Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
8 Сентябрӗн 2021, 10:54

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пилĕк йывăрлăх

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ кирек хăш ÿсĕмри ачашăн та пысăк хумхану. Тăраниччен çывăрмалли, туссемпе уçăлса çÿремелли виçĕ уйăх сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Ачасемшĕн тепĕр тапхăр пуçланчĕ. Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма пултараççĕ-ха вĕсем шкулта? Кашни ашшĕ-амăшнех канăç паман ыйтусем çине экспертсем хуравлаççĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пилĕк йывăрлăх
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пилĕк йывăрлăх

Апатлану йĕрки пăсăлни
Анна Евгенова, диетолог, нутрициолог:
- Хырăм питĕ выçса кайнă вăхăт та пулать. Çак туйăма ирттерсе яма ачăрсене пĕр панулми те пулсан чиксе ярăр. Киле таврăнсан ăшăтса çиме апат пĕçерсе хăварăр. Унсăрăн вăл: «Килте ним те çукчĕ, чипсы туянтăм», - тет. Халĕ чи пĕлтерĕшли - ачан çирĕп иммунитетне сыхласа хăварасси. Çавăнпа та шкул ачин рационĕнче чĕрĕ пахча çимĕç, улма çырла, сĕт-турăх продукцийĕ пулмалла. Ахаль углеводсене - пылак апат-çимĕç, печени, газлă пылак шывсем - сахалрах памалла. Май пулсан ачăрпа пĕрле печени пĕçерĕр. Хăвăр тунă апатра Е-сем те, консервантсемпе стабилизаторсем те çук. Аннепе апат хатĕрлени вара кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен питĕ усăллă.
Вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма пăрахни
Ольга Вильданова, шкул психологĕ:
- Пĕрремĕш тата пиллĕкмĕш классенче шкула тата çĕнĕ условисене хăнăхасси икĕ уйăха пырать. Ытти классенче - икĕ-виçĕ эрне. Çав вăхăт хушшинче ачасем вĕренÿре епле ĕлкĕрсе пынине, вĕсен кăмăл-туйăмне асăрхаса тăмалла. Уйрăмах ача урăх шкула куçнă пулсан. Ытларах чухне лару-тăру хăех йĕркене кĕрет. Çук-тăк, ачана пулăшмалла.
Чи пĕлтерешли - ачан кун йĕркине кирлĕ пек йĕркелесси. Ирхине шкула васкамасăр пуçтарăнма cамаях вăхăт кирлĕ. Ыйхăран вăранма, ĕçе хатĕр пулма ирхи гимнастика та пулăшать. Пур ача та вăраннă-вăранман хаваспах апатланмаççĕ. Çавăнпа та вĕсене ытлашши хистеме юрамасть. Ача юратакан апата çеç хатĕрлĕр. Меню пирки каçранах калаçса хума юрать.
Шкултан таврăнсан чи малтан ачан кăнтăрлахи апат тумалла тата канмалла, унтан тин уроксене хатĕрлеме лармалла. Кун йĕркинче уçăлса çÿремелĕх тата юратнă ĕçпе вăйăсем валли те вăхăт пулмалла. Лайăх кăмăл-туйăм - ачашăн тĕп вырăнта. Ачасене, уйрăмах пĕрремĕш класа тин кайнисене, ашшĕ-амăшĕ пулăшса пыни кирлĕ. Каçпа вара ачапа калаçма, ун ĕçĕсем пирки ыйтса пĕлме вăхăт тупмаллах. Эсир унпа ăшă кăмăллă пулсан вăл шкула та хавас кăмăлпа тухса чупать. Ача умĕнче шкула тата вĕрентекенсене ан вăрçăр, тем пек çилĕ килсен те. Хăвăр ачăра ытти ачасемпе ан танлаштарăр. Ăна мĕнле пур, çапла юратăр.
Пысăк хăвăртлăхпа çÿреме юратакан водительсем
Пур ашшĕ-амăшĕ ачине кашни кун шкула çÿретме пултараймаççĕ. Хăш чухне вĕсен хăйсен тĕллĕн шкула çитме тÿр килет. Шкул хăвăр картишĕнчех пулсан лайăх, анчах кун пек чухне те асăрхануллă пулмалла. Кĕркунне кунран кун иртерех тĕттĕмленет. Çавăнпа та тĕпренчĕкĕре чи кĕске те хăрушсăр çул карттине ÿкерсе парăр. Ача çав çулпа çÿретĕр. Унсăр пуçне тумтирĕ çине çутатакан япаласем çĕлĕр. Вĕсем мĕн чухлĕ нумайрах, водитель çавăн чухлĕ хăвăртрах асăрхĕ. Асăннă япаласем çул-йĕр çинчи инкеке 85% таран чакарма май параççĕ. Водителе курăнмалла пултăр тесен вĕсене çĕр çинчен 80-100 см çÿлерех çĕлесе хумалла. Тумтир çутă тĕслĕ пулмалла. Хура мар. Ăсчахсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, хура тум тăхăннă çынсене машинăпа пыракансем пачах та курмаççĕ.Кăвак тум тăхăннисене 15 метртан, хĕрлĕ тум тăхăннисене 25 метртан, шурă тум тăхăннисене аллă метр ытларанах кураççĕ. Паллах, машина çÿрекен вырăнсенче чупма, ун умне кинет кăна сиксе тухма юрамасть.
Кĕрхи сÿрĕк кăмăл тата гаджетсем
Тагир Гизатуллин, ПР Сывлăх сыхлав министерствин тĕп психиатрĕ:
Кĕркунне - хĕвел сахал, анчах вăй-хал нумай тăкма тÿр килекен вăхăт. Ывăннине тата сÿрĕк кăмăл-туйăма сирсе яма профилактика ĕçĕсем ирттерни лайăх. Ку вăл - спорт, уçă сывлăшра çÿрени, шкулта пилĕк минутлăх хусканусем туни.
Ĕç тата кану вăхăтне уйăрни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Каннă вăхăтра гаджетсене айккине хумалла. Куç ан ывăнтăр тата психологи функцийĕсем ан начарланччăр тесен вĕсене кунне 30-40 минут çеç алла тытма юрать.
Ачан аппетичĕ, вĕренес туртăмĕ начарланчĕ пулсан, унăн кунлленхи пурнăçĕнче мĕн-тĕр урăхла пырать.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: