Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕренÿ
16 Майӑн 2023, 10:05

Интерактивлă лазерлă тиршăн йышлăн сасăларĕç

Кармаскалă районĕнчи Бекетово ялĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем шкул ачисен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме пулăшакан программăна (инициативное бюджетирование школьников) хутшăнма кăмăл турĕç.

Интерактивлă лазерлă тиршăн йышлăн сасăларĕç
Интерактивлă лазерлă тиршăн йышлăн сасăларĕç

Программа условийĕсемпе килĕшÿллĕн шкул ачисен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме пĕр шкула патшалăх хыснинчен 500 пин, муниципалитетран 50 пин тенкĕ уйăрса параççĕ. Спонсорсенчен – 100 пин тенкĕ.
Пурнăçламалли проекта палăртас сăлтавпа 5-11 классенче вĕренекенсем чи пысăк пÿлĕме пуçтарăнчĕç. Пилĕк тĕрлĕ ĕмĕт пирки калаçрĕç аслă класс вĕренекенĕсем. Чи йышлă алăсем 10-мĕш класс хатĕрленĕ «Интерактивлă лазерлă тир» ятлă проектшăн çĕкленчĕç.
Пуху вăхăтĕнчех ачасемпе вĕрентекенсем проект пурнăçа кĕнине тимлесе тăракан пуçаруллă ушкăна суйларĕç.
Маргарита БОГАЧЕНКО, Бекетово шкулĕн вĕрентекенĕ.
Кармаскалă районĕ.

Интерактивлă лазерлă тиршăн йышлăн сасăларĕç
Интерактивлă лазерлă тиршăн йышлăн сасăларĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: