Лăпкăлăх тата лăпкăлăх çеç
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ ачашăн та, ашшĕ-амăшĕшĕн те уяв тата пурнăçри пĕлтерĕшлĕ тапхăр çеç мар, пысăк стресс та. Ун пек лару-тăрура аслисен хăйсене алла илмелле те мультфильмри Карлсонăн сăмахĕсене ас тумалла: «Лăпкăлăх, лăпкăлăх çеç!». Çемьере хăтлă лару-тăру йĕркелемелле, ачăра та, хăвăра та лайăххи пирки ĕмĕтленме хистемелле. Юлташăрсемпе, аслашшĕ-асламăшсемпе пуçтарăнса шкулти кулленхи пурнăç пирки аса илÿ каçĕ йĕркелĕр, ахăртнех, шкул пурнăçĕнче хаваслă самантсем сахал пулман. Йывăрлăхсем пирки калама ан хăрăр. Пулас шкул ачи йывăрлăхсемпе тĕл пулма пултарнине, вĕсене çĕнтермеллине ăнлантăр.
Паллă ача-пăча психологĕ Катерина Мурашова пĕлтернĕ тăрăх, пĕрремĕш класра ача тÿрех виçĕ тĕрлĕ стресс тÿсет. Пĕрремĕшĕ – иммунологи стресĕ. Ку тĕслĕхре ача пысăк коллектива лексе сахал мар вируспа тĕл пулать. Иккĕмĕшĕ – социаллă. Кунта ача обществăра хăй вырăнне шырать, çĕнĕ лару-тăрăва хăнăхать. Виççĕмĕшĕ – вĕренÿ стресĕ. Сăмах вулама тата çырма пĕлни пирки мар, 45 минут хушши пĕр вырăнта ларма тÿр килни, мĕн те пулсан калас, вĕрентекен ыйтнине хуравлас тесен алă çĕклемелли пирки пырать.
Стреса çĕнтермелли чи лайăх мел – шкулла выляни, çĕнĕ туссемпе паллаштарни, хăвăр çинчен каласа пани, таврари пурнăçпа кăсăкланни.
Ачăр садика çÿремен пулсан
Ача садика çÿрет, хăйĕн тантăшĕсемпе хутшăнать пулсан хăйне шанчăклăрах туять. Вăл пĕр çулхисемпе хутшăнусем йĕркелеме, педагогсем асăрхаттарнине илтме тата йышăнма, тĕрлĕ хăнăхусем пурнăçлама пултарать. Вируссене хирĕç тăрасси те темиçе хут ÿсет.
Сирĕн ачăр «кил ачи» пулсан мĕн тумалла? Ун пек чухне шкула хатĕрленмелли курс иртсен аван. Вĕсенче ачасем ушкăнпа ĕçлеме хăнăхаççĕ. Тăтăшах тĕрлĕ ÿсĕмри ачисем пур çемьесемпе хутшăнăр. Пĕчĕкскерĕн хăй çĕр çинче пĕртен-пĕр çын маррине, таврари çынсен те хăйсен нушисемпе ĕмĕчĕсем пуррине ăнланса илмелле.
Пĕрремĕш вĕрентекене тимлĕн суйлăр. Килти ачасем критикăна тата хытă сасăпа каланине çивĕч йышăнаççĕ. Вĕсем хăраса кайма пултараççĕ, ыттисенчен пăрăнма пуçлаççĕ, вĕренÿпе интересленме пăрахаççĕ. Ачăра вĕрентекен мĕншĕн çилленнине, кама та пулсан вăрçнине ăнлантарса памалла. Шкул ачин вĕрентекен ăна мар, унăн хăтланкаларăшĕсене критикленине ăнланмалла.
Пĕрремĕш класс ачин ашшĕ-амăшĕн мĕн тумалла мар?
Ачана тĕрлĕ аталану хăнăхăвĕсемпе, кружоксемпе тата секцисемпе ан тийĕр. Интересĕсене шута илсе ăна валли пушă вăхăт хăварăр. Шкула çÿрекен ачана вĕренÿ хыççăн тулли кану кирлĕ. Хушма занятисене эрнере икĕ-виçĕ сехет çÿресен те çителĕклĕ. Ачана хăнăхма çăмăлрах пулать тесе пĕрремĕш класс программине маларах ан иртĕр. Ун пек хатĕрленÿ вĕренес кăмăла хуçать, уроксенче ăна кичем пулать.
Ачăрăн кашни утăмне тĕрĕслеме, уншăн пурне те тума пăрахăр. Ачана пысăкланма ан чарăр. Вăл рюкзакне пуçтарма, ручкисемпе тетрачĕсене вырнаçтарма, килти ĕçсене тума хăех пултарать. Хăй ыйтать пулсан ачăра пулăшма хатĕр пулăр, яланах сире шанма пултарать иккенне каласа ăнлантарăр.
Ачăра «Шкулта вĕрентекен сана ачашласа лармĕ» тесе ан хăратăр. Ун пек эсир ăна ытлашши пăшăрхантарма, вĕренес кăмăлне сирме пултаратăр. Çав вăхăтрах шкулта питĕ лайăх, çăмăл та хаваслă пулать тесе калама та кирлĕ мар. Шкул кану вырăнĕ мар иккенне ăнланса илсен çав тери кулянĕ.
Кун йĕрки тума пулăшăр
Роспотребнадзор специалисчĕсем палăртнă тăрăх, кун йĕркине пĕлсе йĕркелени, çителĕклĕ çывăрни, тĕрĕс апатланни – ăнăçлă вĕрентĕвĕн тĕп пайĕ шутланаççĕ. Уйрăмах çĕнĕ графикпа пуçласа тĕл пулакан шкул ачисем. Тĕрĕс кун йĕрки вĕсен сывлăхне упрама пулăшĕ.
Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ çитиччен ачăра вăхăтлă тăма, зарядка тума вĕрентĕр. Ун пек хатĕрленни ывăннине ирттерсе яма пулăшĕ.
Ача мĕнле апатланнине асăрхаса тăрăр. Ура çинче ан çитĕр, вĕренÿ хыççăн кантăр, уçăлма тухтăр. Унсăр пуçне ачана хăй вăхăчĕпе тĕрĕс усă курма вĕренмелле. Çак хăнăхусем ăна вĕренÿре çеç мар, пысăк пурнăçра та кирлĕ пулĕç, яваплăхпа дисциплинăна йĕркелеме пулăшĕç.
Йывăрлăхсене çĕнтерме шанăç телефонĕ пулăшĕ
Хăрани, кÿренÿ, пĕчченлĕх – çак туйăм кашнинех, пĕчĕккине те, пысăккине те ярса илме пултарать. Ачасемпе çулĕ çитмен ачасем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем валли Пушкăртстанра талăк тăршшĕпех шанăç телефонĕ – 8-800-2000-122 е 124 ĕçлет. Ун çине кирек епле кĕсье тата стационар телефонĕнчен те шăнкăравлама, хăвăра мĕн канăçсăрлантарнине каласа пама, опытлă психологăн пулăшăвне илме пулать.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.