Унăн тĕп тĕллевĕ вĕренекенсенче кулинари ăсталăхне аталантарас тĕлĕшпе апатлану культурин никĕсне хывасси, шкул поварĕ профессин сумне ÿстересси, наци кухнин уйрăмлăхĕсемпе паллаштарасси пулса тăрать.
Наци кухни тата наци апачĕ – темиçе ĕмĕр йĕркеленнĕ йăла-йĕркесем. Кашни çын мĕнпур вăрттăнлăха сыхласа хăварса тата вĕсене ăруран ăрăва куçарса пырса типтерлĕ упрама тăрăшать.
Çакна асра тытса Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкулта 8-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен класс ертÿçипе Н.Л. Умовапа шкулти шеф-повар В.Х. Павлова йĕркеленĕ мастер-класа хутшăннă. Пуçтарăннисем чăваш наци апачĕ – кукăль – пĕçернĕ. Пĕçернĕ кăна мар, тутлă кукăльпе сăйланнă та. Ачасен сăмахĕсем тăрăх, мастер-класс тухăçлă иртнĕ. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: наци апатне пĕçерме усă курнă апат-çимĕç санитарипе гигиена нормисем ыйтнине тивĕçтернĕ.