Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
26 Кӑрлач 2022, 11:17

Малашлăхĕсене тăван чĕлхепе çыхăнтарасса шанас килет

Пушкăрт Республикин Вĕрентÿ министерствин планĕ тăрăх 2022 çулхи январь уйăхĕн 13-14-мĕш кунĕсенче 9-11-мĕш классенче вĕренекен тутар, мари, чăваш, удмурт ачисем валли тăван чĕлхепе олимпиада иртни çинчен «Урал сасси» пĕлтернĕччĕ.

Малашлăхĕсене тăван чĕлхепе çыхăнтарасса шанас килет
Малашлăхĕсене тăван чĕлхепе çыхăнтарасса шанас килет

Ăна шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче XVIII хут иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадине республикăри 9 районтан 25 чăваш ачи хутшăнчĕ.
Ертÿçĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие вырăсла уçрĕç пулин те, жюри председателĕсем тăватă чĕлхепе – тутарла, чăвашла, марилле, удмуртла – олимпиада уçăлнă ятпа саламларĕç.
Ăмăрту икĕ турпа иртрĕ: викторина; текстпа ĕçлесси (наци программипе вĕренекен ачасем валли), калаçу пуплевĕн конкурсĕ (вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем валли).
Жюри членĕсем – Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн преподавателĕсем: Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева доцентсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Н. Павлова.
Пĕрремĕш турта пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Викторина ыйтăвĕсемпе чи нумаййи 50 балл пухма пулатчĕ. («Мир родного языка» порталта кашни конкурсант хăйĕн паролĕпе, логинĕпе кĕрсе миçе балл пухнине курма пултарать). Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине кăтартрĕç, текстри чĕлхе пулăмĕсене суйласа илме, тишкерме, классификацилеме тата чĕлхе пулăмĕсемпе фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç, ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлнине кăтартрĕç. Кунсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, произведенири геройсен ячĕсене тĕрĕс кăтартма пултарчĕç. Апла пулин те, пусăма (ударение) хăш сăмахра ((А) яшка´; (Ă) пăтă´; (Б) çăкăр; (В) какай)) тĕрĕс лартман ыйту çине тĕрĕс хурав параймарĕç. Клюква, земляника, облепиха сăмахсем чăвашла мĕнле пулнине хурав парайман ĕçсем те пулчĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене запястье, ступня, легкие сăмахсене чăвашла куçарма та йывăртарах пулчĕ.
Вĕренекенсем текстпа ĕçлесе лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Панă текст тăрăх виçĕ ыйту çине хурав пачĕç. Ĕçсемпе паллашсан, çакă палăрчĕ: конкурсантсем анлă шухăшлани, шкул материалне тарăн мар пулин те, анчах паянхи вăхăтшăн кирлĕ пек пĕлни савăнтарчĕ.
Калаçу пуплевĕн конкурсĕнче вĕренекенсем ытларах çак темăсенчен («Ялта», «Паркра», «Хăнара», «Манăн юратнă çулталăк вăхăчĕ», «Пулăшу ыйтни», «Ту çине улăхни», «Пирĕн çемьен юратнă апачĕ» т.ыт.те) пĕрне суйласа илсе диалог йĕркелесе хăйсен шухăшне уçса пама пултарчĕç. Чĕлхе мелĕсене темăпа, пуплев манерĕпе килĕшÿллĕ суйласа илсе йĕркеллĕ вырнаçтарма тăрăшрĕç. Çак ăмăрту вăхăтĕнче вĕренекенсем, тĕрлĕ районтан килнĕскерсем, пĕр-пĕринпе паллашма, туссем тупма пултарчĕç.
Ăслăлăх ăмăртăвĕ вĕçленсен çакă палăрчĕ: Наталия Вальщикова (9 класс, Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ; вĕрентекенĕ – Т.Н. Вальщикова), Виктория Иванова (10 класс, Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ; Н.Н. Васильева), Ольга Никитина (11 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов); Юлия Егорова (9 класс, Пелепей районĕ, Слакпуç шкулĕ; М.М. Трофимова), Данил Узянбаев (10 класс, Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ; И.Н. Сунагатулина), Карина Павлова (11 класс, Пелепей районĕ, Слакпуç шкулĕ; М.М. Трофимова) 1-мĕш вырăнсем йышăнса пысăк хисепе тивĕçрĕç.
Призерсен шутне çак вĕренекенсем кĕчĕç: Ангелина Лаврентьева (9 класс, Давлекан районĕ, Чуюнчă-Николаевка шкулĕ; Л.В. Исаева), Валерия Васильева (10 класс, Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ; З.Ф. Тимофеева), Дарья Алексеева (11 класс, Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ; Н.Н. Васильева); Ольга Ильина (9 класс, Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ; Е.В. Савельева), Мария Николаева (9 класс, Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ; С.В. Никифорова), Светлана Иванова (9 класс, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ; Т.Н. Козлова), Светлана Данилова (10 класс, Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлекри 1№ шкул; М.И. Захарова), Анна Афанасьева (11 класс, Çтерлĕ районĕ, Ямансас шкулĕ; Е.Г. Филиппова), Мария Лямина (11 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ПР Вĕрентÿ министерствин дипломĕсене илме тивĕçрĕç. Жюри членĕсем кăçалхи олимпиадăна хутшăннă ачасен ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Кунта шăпах вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсен тÿпи пысăк, вĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Л.И. Мурманская олимпиадăна хутшăннă ачасене пурне те хĕрÿллĕн саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума, тăван чĕлхене упраса хăварма ыйтрĕ. «Травы Башкирии» генеральнăй директорĕ Александр Иванов спонсор пулса конкурсантсене парнесем парса хавхалантарчĕ.
Вĕренекенсем олимпиада кунĕнче чăваш, мари, удмурт тумĕсемпе пулни хăйне евĕр илем кÿнине палăртма кăмăллă.
Пултаруллă çамрăксем Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалне вĕренме кĕрсе вырăс, чăваш, акăлчан чĕлхисемпе литературине, культурине тĕпчесе, çав енĕпе аталанса асăннă чĕлхесен специалисчĕсем пулса тухма пултараççĕ.
Лариса КОРОТАЕВА, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн доценчĕ,
жюри председателĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: