Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Вĕренÿ
5 Июлӗн 2023, 11:05

Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр

Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕнчи пушкăрт тата тĕрĕк филологисен факультечĕ абитуриентсене вĕренме илесси çинчен пĕлтерет.

Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр
Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр

Бакалавриат, икĕ профильлĕ вĕрентÿ мелĕ:
– пушкăрт чĕлхи тата литератури, акăлчан чĕлхи (куçăн формăпа, 20 бюджетлă вырăн);
– тутар чĕлхи, чăваш чĕлхи тата литератури, акăлчан чĕлхи (куçăн формăпа, 18 бюджетлă вырăн);
– пушкăрт чĕлхи тата литератури, вырăс чĕлхи (куçăн мар формăпа, 18 бюджетлă вырăн).
Мĕнле предметсемпе пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсем (ЕГЭ) тытни кирлĕ? Вырăс чĕлхи, обществознани.
2023 çулта пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕн чи пĕчĕк балл виçи вырăс чĕлхипе 40 балран, обществознанипе 45 балран кая пулмалла мар.
Колледжсемпе лицейсенчен вĕренсе тухнисене (çав шутра рабочи профессине алла илнисем те кĕреççĕ) пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсемсĕр йышăнаççĕ, анчах та аслă шкулта экзаменсем тытаççĕ.
Документсене июль уйăхĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Çтерлĕ хули, Ленин проспекчĕ, 49-мĕш çурт, 219-мĕш пÿлĕм.
Вĕренме кĕнĕ чухне кирлĕ документсем: паспорт, аттестат (11 класс пĕтернисем) е вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденинчен вĕренсе тухнине çирĕплетекен диплом, СНИЛС, ИНН, мăшăрланнине çирĕплетекен свидетельство (хушамата улăштарнă пулсан), 086-У формăллă медицина справки, 3х4 виçеллĕ икĕ сăн ÿкерчĕк. Енчен те пысăк çитĕнÿсем тунине çирĕплетекен официаллă хутсем пулсан вĕсене те йышăну ко миссине çитерме тăрăшăр. Çакă эсир пултаруллă та хастар пулнине пĕлтерĕ.
Хăвăра кирлĕ консультацине 8-927-081-62-72, 8-927-316-91-85 (ватсапп) телефонсем урлă ыйтса пĕлме пултаратăр (Гульнара Ахатовна Басырова). Сайт адресĕ: https://strbsu.ru/
Шăнкăравлăр, çырăр. Эпир яланах çыхăнура. Эпир – туслă та пысăк çемье! Çтерлĕ хули аякра мар, юнашарах. Эпир пурне те хавас.
Йышăну комиссийĕ.

Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр
Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр
Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр
Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр
Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр
Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр
Бюджетлă вырăнсене вĕренме кĕме васкăр
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: