĕ. Унсăр пуçне паянхи самана ыйтакан çĕнĕ ĕç формисем, çĕнĕ вырсарни шкул моделĕсем шухăшласа кăлармалли пирки каларĕ. Вăл наци вырсарни шкул директорĕсене ПР патшалăх тата республикăра пурăнакан ытти халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварассипе çыхăннă ПР Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессипе хастартарах ĕçлеме сĕнчĕ.
Çавра сĕтел вăхăтĕнче чăваш, пушкăрт, украин, армян, тутар вырсарни шкулĕсен ĕç-хĕлне, шкулсен обществăри кирлĕлĕхне, вĕрентÿ учрежденийĕсене материалпа техника, наукăпа методика пурлăхĕпе епле тивĕçтерессине сÿтсе яврĕç.
Наци вырсарни шкулĕсен пĕрремĕш слечĕ лауреатсемпе призерсене чысланипе вĕçленчĕ. Пурте призерсем пулчĕç. Лауреатсен шутне Мелеуз хулинчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантармалли центр (чăвашсем), Салават хулинчи украинсен вырсарни шкулĕ, Ĕпхÿри пушкăрт вырсарни шкулĕ тивĕçрĕç. Пур шкул та пĕр пек парнесене тивĕçрĕç - ноутбук тата принтер.
Форума хутшăнакансем пĕрремĕш слет тăван чĕлхене вĕрентес ĕçĕн çĕнĕ çаврăмĕ пуласса, Пушкăртстанри халăхсен тăван чĕлхине, историне вĕрентес, упраса хăварас ĕç çĕнĕрен вăй илессе шанса калаçрĕç.