Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
23 Кӑрлач 2023, 16:03

Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа

Çтерлĕ районĕнчи Наумкино ялĕнче «Культура» наци проекчĕпе усă курса йĕркеленĕ модельлĕ ял библиотекинче Пĕтĕм тĕнчери ачасем шухăшласа кăларнă япаласен кунне халалласа «R-BOT» моделированипе робототехника клубăн ларăвне ирттернĕ.

Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа
Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа

Мĕн çыхăнтарать-ха шыв çинче ярăнмалли йĕлтĕре, тирпе çĕлесе илемлетнĕ наушниксене, улма-çырларан хатĕрленĕ патак çинчи мороженăя тата Брайль шрифтне? Асăннă япаласене пурне те ачасем шухăшласа кăларни.

Мероприятире вулавăш ĕçченĕсем ачасене уявăн историйĕпе паллаштарнă, вĕсемпе пĕр ÿсĕмри тантăшĕсем çитĕнÿсемпе изобретени шухăшласа кăларни çинчен каласа панă. «Эпĕ мĕн уйласа кăларнă пулăттăм?» темăпа калаçу ирттернĕ. Хуравсем тĕрлĕрен пулнă: пĕри вăхăт машинине,  тепри ватлăхран е ытти чир-чĕртен сыхлакан таблетка, виççĕмĕшĕ сывлăшра вĕçекен машина, тăваттăмăшĕ тăшманпа юлташа уйăрма пĕлекен робота уйласа кăларма ĕмĕтленнĕ. Çавăн пекех ертÿçĕсем çамрăк изобретательсене кăсăклантарма пултаракан библиотекăри кĕнекесемпе паллаштарнă. Хăйсен ĕмĕчĕсене ачасем 3Д ручкăпа усă курса ÿкерчĕсем ÿкернĕ. Мероприяти тăршшĕпе ачасем вĕçĕ-хĕррисĕр шухăшсен, пултарулăх атмосферине путнă.

«Мана библиотекăра 3Д ручкăпа усă курмалли мероприятисем питĕ килĕшеççĕ. Унпа ÿкерсе çеç мар, пĕр-пĕр япалана шухăшласа кăларма та пулать. Паян хам алăпа тунă, шухăшласа кăларнă япалана аннене парнелĕп, вăл унпа кăмăллă пуласса шанатăп, - тенĕ Наумкино шкулĕн 2 класс вĕренекенĕ Айдар Ахтямов.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа
Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа
Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа
Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа
Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа
Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа
Ачасем шухăшласа кăларнă япалсен кунне халалласа
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: