Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вĕренÿ
26 Июнӗн , 11:15

Аслă шкул пĕлÿ илме çеç мар, тĕрлĕ енлĕ аталанма та май парать

Çак кунсенче эпĕ Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнчен вĕренсе тухса алла хĕрлĕ диплом илтĕм.

Аслă шкул пĕлÿ илме çеç мар, тĕрлĕ енлĕ аталанма та май парать
Аслă шкул пĕлÿ илме çеç мар, тĕрлĕ енлĕ аталанма та май парать

Университетри пĕлĕве вĕçленĕ май чуна савăнăç тата мăнаçлăх туйăмĕ ярса илет. Аслă шкул çулĕ тăршшĕпех «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕрентĕм, тĕрлĕ конкурссене, конференцисене, олимпиадăсемпе спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнтăм – тулли те интереслĕ пурнăçпа пурăнтăм.
Конкурссене хутшăнни – хамăр хăнăхусене аталантармалли, çĕнĕ пĕлÿпе опыт илмелли, лидер пахалăхĕсене çирĕплетмелли, тĕрлĕ хуласенче пулса курмалли, интереслĕ çынсемпе тĕл пулмалли, культурăпа паллашмалли чи лайăх мел. Шăпах конкурссене хутшăнас ĕмĕт мана Шупашкар, Хусан, Мускав хулисене кайса курма май пачĕ. Тăрăшса вĕреннипе пĕрлех кашни семестрта пысăк стипенди илсе пытăм. Пĕр çулхине Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ те пултăм.
Çавăн пекех общество ĕçне те хастар хутшăнаттăм, профорг тата староста тивĕçĕсене пурнăçларăм, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пайташĕ, Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçачĕн штатра тăман корреспонденчĕ пултăм. Çакă вĕренÿ енĕпе çеç мар, халĕ хам ĕçре кирлĕ лидер пахалăхĕсене аталантарма та пулăшрĕ.
Университетра вĕренни пĕлÿ илме те, хăвăн профессине аталантарма та май парать. Эпĕ çавăн пек турăм та, юлашки икĕ çул хушши хам специальность илекен сферăра вăй хутăм. Ку, паллах, теорине ĕçпе çирĕплетме май парать.
Аслă шкулта вĕренни çĕнĕ юлташсем, хама Турă çырнă çынна тупма пулăшрĕ. Университетра пĕлÿ илни манăн пурнăçа питĕ улăштарчĕ. Шăпах çакăнта эпĕ чăн-чăн юлташсемпе тата пурнăç тăршшĕпе пĕрле утмалли çынпа паллашрăм.
Пулас студентсене пурнăç тĕрĕслевĕсенчен пĕр шикленмесĕр малалла утма, университет пурнăçне хастар хутшăнма, пĕлÿ илме тата професси тĕлĕшĕнчен аталанма сунатăп. Утăм хыççăн утăм тума, çĕнĕ тĕллевсем лартма, çитĕнÿсем патне ăнтăлма хăраса ан тăрăр.
Хамăн наставнике Лариса Валерьевна Коротаева филологи наукисен кандидатне уйрăм тав сăмахĕ калатăп. Çавăн пекех преподавательсене, кафедрăпа факультет ертÿçисене пире пулăшса пынăшăн, вĕренÿ тăршшĕпех ăслă канашсем панăшăн чунтан тав тăватăп. Çак çитĕнÿсене сирĕнсĕр туса, ĕмĕтсене те пурнăçа кĕртсе пулмастчĕ. Манпа пĕрле çак çул çинче пулнисене пурне те тав, сире çитĕнÿсемпе ăнăçу сунатăп.
Анфиса ВАСИЛЬЕВА (Салихова).
Çтерлĕ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: