Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
27 Сентябрӗн 2022, 11:26

Çĕр çинче ĕçлеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхаççĕ

Экологи теми Раççей вĕрентÿ системин тĕп юхăмĕ шутланать. Шкул çулне çитмен ачасене занятисенче çеç экологи çинчен пĕлÿ пани çителĕксĕр. Çут çанталăка экскурсие тухса çÿремелле, лабораторире ĕçлемелле, опытлă участокра е пахчара сăнавсем ирттермелле.

Çĕр çинче ĕçлеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхаççĕ
Çĕр çинче ĕçлеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхаççĕ

Çавăнпа та эпир, ача сачĕн воспитателĕсем, эксперимент ирттерекен агролапам тума шутларăмăр. Ăна курай çеçки евĕр йĕркелерĕмĕр. Пăрçа, кукуруза, хĕвел çаврăнăш, ыраш, тулă, урпа, горчица акрăмăр. Çывăхри верандăна ял хуçалăх класне çавăртăмăр. Çак майпа пирĕн чĕрĕ лаборатори, çут çанталăк çинчен пĕлÿ илмелли çăлкуç «çуралчĕ». Кунта ачасем культурăллă ÿсен-тăрансем, вĕсен биологи уйрăмлăхĕсем, çитĕнтермелли технологисем çинчен пĕлеççĕ. Çу кунĕсенче шăпăрлансем воспитательсемпе пĕрле ÿсен-тăрансене ÿстерчĕç, шăварчĕç, çумларĕç, вĕсем мĕнле çитĕннине сăнарĕç. Воспитанниксем çĕр çинче ĕçлемелли хатĕрсемпе усă курма вĕренчĕç, çут çанталăка юратма, упрама хăнăхрĕç. Эпир туса ирттернĕ ĕçе ашшĕ-амăшĕсем те ырларĕç.
Ача садĕнче экологи çинчен илнĕ пĕрремĕш пĕлÿ пĕчĕкскерсене малашне шкулта та кирлĕ пулĕ. Вĕсем тăван кĕтесе, çут çанталăка юратма тата упрама, унпа пĕлсе усă курма хăнăхĕç. Çак ĕç малашне пурнăçра пулас профессие суйласа илме те пулăшу кÿрĕ.
Оксана АНТОНОВА, Татьяна ИОНЦЕВА воспитательсем.
Çтерлĕ районĕ, Рощинский ялĕ.

Çĕр çинче ĕçлеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхаççĕ
Çĕр çинче ĕçлеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхаççĕ
Çĕр çинче ĕçлеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхаççĕ
Çĕр çинче ĕçлеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхаççĕ
Çĕр çинче ĕçлеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхаççĕ
Çĕр çинче ĕçлеме, ăна юратма мĕн пĕчĕкрен хăнăхаççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: