Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕренÿ
25 Апрелӗн 2023, 10:58

Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ

Апрель уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕнче 5-11 классенче вĕренекенсемпе студентсем хушшинче чăваш чĕлхипе олимпиада иртрĕ. Ăна онлайн мелĕпе йĕркеленĕ.

Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ

Пĕлĕве тĕрĕслемелли мероприятие Кармаскалă районĕнчи Йăмранти шкултан (Кармаскалăри гимнази филиалĕ) 9 вĕренекен хутшăннă. Вĕсенчен улттăшĕ – Светлана Герасимова (5 кл.), Елена Макарова (8 кл.), Анастасия Мещерякова (8 кл.), Татьяна Дмитриева (9 кл.), Рената Иванова (9 кл.), Роман Городничев (9 кл.) – пĕрремĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех виçĕ вĕренекен – Матвей Васильев (6 кл.), Давид Кузьмин (7 кл.), Милена Семенова (9 кл.) – иккĕмĕшсем пулнă.
Паллах, кунта тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекен Татьяна Козлован тÿпи пысăк пулнине палăртмалла. Татьяна Николаевна чăваш чунлă, тăван чĕлхене кăмăлтан ăша хывакан вĕренекенсем çитĕнтерессишĕн чылай ĕçлет. Çавăнпа та вĕренекенсене те, вĕрентекене те çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр, малашнехи кăтартусем тата та лайăхрах пуласса шанатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Олимпиада кăтартăвĕсем савăнтараççĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: