Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
28 Майӑн , 10:33

Глебăн çитĕнĕвĕ – çемье савăнăçĕ

Ачасем – пирĕн пурнăç, савăнăç, телей. Пуласлăх та вĕсенче упранать. Ывăл-хĕрсенче хамăр воспитани панă ĕç-хĕлĕн тухăçне куратпăр. Çавăнпа вĕсен кашни çитĕнĕвĕнче – аслисен çитĕнĕвĕ, кашни савăнăçĕнче – ашшĕ-амăшĕн савăнăçĕ, çывăх çыннисен кулянăвĕнче – çитĕннисен кулянăвĕ.

Глебăн çитĕнĕвĕ – çемье савăнăçĕ
Глебăн çитĕнĕвĕ – çемье савăнăçĕ

Кирек мĕнле пысăк çитĕнÿ те пĕчĕк утăмсенчен пуçланать. Çакна Çтерлĕ хулинчи 31№ ача сачĕн воспитанникĕ Глеб Бабиков та çирĕплетсе парать. Кăçалхи çулăн апрель уйăхĕнче Çтерлĕ хулинчи «Техника пултарулăхĕн ача-пăча (çамрăксен) центрĕ» хушма вĕрентÿ учрежденийĕ пĕрремĕш космонавт Ю.А. Гагарин 90 çул тултарнине халалласа «Космос: взгляд в будущее» хула конкурсĕ йĕркеленĕ. Ăмăрту темиçе юхăмпа (илемлĕ пултарулăх, 2д графика, 3д модельсем тăвасси, электронлă презентаци, видеоклипсем, эссе) иртнĕ. Унта 3-17 çулхи 864 ача хутшăннă.
Ултă çулхи Глеб Бабиков асăннă ăмăртура шкул çулчченхи ачасем хушшинче «Радуга во Вселенной» хайлав (поделка) туса 1-мĕш вырăн йышăннă. Шăпăрлана ăмăртăва хатĕрленме Л.Н. Акбулатова тата Р.Р. Мусина воспитательсем пулăшнă. Паллах, çемье пайташĕсем те çак ĕçе тÿпе хывнă. Илья Викторовичпа Оксана Юрьевна Бабиковсен çемйинче Глебсăр пуçне тата пĕр хĕр çитĕнет. Злата шкулта вĕренет. Вăл та ашшĕ-амăшне хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать.
Çакна та каласа хăвармалла: Глеб – Пушкăртстанри А.Г. Николаев ячĕллĕ ветерансен союзĕн пайташĕн Юрий Петровăн мăнукĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче ветерансен союзне йĕркелесе ярас ĕçре малтисен шутĕнче пулнă. Паянхи кун Юрий Анатольевичпа Алена Витальевна мăшăрне 6 мăнук пурри савăнтарать. Вĕсем – аслисен ĕçне малалла тăсакансем.
Çитес кунсенче çĕршывĕпе Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна паллă тăвĕç. Ачасем, нихăçан та ан чирлĕр, яланах аçăр-аннĕре итлĕр, вĕсене савăнтарăр, хисеплĕр тата юратăр. Вĕсем те сирĕншĕн чунӗсене парса тăрăшĕç.
Ирида НОВИКОВА. Çтерлĕ хули.

Глебăн çитĕнĕвĕ – çемье савăнăçĕ
Глебăн çитĕнĕвĕ – çемье савăнăçĕ
Глебăн çитĕнĕвĕ – çемье савăнăçĕ
Глебăн çитĕнĕвĕ – çемье савăнăçĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: