Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
25 Июнӗн , 10:15

Алăри диплом малашлăхра çул уçса пытăр

Йăлана кĕнĕ тăрăх июнь уйăхĕ студентсемшĕн хĕрÿ те яваплă тапхăр. Уйрăмах алла диплом илме хатĕрленекенсемшĕн. Çак пысăк яваплăха июнь уйăхĕн 19-20 мĕшĕсенче Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Çтерлĕ филалиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнчи тутар-чăваш кафедринче вĕренекенсем хайсем çинче тĕрĕслесе пăхрĕç – диплом ĕçĕсене хÿтĕлерĕç.

Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом малашлăхра çул уçса пытăр

Пĕрремĕш кун патшалăх комиссийĕн (председателĕ – Фанил Фатхтдинов, «Кызыл тан хаçатăн тĕп редакторĕ) тĕрĕслевĕ витĕр 8 студент иртрĕ. Вĕсем куçăн (очно) мелпе пĕлÿ илнĕ. Саккăрăшĕнчен пиллĕкĕшĕ чăваш хĕрĕсем пулчĕç, пурте диплом ĕçĕсене «пиллĕк» паллăпа хÿтĕлерĕç. Вĕсĕнчен иккĕшĕ – Анфиса Васильевапа (Салихова) Анастасия Федорова – студент çулĕсенче «Урал сасси» хаçатпа тачă çыхăну тытнăшăн кăларăмăн Тав çырăвне тивĕçрĕç, ăна пултаруллă хĕрсене хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов парса чысларĕ. Сăмах май, Анфисăпа Анастасия диплом ĕçне те пĕрле çырнă (халĕ ăна коллективлă ĕç теççĕ).
Алена Бурак, Анна Васильева, Элина Яковлева студентсем (каллех йышпа çырнă) хатĕрленĕ «Пушкăртстанри чăваш литературин анталогийĕ» диплом ĕçĕ те пĕлтерĕшлĕ те малашлăхшăн кирлĕ пулнине палăртмалла. Çыравçăсем çак кĕнеке çинчен ĕмĕтленеççĕ çеç пулсан, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем пĕрремĕш утăмсем туни куç умĕнче. Кĕнекене пурӗ çирĕм ытла автор хайлавĕсем кĕнĕ, 412 питрен тăрать.
Июнĕн 20-мĕшĕнче патшалăх экзамен комиссийĕ куçăн мар мелпе вĕренекен 9 студентăн диплом ӗçӗсене хак пачӗ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ – Алина Дмитриева (Пишпÿлек районĕ), Екатерина Иванова (Кармаскалă районĕ), Вячеслав Ерохин тата Владимир Волков (Çтерлĕ хули), Алена Семенова (Ишимбай районӗ) – чăваш уйрăмĕнчен пулчĕç. Кашниех аслă шкулта тарăн та анлă пĕлÿ илнине çирĕплетрĕç, вĕсен диплом ĕçĕсем пысăк хака тивĕçрĕç.
Çывăх вăхăтра студентсем пурте алла диплом илĕç. Çав шутра чăваш уйрăмĕнчи ултă хĕр хĕрлĕ дипломсен хуçисем пулса тăрĕç. Пурне те саламлатпăр, алла илнĕ документ малашлăхра çул уçса пытăр. Уйрăмах чăвашлăх ĕçĕнче.
Юрий СНЕГОПАД. Çтерлĕ хули.

Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом  малашлăхра çул уçса пытăр
Алăри диплом малашлăхра çул уçса пытăр
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: