Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
16 Кӑрлач , 13:05

Олимпиада аталанма пулăшать

Пушкăртстан Республикин Вĕрентÿ тата наука министерствин планĕ тăрăх 2024 çулхи январь уйăхĕн 9-10-мĕш кунĕсенче Ĕпхÿ хулинчи Касим Давлеткильдеев ячĕллĕ республикăри гимнази-интернатра пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 9-11-мĕш классенче вĕренекен тутар, мари, чăваш, удмурт, мăкшă ачисем хушшинче тăван чĕлхепе олимпиада иртрĕ.

Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать

Олимпиадăна шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче 30-мĕш хут иртекен чăваш чĕлхипе литература олимпиадине республикăри 8 районти, 1 хулари 16 шкултан 30 чăваш ачи (2023 çулта 40 ача пулнă) хутшăнчĕ.
Ăмăрту виçĕ турпа иртрĕ: викторина; текстпа ĕçлесси (наци программипе вĕренекен ачасем валли), калаçу пуплевĕн конкурсĕ (вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем валли); проблемăллă текстпа ĕçлесси (наци программипе вĕренекен ачасем валли), илемлĕ вулав (вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем валли). Жюри пайташĕсем – Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн Çтерлĕ филиалĕн преподавателĕсем: Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева доцентсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Н. Павлова.
Пĕрремĕш турта пурĕ 15 ыйту пулчĕ. Викторина ыйтăвĕсемпе чи нумаййи 15 балл пухма пулатчĕ. Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине, чĕлхе пулăмĕсене тишкерме, классификацилеме тата фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç, чăваш халăх сăмахлăхне, Пушкăртстан Республикин историне, паллă вырăнĕсене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç. Унсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, произведенири геройсен ячĕсене тĕрĕс кăтартма пултарчĕç. Апла пулин те викторинăра тулли хурав парайман ĕçсем те пулчĕç. Тĕслĕхрен: Калуллă е лирикăллă, анлă сюжетлă сăвăласа çырнă пысăк хайлава мĕн теççĕ? (поэма); Нина, Валентин Актаев, Натали инке сăнарсем хăш хайлавран? Ятне, авторне çырăр («Симĕс ылтăн». А.Артемьев); Кузнецов Николай тенине чăвашла мĕнле каламалла-ши? (Тимĕрçĕ Микулайĕ (Микули)); Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ 5 çыравçă ятне çырăр (К. Иванов, Тайăр Тимкки, Н.Шупуççынни, Ф.Павлов, Г.Тал-Мăрса, И.С. Максимов-Кошкинский, М.Трубина, М.Акимов т.ыт.те); Чăваш, тутар, якут, удмурт чĕлхисенчен хăшĕ тĕрĕк чĕлхисен ушкăнне кĕмест? (удмурт); Сăвă çаврине вĕçлĕр.
Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинче
…………………............... (Хуçа пулса вăл тăрать); Тĕрĕк халăхĕсен паттăрла эпосĕсене каласа тухăр (пушкăртсен – «Урал паттăр», алтайсен – «Маадай-кара», казахсен – «Каплантă паттăр», якутсен – «Олонхо»); «ала пуç» фразеологизм мĕне пĕлтерет (час манакан çын); тута тăс – çиллен; хăлхана чик (итле).
Калаçу пуплевĕн конкурсĕнче вĕренекенсем ытларах çак темăсенчен («Тавтапуç сана, вĕрентекен», «Эсĕ пуласлăх çинчен шутлатăн-и?» «Çут çанталăка сыхлăр», «Интернет тус-ши е тăшман-ши?», «Эсир чăвашла хаçат-журналсем çырăнса илетĕр-и?» «Мĕн вăл саншăн тăван чĕлхе?» т.ыт.те) пĕрне суйласа илсе диалог йĕркелесе хăйсен шухăшне уçса пама пултарчĕç. Чĕлхе мелĕсене темăпа, пуплев манерĕпе килĕшÿллĕ суйласа илсе йĕркеллĕ вырнаçтарма тăрăшрĕç. Çак ăмăрту вăхăтĕнче вĕренекенсем, тĕрлĕ районтан килнĕскерсем, пĕр-пĕринпе паллашма, туссем тупма пултарчĕç.
– Эсир «Урал сасси» хаçата çырăнса илетĕр-и?
– Çук, çырăнман. Кукаçи çырăнать.
– Шкул çырăнать-и?
– Шкул библиотекинче курман. Эпĕ пĕрре те алла тытса курман вăл хаçата.
– Санăн аçупа аннÿ чăваш-и?
– Чăвашсем. Килте пирĕнпе вырăсла калаçаççĕ.
Чăваш чĕлхипе республика олимпиадине килнĕ хăш-пĕр ачасен хуравĕсем!!!
Наци программипе вĕренекенсем текстпа ĕçлесе лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕç. Панă текст тăрăх пилĕк ыйту çине хурав пачĕç. Ĕçсемпе паллашсан конкурсантсем анлă шухăшлани, шкул материалне пĕлни палăрчĕ.
Олимпиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ – илемлĕ вулав конкурсĕ. Вырăс шкулĕсен программипе вĕренекенсем тĕрлĕ тематикăллă сăвăсемпе поэма сыпăкĕсем вуларĕç. Çамрăксем Константин Иванов, Якков Ухсай, Митта Ваçлейĕ, Анатолий Смолин, Василий Антонов, Александр Савельев-САС, Валерий Туркай, Ялтăр Мучи поэтсен сăввисене кăмăллани сисĕнчĕ. Ку ăмăртура çак вĕренекенсем палăрчĕç: Полина Макеева (9 кл.), Арина Артемьева (9 кл.), Елена Макарова (9 кл.), Яна Харисова (10 кл.), Сабина Тухватуллина (11 кл.), Алексей Андриянов (11 кл.). Наци программипе вĕренекен ачасем проблемăллă текста тишкерÿ туса питĕ лайăх результатсем кăтартрĕç. Вĕсем калаçура йăнăшсем тумасса тăрăшрĕç, ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕç. Ачасен пуплевĕ пуян, тавракурăмĕ анлă, хăйсен шухăшне уçса пама пĕлеççĕ.
Ăслăлăх ăмăртăвĕ вĕçленсен çакă палăрчĕ: Варвара Петрова (9 класс, Давлекан районĕ, Чуйăнчă-Николаевка шкулĕ; вĕрентекенĕ – Л.В. Исаева), Карина Петрова (сăн ÿкерчĕкре) (10 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов), Анастасия Ефимова (11 класс, Авăркас районĕ, Меселпуç шкулĕ; А.И. Ефимова), Арина Артемьева (9 класс, Авăркас районĕ, Степановка шкулĕ; А.П. Артемьева), Татьяна Павлова (10 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова), Сабина Тухватуллина (11 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова) 1-мĕш вырăнсем йышăнса пысăк хисепе тивĕçрĕç.

