Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕренÿ
16 Нарӑсӑн 2023, 17:00

Шăпăрлансем редакцире пулса курчĕç

Паян Пелепей хулинчи 23№ ача сачĕн шăпăрланĕсем пирĕн редакцире хăнара пулчĕç. 

Шăпăрлансем редакцире пулса курчĕç
Шăпăрлансем редакцире пулса курчĕç

Ачасем «Урал сасси» хаçатпа хаваспах паллашрĕç. Хăшĕсем ăна ялта аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамашĕ çырăнса илнине те пĕлтерчĕç. Пĕчĕкскерсене хаçата мĕнле хатĕрлени кăсăклантарчĕ. Татьяна Иванова инженер хаçата епле калăпланине, ÿкерчексене компюьтера епле куçарнине кăтартса пачĕ.

Çавăн пекех ачасене хаçата калăплакан пÿлĕмре ÿсекен пысăк чечек тĕлĕнтерчĕ. «Чăн-чăн йывăç! Пÿлĕмрех ÿсет!» - терĕç вĕсем.  Тĕл пулу пите кăмăллă иртрĕ. 

Шăпăрлансем редакцире пулса курчĕç
Шăпăрлансем редакцире пулса курчĕç
Шăпăрлансем редакцире пулса курчĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: