Çĕнĕ классем
Кăçал республикипе 70 шкула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Çакă пысăк цифра! Юсанă шкулсен шучĕпе Пушкăртстан Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать. Вăтам вĕрентÿ заведенисене çĕнетес тата пурлăхпа тивĕçтерес ĕçе пурнăçлама 4,3 млрд тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен ытларах пайне – 3,6 млрд тенкине –федераллă бюджетран. Çитес виçĕ çулта регионта 400 яхăн шкула юсама палăртаççĕ. Заявкăсем хатĕр, вĕсене пăхса тухма федераллă центрсене ярса панă.
Шкулсене ĕç воспитанийĕ кĕртĕç
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкул ачисене ĕçлĕ воспитани пама йышăннă. Малашне вĕрентекенсем ашшĕ-амăшĕсенчен вĕсен ачисене ĕçе явăçтарма юрать-и тесе ыйтмĕç. Обществăна усăллă ĕçсен шутне ачасем шкул территоринче йывăçсем, чечексем лартни, шкул мероприятийĕ умĕн класа е лапама илемлетни, библиотекăра е музейра пулăшни кĕреççĕ. Педагогсен шучĕпе ĕçлĕ воспитани шкул ачисене ĕçе хисеплеме вĕрентессе, тунă ĕç савăнăçпа мăнаçлăх кÿрессе шанаççĕ.
Унсăр пуçне шкулсенче «Малтанхи çар хатĕрленĕвĕ» («Начальная военная подготовка») курс вăй илĕ. Вĕренекенсем пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ, тавралăха сăнама, пилотсăр вĕçекен хатĕрсемпе усă курма вĕренĕç. Иртнĕ çулхине шкул программине «Пĕлтерĕшли çинчен калаçни» класс сехечĕ кĕртнĕ пулсан, кăçал «Раççей – манăн горизонтсем» профориентаци ĕçĕ хутшăнĕ.
Çавăн пекех икĕ «тăваттă» ыттисем «пиллĕк» паллăсемпе пĕтернĕ 11 класс вĕренекенĕсене «Вĕренÿри уйрăм çитĕнÿсемшĕн» II степень (кĕмĕл) медаль пама çирĕплетнĕ.
Шкул программинче профориентаци мероприятийĕсене йĕркелессишĕн РФ Çут ĕç министерстви яваплă пулĕ.
Пушкăртстанра çĕнĕ истори
кĕнекисем туяннă
Аслă классенче вĕренекенсем валли истори учебникĕнче 1970 çултан пуçласа 2000-мĕш çулсем пайсене тепĕр хут çырнă, Украинăри ятарлă çар операцийĕ пай хушнă. Совет Союзĕ арканнă хыççăн вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕсенче тĕрлĕ авторсен кĕнекисемпе усă курнă пулсан (вĕсен истори тĕлĕшĕпе хăйсен шухăшĕсем пулнă), халĕ вара пĕрлĕхлĕ патшалăх учебникĕ статуса тивĕçнĕ пĕрремĕш кĕнеке кăларнă.
Раççейĕн тата пĕтĕмĕшле историйĕсем енĕпе кĕнекесем туянма республикăн запас фончĕ 51 млн тенкĕ уйăрса панă. Çав шутра Луганск Халăх Республикин Красный Луч хулин шкулĕсем валли çĕнĕ учебниксем туянĕç.
Шкулти апатланушăн çирĕп ыйтĕç
Регион ертÿçи Радий Хабиров ПР Суту-илÿ министерствине шкул апатланăвне тĕрĕслессине вăйлăлатма хушнă.
– Шкулсенче апатланăва йĕркелекен операторсенчен çирĕп ыйтмалла. Ачасене сивĕ апат панăшăн, срокран тухнă апат-çимĕçсемшĕн вырăнтах «персе пăрахăр». Аякран илсе килнĕ аш-какайпа усă курмастпăр, апат-çимĕçсем хамăрăннисем пулмалла, – тенĕ республика пуçлăхĕ.
Кăçал та шкулсенче социаллă пулăшу мерисем сыхланса юлаççĕ. Малтанхи пекех тÿлевсĕр вĕри апатпа кĕçĕн класс вĕренекенĕсене, сывлăх енчен тулли пурнăçпа пурăнайманнисене, нумай ачаллă çемьере çитĕнекенсене тата ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисене тивĕçтерĕç.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.