

Регионсем хушшинчи ăмăртăва Чăваш тата Пушкăртстан республикисенчен, Ульяновск облаçĕнчен шкул çулчченхи тата шкул ÿсĕмĕнчи 300 ытла ача хутшăннă. Конкурсантсем хăйсен пултарулăхне ÿкерчĕксем, кроссвордсем, презентацисем хатĕрлесе кăтартрĕç. Çавăн пекех вĕсем литература пултарулăхĕн конкурсне те хутшăнчĕç. Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕ Анастасия Тихонова (сăн ÿкерчĕкре) сăвă илемлĕ вулакансен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннине палăртса хăварма кăмăллă. Анастасийăна çак конкурса хутшăнма ПР вĕрентÿ отличникĕ Л.Н. Пашина педагог хатĕрленĕ.
Нумаях пулмасть 1-11 класс хушшинче çулсерен иртекен «Пĕлÿлĕх тата пултарулăх» хула йышĕнчи конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕсем паллă пулчĕç. Унта Ĕпхÿ хулинче вĕренекен 559 ача хутшăнчĕ. Çÿлерех асаннă шкулăн вĕренекенĕсем хальхинче те палăрчĕç. Дарья Захаровапа Георгий Никифоров хăйсен ĕçĕсене тăратса (конкурс дистанци мелĕпе иртрĕ) 3 степеньлĕ Дипломсене тивĕçрĕç. Вĕренекенсем конкурс шайĕнче чăваш халăхĕн тĕррине тата генеалогине тĕпченĕ. Вĕсене В.М. Тарасова тата Ж.М. Семенова педагогсем пулăшса пынă.
Асăннă шкулăн вĕрентекенĕсене тата вĕренекенĕсене ăнăçусем тунă ятпа саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Татьяна ИВАНОВА. Ĕпхÿ хули.