Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
24 Кӑрлач 2023, 13:30

Вĕсене тăван чĕлхе пуянлăхĕ илĕртет

Пушкăрт Республикин Вĕрентÿ министерствин планĕ тăрăх, 2023 çулхи январь уйăхĕн 12-13-мĕш кунĕсенче Ĕпхÿ хулинчи Г.Альмухаметов ячĕллĕ республикăри гимнази-интернатра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 9-11-мĕш классенче вĕренекен тутар, мари, чăваш, удмурт ачисем хушшинче тăван чĕлхепе олимпиада иртрĕ.

Вĕсене тăван чĕлхе пуянлăхĕ илĕртет
Вĕсене тăван чĕлхе пуянлăхĕ илĕртет

Олимпиадăна шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче XXIХ хут иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадине республикăри 11 районти 26 шкултан 40 чăваш ачи хутшăнчĕ.
Ăмăрту виçĕ турпа иртрĕ: викторина; текстпа ĕçлесси (наци программипе вĕренекен ачасем валли), калаçу пуплевĕн конкурсĕ (вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем валли), илемлĕ вулав. Жюри пайташĕсем – Ĕпхÿри наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн преподавателĕсем: Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева доцентсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл тата Пелепей районĕнчи Слакпуç шкулĕсен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Л.Н. Павловапа М.М. Трофимова.
Пĕрремĕш турта пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Викторина ыйтăвĕсемпе чи нумаййи 10 балл пухма пулатчĕ. Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине кăтартрĕç, текстри чĕлхе пулăмĕсене суйласа илме, тишкерме, классификацилеме тата чĕлхе пулăмĕсемпе фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç, ваттисен сăмахĕсене лайăх пĕлнине кăтартрĕç. Кунсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, произведенири геройсен ячĕсене тĕрĕс кăтартма пултарчĕç. Апла пулин те, тулли хурав парайман ĕçсем те пулчĕç: панă сăмахпа синквейн çырас ĕç, уйăх ячĕсене чăвашла куçарасси, фразеологизмсен пĕлтерĕшне кăтартасси (пĕр каварлă пул – килĕш; пĕр калăппа виç – пĕрешкел хакла). Ăмăртăва хутшăнакансене Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ тĕрлĕ халăх литературин классикĕсене (чăваш литература классикĕ – К.В. Иванов, вырăс литература классикĕ – С.Т. Аксаков, тутар литература классикĕ – Г. Ибрагимов), Илпек Микулайĕн «Хура çăкăрĕнчи» тĕне кĕмен авалхи арçын ячĕсене (Тухтар, Элентей, Шерккей, Кантюк, Палюк, Тимрук, Нямаç, Ильяс, Манюр, Çамакка, Тима, Урнашка) аса илме йывăртарах пулчĕ.
Вĕренекенсем текстпа ĕçлесе лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Панă текст тăрăх пилĕк ыйту çине хурав пачĕç. Ĕçсемпе паллашсан, çакă палăрчĕ: конкурсантсем анлă шухăшлани, шкул материалне тарăн мар пулин те, анчах паянхи вăхăтшăн кирлĕ пек пĕлни сисĕнчĕ.
Калаçу пуплевĕн конкурсĕнче вĕренекенсем ытларах çак темăсенчен («Кĕнеке пурнăçра мĕнле вырăн йышăнать?», «Эпĕ асаннене пулăшнă самант», «Чухăнлăх, мул тата телей çинчен мĕн шухăшлатăн?», «Пирĕн çĕршыв», «Музейра пулни» т.ыт.те) пĕрне суйласа илсе диалог йĕркелесе хăйсен шухăшне уçса пама пултарчĕç. Чĕлхе мелĕсене темăпа, пуплев манерĕпе килĕшÿллĕ суйласа илсе йĕркеллĕ вырнаçтарма тăрăшрĕç. Çак ăмăрту вăхăтĕнче вĕренекенсем, тĕрлĕ районтан килнĕскерсем, пĕр-пĕринпе паллашма, туссем тупма пултарчĕç.
Олимпиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ – илемлĕ вулав конкурсĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ тематикăллă сăвăсемпе калав сыпăкĕсем вуларĕç. Ку ăмăртура çак вĕренекенсем палăрчĕç: Татьяна Павлова (9 кл.), Анастасия Ефимова (10 кл.), Анна Потапова (10 кл.), Ирина Афанасьева (11 кл.).
