Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕренÿ
2 Сентябрӗн 2022, 10:09

Чăваш гимназийĕнче пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ

Паян, Пĕлÿ кунĕнче, ытти чылай вĕрентÿ учрежденийĕсенчи пекех çĕнĕ вĕренÿ çулне халалласа республикăри пĕртен-пĕр чăваш гимназинче те (Пелепей хулинче) савăнăçлă линейка иртрĕ. Вăл 11. 00 сехетре гимнази çурчĕ умĕнчи лапамра пуçланчĕ.

Чăваш гимназийĕнче пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ
Чăваш гимназийĕнче пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ

Чăн малтан вĕренекенсемпе вĕрентекенсене тата ачасен ашшĕ-амăшĕсене гимназин директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Полина Кирилова саламларĕ. Ун хыççăн сумлă хăнасене сăмах пачĕç. Вĕсен шутĕнче Пелепей район администрацин опекăпа попечительство уйрăмĕн пуçлăхĕ Евгения Павлова, ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, хула Канаш депутачĕ Владимир Федоров, Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ Ольга Бурганова пулчĕç. Вĕсем те салам сăмахĕсемпе пĕрле çамрăк ăрăва тăрăшса вĕренме, йывăрлăхсене йышпа çĕнтерме, Тăван çĕршывшăн усăллă та тивĕçлĕ çын пулса çитĕнме сунчĕç, вĕрентекенсене, паллах, çирĕп сывлăх тата чăтăмлăх.

Кăçалхи Пĕлÿ кунĕн çĕнĕлĕхне те палăртса хăвармалла. Церомони вăхăтĕнче çĕршыв тата республика гимнĕсен кĕвви янранă май Раççейпе Пушкăртстан ялавĕсене çĕклерĕç. Çак сумлă ĕçе пурнăçлама вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан тата тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсен, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисем Алена Швыркова, Артем Ревенко, Анастасия Ратке, Максим Устинов тивĕçрĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш урока йыхравласа тăххăрмĕш класра вĕренекен Сергей Петровпа пĕрремĕш класри Арина Тагнер тăрăшнипе пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ. Унăн сасси вĕренекенсемшĕн пĕлÿ тĕнчине çирĕп кăмăлпа тата хăюллă утса кĕме хистенĕнех туйăнчĕ.

Саванăçлă линейка хыççăн вĕренÿ пÿлĕмĕсенче патриотизм урокĕ иртрĕ. Ăна кашни класрах класс ертÿçисем йĕркелерĕç.

Сăмах май, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Пелепейĕнчи чăваш гимназийĕнче 186 вĕренекен пĕлÿ илĕ. Вĕсенчен 15-шĕ пĕрремĕш класа килнĕ. Ачасене 20 çынран тăракан пултаруллă педагогсен коллективĕ пĕлÿ парĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Чăваш гимназинче пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: