Паянхи агропрофессисем алă ĕçĕпе çыхăнманнине, вĕсем пысăк технологиллĕ тата автоматизациленĕ процесс пулнине ачасем хăйсен куçĕсемпе курнă. Программа шайĕнче шкул ачисем пилĕк тĕп тематика зонипе паллашнă: Фермерсен шкулĕ, АгроЛабНаука, Инновацисемпе цифровизаци, VR-зона, Сывлăхлă апатлану. Çамрăк ăру практика занятийĕсенче агродронсемпе ĕçлеме вĕреннĕ, микроскоп урлă ÿсен-тăрансен тытăмне тĕпченĕ, VR-куçлăхсемпе усă курса аудиторисенчен тухмасăрах пысăк технологиллĕ фермăсемпе предприятисене çитнĕ.
Çакăн хыççăн арçын ачасемпе хĕр ачасене тарăн пĕлÿ паракан мастер-классем кĕтнĕ. Чăваш Кăпавĕ ачисем сăрт-ту породисемпе минералсен тĕнчипе, ветеринари ĕçĕн кăткăслăхĕпе паллашнă. Унсăр пуçне вĕренекенсем кинолог кам пулнине тата вăл мĕнле ĕç тунине тĕпчесе пĕлнĕ. Апат-çимĕç технологийĕсен факультетĕнче сĕтĕн пахалăхне палăртма вĕреннĕ. Çамрăксене уйрăмах авточупусен зони илĕртнĕ. Унта шкул ачисем, арçын ачасем те, хĕр ачасем те, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнса симуляторпа çул тăрăх вĕçтерме пултарнă.
Илĕртÿллĕ мероприяти йĕркелÿçĕсенчен парнесем илнипе вĕçленнĕ. Асăннă çул çÿрев ачасене çĕнĕ пĕлÿ панисĕр пуçне паянхи ял хуçалăхĕ карьера тумалли ункайлă сфера пулнине çирĕплетнĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.