Ăслăлăх ăмăртăвĕ вĕçленсен çакă палăрчĕ: Максим Ларионов (9 класс, Давлекан районĕ, Чуйăнчă-Николаевка шкулĕ; вĕрентекенĕ – Л.В. Исаева), Анастасия Ефимова (10 класс, Авăркас районĕ, Меселпуç шкулĕ; А.И. Ефимова), Виктория Иванова (11 класс, Авăркас районĕ, Шланлă шкулĕ; Н.Н. Васильева); Татьяна Павлова (9 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова), Анна Потапова (10 класс, Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ; И.Н. Сунагатулина), Татьяна Иванова (11 класс, Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ; З.Ф. Тимофеева) 1-мĕш вырăнсем йышăнса пысăк хисепе тивĕçрĕç.
Призерсен шутне çак вĕренекенсем кĕчĕç: Анастасия Леонтьева (9 класс, Авăркас районĕ, В.В. Николаев ячĕллĕ Чăваш Хурамал шкулĕ; А.С. Иванов), Аделина Васильева (9 класс, Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ; Т.Н. Вальщикова), Святослав Потапов (10 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов), Полина Осипова (11 класс, Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ; Е.В. Савельева); Наталья Самарина (11 класс, Федоровка районĕ, Урал шкулĕ; Т.Н. Антонова), Камилла Дмитриева (9 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова), Татьяна Дмитриева (9 класс, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ; Т.Н. Козлова), Маргарита Филиппова (9 класс, Ишимбай районĕ, Васильевка шкулĕ; В.Е. Иванова), Людмила Тефтерева (10 класс, Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ; И.Г. Степанова), Татьяна Волкова (10 класс, Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ шкулĕ; А.А. Игнатьева), Ирина Афанасьева (11 класс, Пишпÿлек районĕ, Пишпÿлекри 1№ шкул; М.И. Захарова), Данил Узянбаев (11 класс, Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ; И.Н. Сунагатулина), Виталина Иванова (11 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова).
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ПР Вĕрентÿ министерствин дипломĕсене илме тивĕçрĕç. Жюри членĕсем кăçалхи олимпиадăна хутшăннă ачасен ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Кунта шăпах вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсен тÿпи пысăк, вĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн председателĕ И.В. Сухарева олимпиадăна хутшăннă пур ачана та сертификат тата парнесем, çĕнтерÿçĕсене – укçа чикнĕ конверт, вĕрентекенĕсене Тав хучĕ парса чысларĕ. ПР чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов олимпиадăна хутшăннă ачасене пурне те хĕрÿллĕн саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума, тăван чĕлхене упраса хăварма сĕнчĕ. Канашăн пайташĕсене А.А. Ивановпа С.К. Михайлова, А.С. Савельев-САС çыравçăн хĕрне Е.А. Савельевăна спонсор пулса конкурсантсене парнесем парса хавхалантарнăшăн тав тăватпăр.
Вĕренекенсем олимпиада кунĕнче чăваш, мари, удмурт тумĕсемпе пулни хăйне евĕр илем кÿнине палăртма кăмăллă.
Шел пулин те, 29-мĕш Олимпиадăна тĕрлĕ сăлтавсене пула Пелепей, Куюргазă районĕнчи ачасем хутшăнмасăр юлчĕç. Чекмагуш районĕнчи Юмаш, Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ шкулĕсенчи ачасем çулсеренех олимпиадăна хутшăнаççĕ. Асăннă икĕ районта чăвашла вĕрентекен пĕршер шкул кăна тăрса юлнă-ши? Апла пулин те кăçал Иглин районĕнчи Чăваш Кăпăвĕнчи шкулта вĕренекен Данил Исаев (вĕрентекенĕ – Н.В. Исакова) олимпиадăна пĕрремĕш хут хутшăнса лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕ (Данилăн амăшĕ вырăс, ашшĕ – чăваш).
Пултаруллă çамрăксем Ĕпхÿри наукăпа технологи университечĕн Çтерлĕ филиалне вĕренме кĕрсе вырăс, чăваш, акăлчан чĕлхисемпе литературине, культурине тĕпчесе, çав енĕпе аталанса асăннă чĕлхесен специалисчĕсем пулса тухма пултараççĕ.
Лариса КОРОТАЕВА, жюри председателĕ.

Вĕсене тăван чĕлхе пуянлăхĕ илĕртет
Вĕсене тăван чĕлхе пуянлăхĕ илĕртет
Вĕсене тăван чĕлхе пуянлăхĕ илĕртет
Вĕсене тăван чĕлхе пуянлăхĕ илĕртет
Вĕсене тăван чĕлхе пуянлăхĕ илĕртет
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: