Ăслăлăх ăмăртăвне тăван чĕлхепе литературăна юратса вĕренме хавхалантарас, çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне аталантарас тĕллевпе ирттернĕ. Олимпиадăна пурĕ 140 ача хутшăнчĕ: Чăваш Республикинчен – 117, Ульяновск облаçĕнчен – 4, Тутарстанран –11, Пушкăртстанран – 7.
Пирĕн республика чысне Авăркас районĕнчи Меселпуç шкулĕнчи 11 класра вĕренекен Анастасия Ефимова (вĕрентекенĕ – Алена Ефимова), Авăркас районĕнчи Степановка вырăс шкулĕнчи 11 класс вĕренекенĕ Арина Артемьева (Алевтина Артемьева), Давлекан районĕнчи Чуйăнчă-Николаевкăри 9 класс вĕренекенĕ Варвара Петрова (Лидия Исаева), Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕнчи Мария Ефимовапа (10 класс) Сабина Тухватуллина (11 класс), Александр Яковлевпа (9 класс) (Людмила Павлова) çак районти Йăмран шкулĕн 9 класс вĕренекенĕ Елена Макарова (Татьяна Козлова) хÿтĕлерĕç.
Вĕренекенсем чăваш чĕлхипе тата литературипе ĕçсем пурнăçларĕç, çавăн пекех пултарулăх ĕçĕсем те çырчĕç, хăйсене тивĕçлипе кăтартрĕç.
Олимпиада ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ачасем хăйсен вĕренекенĕсемпе пĕрле экскурсие кайрĕç. Чи малтан регионти пĕрремĕш «Эткер» мультимедийлă центра çитсе куртăмăр. «Эткер» иртнĕ çул Раççей наукисен кунĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ университетра уçăлнă. Ăна паянхи технологисемпе çĕнĕлĕхсем çине таянса çамрăксемпе ачасене тăван халăх, республикăпа çĕршыв историйĕпе тĕплĕнрех паллаштарас шутпа йĕркеленĕ. Лапамра «Асам» интерактивлă элементсемлĕ экспозици залĕ, «Шевле», «Мерчен» пултарулăх мастерскойĕсем вырнаçнă. Çак центра çитсе курнишĕн эпир питĕ телейлĕ. Ачасемшĕн те, вĕсен ертÿçисемшĕн те курмалли-пĕлмелли, тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Зал варринче юман евĕр ăсталанă «Пурнăç йывăççи» ларать. Ăна асамлă формăллă тунă. Вăл пур куракана та хăй патне илĕртет. Йывăçа йĕри-тавра алăпа çавăрса илес пулсан вăл пур ĕмĕте те пурнăçлать иккен. Зала «Хăмла» фитостена илем кÿрет.
Çавăн пекех ачасем «Манăн кил – Чăваш Ен» интерактивлă вăйă киоскĕнче пулса «Качча каякан чăваш хĕрне тумлантар», «Кĕвĕ инструментне пĕл», «Çурт-йĕре тирпей-илем кĕрт», «Апат-çимĕç хатĕрле», «Викторина ыйтăвĕсем çине хуравла» электронлă вăйăсем вылярĕç.
VR-куçлăхсем пулăшнипе виртуаллă тĕнчене лексе Чăваш Ен пуянлăхĕсемпе паллашрăмăр: Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ лапама, хăмла анисем çине, «Кайăк вĕçевĕ» мыса, Мăкăрти чугун çул кĕперĕ çине, «Сувар» этнокультура паркĕпе музейсене «çитсе куртăмăр».
«Эткер» этнокультура центрĕпе паллашнă хыççăн Шупашкар хули тăрăх экскурсие кайрăмăр. Каç пулсан К.В. Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче «Хăлхасăр шÿт» спектакль пăхрăмăр. Комеди ачасене питĕ килĕшрĕ.
Тепĕр кун залив тăрăх уçăлса çÿрерĕмĕр. Шупашкар заливĕ туристсен чи паллă та юратнă вырăнĕ шутланать. Чăнах та çапла. Илемлĕ тавралăх, палăксем, музейсем, кафесем, сувенирсем – тем те пур кунта. Чи малтан вара куçа «Анне – пирĕшти» палăкĕ лекет. Çавăн пекех эпир тавралăха сăнамалли кустăрма (колесо обозрения) çинче ярăнтăмăр. Залив йĕри-тавра чиркÿ нумай пулнине асăрхарăмăр, византи архитектурин стилĕпе ăсталанă Покровпа Татиана чиркĕвĕнче те пултăмăр.
Олимпиада иртнĕ кунсенче эпир ЧР Вĕрентÿ министерствин «Эткер» пултаруллă ачасемпе çамрăксен центрĕнче пурăнтăмăр. Ăна «Сириус» вĕрентÿ центрĕ майлă ăсталанă. Икĕ вырăнлă пÿлĕмсем таса та хăтлă, кашни номерте душ кабинисем пур. Тухăçлă кун хыççăн кун пек пÿлĕмсенче канасси чăн-чăн савăнăç.
Канмалли кун пулнине пăхмасăр И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова филологи наукисен докторĕ тата «Эткер» этнокультура центрĕн модераторĕ пире ăсатма килни кĕтмен савăнăç пулчĕ. Вăл асăнмалăх парнесем те – университет логотиплă термокружкăсем, канцеляри таварĕсем, антистресс-теттесем – илсе килнĕ. Чи малтанах вăл пирĕн сывлăха, кăмăл-туйăма ыйтса пĕлчĕ, çитес çул та май тупса олимпиадăна хутшăнма сĕнчĕ. Ун пек сăмахсене илтме çав тери кăмăллă пулчĕ. Мĕнле ырă кăмăллă çынсем ĕçлесе пурăнаççĕ-çке кунта: паянхи саманапа килĕшÿллĕ утаççĕ, инновацинче çитĕнÿсем тăваççĕ, хăйсен пурнăçне наукăна халаллаççĕ, çав вăхăтрах вĕсем ырă та уçă кăмăллă. Çак пулăм пирĕн чунра калама çук тарăн та асра юлмалли йĕр хăварчĕ. Юлашкинчен Алена Михайловна пире ырă çул сунчĕ.
Çулĕ чăннипех те лайăх пулчĕ, мĕншĕн тесен автобусĕ питĕ хăтлăччĕ. Ытти рейссемпе танлаштарсан билечĕсем те чи йÿннисемччĕ. Салонра çул тăршшĕпех Wi-Fi ĕçлерĕ, кашни лармалли вырăн хыççĕнчех телефонсене зарядка лартма май пурччĕ. Халĕ унсăрăн май çук. Ашшĕ-амăшĕ шăнкăравласах тăраççĕ, ачисем те кăмăллă.
Олимпиада результачĕсене киле таврăнсан, «Эткер» сайтне кĕрсе пăхса пĕлтĕмĕр. Пирĕншĕн пур ача та маттур, эпир кашнишĕн савăнатпăр. Пирĕн республикăран икĕ вĕренекен – Кармаскалă районĕнчи Александр Яковлевпа Давлекан районĕнчи Варвара Петрова (сăн ÿкерчĕкре) – призерсем пулса тăчĕç. Тăван чăваш чĕлхи урокра çеç мар, кулленхи пурнăçра та тăрă та таса шыв пек шăнкăртатса юхтăр.
Людмила ПАВЛОВА,
Тинĕскÿл шкулĕн чăваш чĕлхипе
литература вĕрентекенĕ.
Кармаскалă районĕ.