Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
23 Августӑн 2022, 11:20

Ачана шкула пуçтаратпăр

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен шутлă кунсем юлчĕç. Ашшĕ-амăшĕсемшĕн ачисене шкула пуçтармаллипе çыхăннă хĕрÿ тапхăр çитрĕ. Ачан кун йĕркине палăртмалла, малтан çÿренĕ тата çĕнĕ кружоксем пирки шăнкăравласа пĕлмелле, ашшĕ-амăшĕсен пухăвне каймалла. Чи кирли – шкул тумне, атă-пушмак тата вĕренÿ валли ытти япаласене туянмалла.

Ачана шкула пуçтаратпăр
Ачана шкула пуçтаратпăр

Шкул тумĕшĕн – компенсаци
Ачана шкула хатĕрленĕ чух укçа ытларах шкул тумĕ илме тăкакланать. Çемьере темиçе ача ÿсет пулсан ашшĕ-амăшне уйрăмах хĕн килет. Чылайăшĕ саккун тăрăх çак тăкаксене тавăрса пани çинчен пачах та пĕлмеççĕ.
Асăннă çăмăллăхпа 1-11 класра вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем усă курма пултараççĕ, анчах та пурте мар. Социаллă тÿлеве сахал тупăшлă, нумай ачаллă çемьесем çеç илме пултараççĕ. Льготăпа икĕ çулта пĕр хутчен усă курса пулать.
Компенсацие илес тесен шкула çемье сахал тупăшлă пулнине çирĕплетекен справка, «Шкул форми» тесе çырнă тавар чекĕсем илсе килмелле. Шкул тумĕ шутне бантсем, галстуксем тата ытти аксессуарсем кĕмеççĕ.
2022 çулта компенсаци хисепĕ 4489 тенкĕпе танлашать. Компенсацие тивĕçес тесен «Госуслуги» сайт урлă электронлă заявлени пама пулать.
Пĕрремĕш класа каяканăн
тÿлевсĕр пуххи
Сахал тупăшлă, нумай ачаллă, шкула пуçласа каякан ача пур çемьесене ранецран, канцеляри таварĕсемпе тетрадьсен пуххинчен тăракан тепĕр пулăшу парĕç.
Комплекта ранецсăр пуçне тетрадьсем, вĕсен хуплашкисем, дневник, тĕслĕ хут наборĕ, пластилин, ручкăсемпе кăранташсем, сăрăсем, киçтĕксем, ÿкермелли альбом, ластик, пенал, линейка, кăранташ шĕвĕртмелли хатĕр, тетрадьсен папки, кĕнеке валли тĕрев (подставка) кĕреççĕ. Асăннă наборăн хакĕ – 3154 тенкĕ.
Çак набора илес тесен пĕрремĕш класа каякан ачан ашшĕ-амăшĕ шкула килсе заявлени çырмалла. Хăйпе пĕрле паспорт, çемьере ачасен çуралнине çирĕплетекен свидетельство, ачан тата ашшĕн е амăшĕн СНИЛСĕ, çемье йышне çирĕплетекен тата сахал тупăшлине пĕлтерекен справкăсем илмелле.
Шкул ярмăрккисем
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ валли ачана шкул тумĕ, рюкзак, атă-пушмак, кирлĕ канцеляри таварĕ суйласа илме пĕр кун çеç çителĕксĕр. Ашшĕ-амăшĕсен пурнăçне çăмăллатас, укçи-тенкине перекетлес тесе пысăк хуласенче шкул ярмăрккисем йĕркелеççĕ. Кунта паллă производительсем хăйсен продукцине тăратаççĕ. Моделĕ, хакĕ, пусма (ткань) пахалăхĕ, тĕсĕ тăрăх шкул тумне суйласа илме пулать.
«Шкула пуçтарăнма пулăш» акци
Юлашки çулсенче республикăра «Шкула пуçтарăнма пулăш» акци йăлана кĕчĕ. Кашни кăмăл тăвакан сахал тупăшлă, нумай ачаллă, тулли мар çемьери, сывлăх енчен çитменлĕхсем пур ачасене шкула пуçтарăнма пулăшма пултарать.
Канцеляри таварĕсем, çырмалли, ÿкермелли хатĕрсем тата ытти пултарулăх наборĕсем çĕнĕ, портфельсем, шкул тумĕ, вĕрентÿ кĕнекисем, илемлĕ литература çĕнĕ е лайăх пулмалла.
Шкул валли хатĕрсене «Çемье» районсем хушшинчи центрсенче пухаççĕ. Унăн уйрăмĕсем республикăри хуласемпе районсенче вырнаçнă.
Амăш капиталĕпе
усă курса пулать
Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Раççейри çемьесен 13% амăш капиталне ача сачĕсемшĕн, кружоксемпе секцисемшĕн, аслă шкулсемшĕн тÿлеме янă. Амăш капиталне вĕренÿшĕн тăкакласси иккĕмĕш вырăнта тăрать.
Маларах амăш капиталĕпе муниципаллă е патшалăх статусĕллĕ организацисемшĕн çеç тÿлеме ирĕк панăччĕ. Кăçалхи çулларан амăш пурлăхĕпе уйрăм предпринимательсен вĕрентÿ учрежденийĕсемшĕн те тÿлесе пулать. Сăмахран, репетиторсемшĕн, уйрăм çынсен ача сачĕсемшĕн, шкулĕсемшĕн тÿлеве амăш капиталĕнчен уйăрма май пур. Асăннă ыйтусене «Госуслуги» сайта, Раççей пенси фончĕн е нумай функциллĕ центрăн уйрăмĕсене заявленипе тухса татса пама пулать. Заявлени çумне ашшĕн е амăшĕн паспортне, ачан даннăйĕсене, уйрăм предпринимательпе вĕренÿ пулăшăвĕ илмелли килĕшĕве, тÿлемелли реквизитсене çирĕплетмелле.
Шкулти тÿлевсĕр апатлану
Патшалăх уйăракан тепĕр пулăшу – кĕçĕн класра вĕренекенсемшĕн йĕркеленĕ тÿлевсĕр апатлану. Çакă çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕ çинчен пăшăрханни, тĕрĕс апатланăва пурнăç йĕркине кĕртни çеç мар, ашшĕ-амăшĕсене пысăк пулăшу пани пулса тухать.
1-4 класра вĕренекенсене кунне пĕр хутчен вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Вĕсен ирхи е кăнтăрлахи апата суйласа илме май пур. Сывлăх çитменлĕхĕсем пур тата сахал тупăшлă çемьери ачасем шкулта икĕ хутчен апатланма пултараççĕ. Килĕсенче вĕренекен ачасем типĕ паек илеççĕ. Льготăллă апатланăва тивĕçес тесен ача сусăрлăхне е çемье сахал тупăшлă пулнине çирĕплетекен документсене тата заявление класс ертÿçине памалла.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: