«Акт залĕ – тĕрлĕ майсен территорийĕ» проект витĕмĕпе тата унăн авторĕн Дарина Наумован пуçарăвĕпе акт залĕн сăн-сăпачĕ улшăннă, вăл паянхи кун ыйтнине туллин тивĕçтерет. Халĕ кунта профессиллĕ аппаратура, сĕтел-пукан, техника тата çĕнетнĕ сцена пур. Çавăн пекех акт залне начар илтекенсем валли индукци йăлипе те тивĕçтернĕ.
– Ачасем хăйсем гимназире мĕн юсамаллине палăртрĕç, проект хатĕрлерĕç, конкурс никĕсĕ çинче çĕнтерÿçе палăртрĕç, – каласа панă гимнази директорĕ Фидалия Молчанова. – Çĕнтерÿçĕн проектне пурнăçа кĕртме республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрчĕç, çитмен нухрата муниципалитетпа вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентÿ учрежденийĕн шанчăклă юлташĕсем пухма пулăшрĕç. Юсав ĕçĕсене каникул вăхăтĕнче туса ирттертĕмĕр.
Сумлă хăнасем вĕрентекенсемпе вĕренекенсене саламланă май чылай ăшă та ырă сăмах каланă:
– Ку пирĕн ачасен ĕмĕчĕсем пурнăçланнин ырă тĕслĕхĕ пулса тăрать. Пурне те çĕнĕ çĕнтерÿсемпе асра юлмалли самантсем сунатăп. Эсир – çĕршывăн пуласлăхĕ, сирте çĕнĕ шухăшсемпе проектсем, майсем, – тенĕ Пелепей район администрацин пуçлăхĕ Азат Сахабиев.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей хули.