Мĕнле шкул лартассине ял халăхĕ пухура татса памалла пулнă. Паллах, çак ĕçе район администрацийĕ те хутшăннă. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн шкулпа культура учрежденине пĕрлештерме йышăну тунă.
Февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче Янăшмара «Башинформ» агентствăн журналисчĕсем пулнă, вĕсем çĕнĕ объекта мĕнле хăпартнипе кăсăкланнă. Паянхи кун тĕлне 40 ача валли пуçламăш шкул, 20 шăпăрлан вырнаçмалли ача сачĕ тата ачасен ÿнер шкулĕ валли çĕкленекен çуртăн стенисене хăпарса пĕтернĕ. Журналистсене лару-тăрупа ялти шкул директорĕ Валентина Дмитриева паллаштарнă.
- Эсир пирĕн патра 4 çул каялла пулнăччĕ. Ун чухне 60-70 çул каялла тунă шкул çурчĕсене эсир курнă, вĕсем пурĕ пилĕк çуртчĕ. Пĕр çуртран тĕприне куçнă чухне хĕл кунĕсенче вĕренекенсен ăшăрах тумланма тÿр килетчĕ. Паллах, çуртсем те чылай кивелнĕчĕ, районта йывăçран тунă пĕлÿ учрежденийĕсем пирĕн патра çеç юлнă. Яла Радий Фаритович килсен Янăшмара çĕнĕ ФАП уçрĕç, шăпах çавăн чухне ял халăхĕ çĕнĕ шкулпа клуб ыйтăвне хускатрĕ. Эпир ыйтни манăçа тухмарĕ, пире илтрĕç.
Паянхи кун пирĕн шкулта 37 ача пĕлÿ илет. Малашне тата та ытларах пуласса шанатпăр, мĕншĕн тесен çамрăксем яла таврăна пуçларĕç. Эсир паян хăвăр пирĕн сайр тĕл пулакан «ЭкоНива» выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пултăр, унта тивĕçлĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Апла пулсан шанăç пур.
Çĕнĕ шкулта паянхи кун ыйтакан спортзал, пысăк библиотека пулать. Унсăр пуçне ачасен ÿнер шкулĕпе ача сачĕ те юнашарах вырнаçĕ. Ял халăхне культура мероприятийĕсем ирттерме те вырăн уйăрнă. Клуб пирĕн питĕ кивĕ, ăна 1936 çултах хута янă пулнă. Çĕнĕ шкула эпир чăтăмсăр кĕтетпĕр, ăна уçнă çĕре Пушкăртстан Пуçлăхĕ хăй те килессе шанса тăратпăр, - каласа панă Валентина Михайловна.
Çавăн пекех шкул директорĕ янăшмасен ятĕнчен Радий Хабирова Васильевка ялне çитиччен асфальт çул сарма пулăшнăшăн тав тунă. Маларах вăл çурхи-кĕрхи кунсенче шанчăклах пулман, автомобилистсемшĕн чылай чăрмав кăларса тăратнă. Хальхи вăхăтра çак паха çул район центрĕпе çăмăллăнах çыхăнма май парать. Тикĕс те çирĕп никĕслĕ çула тума 90 млн тенкĕ тăкакланă.
Янăшмари çĕнĕ шкулăн проектне «Архтамга» проект бюровĕ хатĕрлĕнĕ. Сăмах май, вăл «Шульган-Таш» историпе культура центрĕн музей комплексĕн тата Европăпа Азинчи куçса çÿрекен халăхсен цивилизаци музейĕн проекчĕсене тунă.
Строительство ĕçĕсене Сибайри «Габбра» компани илсе пырать. Унăн директорĕ Нур Тажитидинов каланă тăрăх, Янăшмари çĕнĕ вĕренÿ заведенине вăтам шкула та çавăрма пулать, çапла тума ялта тата çывăхри ялсенче ачасем йышлă пулни кирлĕ.
- 2021 çулта эпир çĕнĕ объектăн никĕсне ятăмăр. Иртнĕ çул стенасене хăпартса çуртăн кăшкарне хатĕрлесе çитертĕмĕр. Халĕ пурте патшалăх укçа-тенкĕ мĕнле уйăрнинчен килет. Çывăх вăхăтра çак ыйтăва татса парсан шкула çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне ĕлкĕртме пултаратпăр. Тумалли ĕçĕн пысăк пайне пурнăçланă, халь стенасене якатса илемлетесси, территорине тирпей-илем кĕртесси, кирлĕ хатĕрсемпе сĕтел-пукан туянасси юлать. Вĕсем тăкаклă ĕçсем шутланаççĕ. Пирĕн пĕр контракт, проект тăвассинчен пуçласа çĕнĕ объект хăйĕн алăкне уçиччен тумалли ĕçсем. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шкула хута ярасса питĕ те шанатпăр, - тенĕ Нур Тажитидинов.
Юрий СНЕГОПАД.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#образование