Призерсен шутне çак вĕренекенсем кĕчĕç: Анастасия Данилова (9 класс, Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ; Е.В. Савельева), Ирина Яковлева (10 класс, Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ; Е.В. Савельева), Святослав Потапов (11 класс, Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ; Н.М. Глухов), Дарья Тарасова (9 класс, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал шкулĕ; М.Р. Павлова), Елена Макарова (9 класс, Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ; Т.Н. Козлова), Александр Яковлев (9 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова), Мария Ефимова (10 класс, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ; Л.Н. Павлова), Яна Харисова (10 класс, Ермеккей районĕ, Эрехĕрри шкулĕ; М.С. Ильина), Егор Федоров (11 класс, Пелепей районĕ, Слакпуç шкулĕ; М.М. Трофимова), Анна Григорьева (11 класс, Çтерлĕ хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 11№ вăтам шкул; Е.И. Иванова), Алексей Андриянов (9 класс, Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ; З.Ф. Тимофеева).
ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Э.Р. Саматова Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал шкулĕнче вĕренекен Надежда Никитинана (11 кл.) тăван чĕлхене упраса хăварас ĕçре ыр сунса Тав хучĕ парса чысларĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем ПР Вĕрентÿ тата наука министерствин дипломĕсене илме тивĕçрĕç. Жюри членĕсем кăçалхи олимпиадăна хутшăннă ачасен ĕçĕсемпе кăмăллă пулчĕç. Кунта шăпах вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсен тÿпи пысăк, вĕсене тав сăмахĕ калатпăр.
Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи И.В. Сухарева олимпиадăна хутшăннă ачасене пурне те хĕрÿллĕн саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума, тăван чĕлхене упраса хăварма ыйтрĕ, сертификатсемпе парнесем парса чысларĕ. «Пушкăртстан курăкĕсем» организацин тĕп директорне А.А. Иванова, Ĕпхÿри Дема районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçине С.И. Гришина, Ĕпхÿри Павел Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн коллективне спонсор пулса конкурсантсене парнесем парса хавхалантарнăшăн тав тăватпăр.
Вĕренекенсем олимпиада кунĕнче тутар, чăваш, мари, удмурт, мăкшă тумĕсемпе пулни хăйне евĕр илем кÿнине палăртма кăмăллă.
Шел пулин те, вăтăрмĕш олимпиадăна тĕрлĕ сăлтавсене пула Федоровка, Ишимбай (муниципаллă тапхăртан иртнĕ пулин те), Шаран, Чекмагуш, Çтерлĕ, Иглин районĕсенчи ачасем хутшăнмасăр юлчĕç. Çулталăкра пĕрре уяв пек иртекен олимпиадăран айккинче тăрса юлас марччĕ.
Пултаруллă çамрăксем Ĕпхÿ наукăпа технологи университечĕн Çтерлĕ филиалне вĕренме кĕрсе вырăс, чăваш, акăлчан чĕлхисемпе литературине, культурине тĕпчесе, çав енĕпе аталанса асăннă чĕлхесен специалисчĕсем пулса тухма пултараççĕ.
Лариса КОРОТАЕВА, жюри председателĕ.

Редакцирен. Олимпиада пуçланиччен жюри пайташĕсен вĕрентекенсемпе калаçма май килнĕ. Çак калаçуран Мияки районĕнчи Кекен шкулне чăваш чĕлхине вĕрентекен кирлĕ пулни палăрнă. Марина Рольевна Павлова кăçал Çĕнĕ Хурамалта та, Кекенте те чăваш чĕлхине вĕрентет иккен. Еспуçĕнче те вĕрентекен çук.
Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕре тăван чĕлхе урокĕсене вĕренме 6 сехет çеç уйăрнă (5-10 класс пĕршер сехет).

Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Олимпиада аталанма пулăшать
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: