Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕренÿ
31 Майӑн 2022, 11:48

Юлашки шăнкăрав сасси вĕренекенсене вăрăм çула йыхравлать

Кăçал Пушкăртстанра 17 пине яхăн çамрăк вăтам шкул пĕтерни çинчен калакан аттестата алла илмелле. Ку вăл çывăх вăхăтра пулса иртмелли кăмăллă пулăм. Хальлĕхе вара вун пĕрмĕшсемшĕн яваплă тапхăр – патшалăх экзаменĕсем пыраççĕ. Иртнĕ эрнере вĕсен тепĕр паллă пулăм, юлашки шăнкăрав, иртрĕ.

Юлашки шăнкăрав сасси вĕренекенсене вăрăм çула йыхравлать
Юлашки шăнкăрав сасси вĕренекенсене вăрăм çула йыхравлать

Вĕренекенсемпе вĕрентекенсене çеç мар, ашшĕ-амăшĕсемпе аслă ăрури çывăх çыннисемшĕн те хумхануллă та чуна пырса тивекен самант вăл. Çакна эпир Авăркас районĕнчи Шланлăри тулли вăтам пĕлÿ паракан шкулта пулнă май курса хак патăмăр.
Асăннă вĕрентÿ учрежденинче 2021-2022 вĕренÿ çулĕнче 114 ача пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ (вун пĕр класс пĕтерекеннисем шăпах çавăн чухлĕ) çывăх вăхăтра тăван шкулпа сывпуллашма хатĕрленеççĕ. Унсăр пуçне 13 ача тăхăр класс программине хыçа хăварнă, малашне мĕнле çул суйласа илессине ыран-паян татса парĕç. Шăпах май уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕсемшĕн тăван шкулта юлашки шăнкăрав янрарĕ.
Савăнăçлă, çав вăхăтрах салху туйăмсем çуратакан уяв шкулăн спорт залĕнче иртрĕ. Вĕренекенсене чи малтан коллектива чылай çул хушши ертсе пыракан шкул директорĕ Андрей Алексеев саламларĕ. Ун хыççăн черет сумлă хăнасем патне çитрĕ. Вĕсен шутĕнче Авăркас район Канашĕн секретарĕ Юрий Николаев, «Дружба» СПК ертÿçи Зилавир Максютов, Семенкино ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Мунир Фаткуллин, Виссарион Игнатьев уйрăм предприниматель, Шланлăри тухтăр амбулаторийĕн ертÿçи Алексей Михайлов, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов пулчĕç. Аслă ăрури çынсем вĕренекенсене саламланипе пĕрле вĕсене пурнăç çулĕ çинче ăнăçусем сунчĕç, усăллă та вырăнлă сĕнÿсем парса хăйсем те шкул çулĕсене куç умне кăларса тăратрĕç.
Паллах, çак мероприяти вăхăтĕнче вĕрентекенсем те ачасемпе пĕрле хумханнă май, сăмах каларĕç. Вун пĕрмĕш тата тăххăрмĕш класра вĕренекенсен класс ертÿçисене Галина Александровна Семеновапа Николай Давыдович Антипова уйрăмах хумханма тÿр килчĕ. Тем тесен те класри ачасем вĕсемшĕн тăван ачисем пекех пулнă-çке. Вĕренÿ çулĕсенче савăнăçне те, çитменлĕхне те пĕрле пайланă. Атте-анне вырăнĕнче пулнă тесен те йăнăш пулас çук.
Ытти вĕрентекенсем класс ертÿçисен пуçарăвне малалла тăсрĕç, кашниех ăшă та кăмăллă сăмахсемпе шалти çепĕç те лăпкă туйăмсене вăратрĕç. Хăшĕ-пĕрисен, ахăртнех, куçĕсем те шывланчĕç.
Уяв программине ашшĕ-амăшĕсем хутшăнни пуянлатрĕ, хăйне евĕр илем кÿчĕ. Вĕсем шкулти педагогсен коллективне ачисене пурнăç çулĕ çине кăларма тивĕçлĕ пĕлÿ, воспитани панăшăн тав турĕç, асăнмалăх парне парса чысларĕç.
Акă, мероприяти вĕçленсе килнине систерекен, хумхантаракан самант çитрĕ. Уява ертсе пыракансем, Дарья Алексеевапа Сергей Федоров вĕренекенсем, пухăннă халăха юлашки шăнкăрав сассине итлесе киленме сĕнчĕç. Унăн янравĕпе пĕрремĕш класра вĕренекен Иосиф Игнатьевпа вун пĕрмĕш класри Даша Алексеева савăнтарчĕç. Шăнкăрав сасси шкул пĕтерекенсене вăрăм çула йыхравларĕ. Вăл вара пурнăç çулĕн пĕр пайĕ, ăна аслисем вĕрентнĕ пек кашни вĕренекен тивĕçлĕ те сумлă утса тухмалла пултăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: